АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НАЦИ ПРОЕКЧĔСЕМ ÇИНЧЕН

10 сентября 2008 г.

Наци проекчĕсене пурнăçа тухăçлĕ кĕртес тĕлĕшпе республикăра тăватă программа ĕçлет: «Сывлăх сыхлавĕ», «Вĕрентÿ», «Раççей халăхĕсем пурте туянма пултаракан хăтлă çурт-йĕр» тата «АПК аталанăвĕ». Вĕсене пурнăçламашкăн ятарласа укçа тенкĕ пăхса хăварнă пулнă. Кăçалхи çула «Сывлăх сыхлавĕ» приоритетлă наци проекчĕ валли, сăмахран, – 7975,6 пин тенкĕ, хальлĕхе вĕсенчен 3914,1 пин тенкипе тĕллевлĕн усă курнă. Медперсоналпа тухтăрсене хавхалантармашкăн 3745,6 пин тенкĕ çирĕплетнĕ, 2286,8 пин тенкине вăя кĕртнĕ. Ача çуратакансене 1627,3 пин тенкĕлĕх ятарлă сертификатсемпе тивĕçтернĕ (4230,0 пин тенкĕ пăхса хăварнă).

«Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн класс ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пынăшăн педагогсене 2393,7 пин тенкĕ укçа тÿленĕ (4363,5 пин тенкĕ). Ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсемпе çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе 175,0 пин тенкĕ пăхса хăварнă пулсан, çак суммăпа районта туллин усă курнă. Çурт-йĕр туянма çамрăк çемьесене республика бюджетĕнчен – 880,8 пин тенкĕ (6274,6 пин тенкĕ), федераци бюджетĕнчен 3489,3 пин тенкĕ (7197,3 пин тенкĕ) субсидиленĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе куçарнă 2932,0 пин тенкĕпе туллин тусă курнă. Агропромышленность комплексĕнче ĕçлесе пыракан пĕчĕк формăллă хуçалăхсене аталанса каймашкăн 115 млн. тенкĕлĕх кредит уйăрса панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика