АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔР ТЫРРИСЕМ ПЫСĂК ТУХĂÇ ПАРАÇÇĔ

10 сентября 2008 г.

Çанталăк кĕр енне сулăннă май хресченĕн çĕр ĕçĕсем хушăнсах пыраççĕ: вырмана çухатусăр вĕçлемелле, çĕр улми те çитĕнсе çитнĕ ĕнтĕ, кĕр акине те вăхăтра туса хăвармалла. Районти ял хуçалăх кооперативĕсенчен чылайăшĕ çак пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурне те пуçăннă. Уяр, типĕ çанталăкра комбайнсен шавĕ уй-хирте яра куна шăпланмасть, паянхи куна тĕш тырра районта мĕн пур лаптăкăн сакăр вунă ытла проценчĕ çинче пуçтарса илнĕ, тухăçĕ кашни гектар пуçне çирĕм ытла центнерпа танлашнă. «Путь Ленина», Крупская ячĕллĕ тата Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕсенче çĕр улми пуçтарма тухнă. Кашни хуçалăхра тенĕ пекех çĕр хатĕрлесе кĕр тыррисене акма тытăннă.

Кĕр тыррисем кирек мĕнле çанталăкра та тухăçĕпе çĕр ĕçченне кÿрентермеççĕ. Çак чăнлăха «Победит» тулли мар яваплă пĕрлĕхре ĕçлекенсем те лайăх пĕлеççĕ. Кĕр тыррисене унта 380 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ. Кĕрхисем валли кирлĕ лаптăка хатĕрлесе çитернĕ. Вăхăтра акатăн – тырăллă пулатăн, ку вăрттăнлăх мар паллах. Çумăр çăвиччен кăшт маларах акса хăварнă кĕрхи культурăсем хура тăпра сийне ешĕл те парка калчапа хупăрлама та ĕлкернĕ. Хальлĕхе «катексем» икçĕр ытла гектара пулас тухăç никĕсĕпе пуянлатса хăварнă.

Уй-хирте çĕнĕ МТЗ-82 тракторпа Владимир Иванов механизатор тата Николай Петров сеяльщик ака тăваççĕ. Василий Аристархов грузчик Николай Терентьев трактористпа акаçăсене вăрлăх турттарса килсе тивĕçтереççĕ. Пулас тухăç никĕсне кунта им-çамласа акаççĕ.

Пĕрлĕх ертÿçи Д.Семенов тата район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп агрономĕ Г.Степанов уй-хир ĕçĕсене вырăна çитсе тĕплĕн хаклаççĕ (ÿкерчĕкре механизаторсем хушшинче). «Победитăн» тырă пуссийĕсенче икĕ комбайн ĕçлет. Тухăçĕ аван тухать, çанталăкĕ чăрмав кÿмесен тата ял çыннисем хастартарах пулсан «сарă пурлăх» пĕр çухатусăрах пÿлмесене кĕрсе вырнаçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика