АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРОФЕССИ УЯВНЕ ПАЛЛĂ ТУРĔÇ

10 сентября 2008 г.

Çак кунсенче газ промышленноçĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Савăнăçлă лару-тăрура вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата хула администрацийĕн пуçлăхĕн хула строительстви, энергетика, транспорт тата çурт йĕрпе комуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ В.Кириллов саламларĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ газ отраслĕнче тăрăшакансене професси уявĕпе саламланă май нефть тата газ промышленноçĕн аталанăвĕ экономикăна çирĕплетме пулăшнине, районпа хула инвестици тĕлĕшĕнчен илĕртме пултарнине тата халăх пурнăçĕн пахалăх шайне ÿстернине палăртрĕ. «Чувашсетьгаз» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн «Канашмежрайгаз» филиалĕн директорĕ В.Стерлядкин çÿлерех асăннă отрасльте хăйсен ĕçне чунĕпе парăннă ăста специалистсем тăрăшнине пĕлтерчĕ.

Газ промышленноçĕнче ĕçлекенсем социаллă программăна пурнăçа кĕртес ĕçре пысăк тÿпе хываççĕ, вĕсем тăрăшнипе паянхи кун республикăри кашни хулапа яла çут çанталăк газĕ çитнĕ. Професси уявĕнче хастар ĕçлесе пыракансене чысланипе пĕрлех ветерансем çинчен те манса каймарĕç, ырлăх-сывлăх, телей тата ăнăçу сунчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика