АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УНТАНПА ХĔРĔХ ÇУЛ ИРТРĔ

05 сентября 2008 г.

Атнаш тăрăхĕнче сумлă çынсенчен пĕри – С.Н.Краснов. Ватти-вĕтти хисеплет ăна. Сергей Николаевич ĕмĕрĕн пысăк пайне шкулта ирттернĕ. Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ ун патĕнче ăс пухнă, вăл вĕрентсе каланă сăмахсене ăша хывнă, кăткăс пурнăçри тĕрĕс çула суйласа илме пултарнă. Çуралнă вырăнтан аякка кайнисем те сахал мар. Манмаççĕ вĕсем хăйсен вĕрентекенне, уйрăмах Сергей Николаевич тăрăшнипе çырма-вулама, шутлама вĕреннисем. Çапла калама сăлтавĕ те пур, мĕншĕн тесен С.Краснов Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн чылай çул пуçламăш классене вĕрентнĕ. Каярахпа вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлÿллĕ учитель пулса тăнă. Ачасене тăван чĕлхепе литературăна юратма вĕрентнĕ, шкулти вĕрентÿ пайĕн заведующийĕнче, шкул директорĕнче ĕçленĕ. Пенсине тухсан пĕр вăхăт шкул библиотекинче вăй хунă. Педагогика стажĕ 45 çула яхăн. Ачасене пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре нумай çул тăрăшнăшăн, пысăк çитĕнÿсем тунăшăн наградăсене тивĕç пулнă.

Нумаях пулмасть С.Краснов патне хаклă хăнасем килчĕç. Кил хуçипе арăмĕ, Римма Александровна, вĕсене хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç. Уйрăмах Сергей Николаевич çав тери хĕпĕртесе ÿкрĕ. Сакăр вунналла çывхарса пыракан ватă иртнĕ ĕмĕрĕн 58-мĕш çулĕнче пуçламăш шкултан хăй вĕрентсе кăларнă хĕрачасене (халĕ ĕнтĕ вĕсем амăшĕсем, хăшĕсем кукамайпа асанне те пулма ĕлкĕрнĕ) тÿрех мар пулин те, тимлĕн пăхнă хыççăн палласа илчĕ-илчех, кашнине ăшшăн çупăрласа тĕпелелле иртме ыйтрĕ. Римма Александровна, Канашра пурăнакан, канмалли кунсенче килсех тăракан Саша ятлă ывăлĕпе Альбина кинĕ сĕтел хатĕрлерĕç. Хăнасем, вĕсем вара пиллĕкĕн, шел арçыннисем килеймен (класра тăватă арçын ача кăна пулнă), хăйсемшĕн иккĕмĕш атте шутланнă çынна, унăн мăшăрне асăнмалăх парнесем пачĕç, сĕтел çине кучченеçсем кăларса хучĕç. Часах тулли сĕтел хушшинче ăшă калаçу пуçланчĕ.

Сергей Николаевич килнĕ хăнасене хĕрĕх çул каяллахи пекех Нина, Маша, Галя, Рая, Аля тесе чĕнчĕ. Вĕсем хушшинче тивĕçлĕ канăва тухнисем те пур. Хăйсем килĕштернĕ профессине алла илсе пуян опыт пухнă вĕсем. Н.Егорова (халĕ Кудряшова) – шăл тухтăрĕ, М.Васильева (Алексеева), Г.Андреева (Ванюхина), Р.Степанова (Федорова) тата А.Павлова – шут ĕçченĕсем. Тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ: Канашра, Куславккара, Шупашкарта. Ватă педагог вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, çемйипе, ачисен пурнăçĕпе интересленчĕ. Ачалăха, шкул çулĕсене, пĕр класра вĕреннисене аса илчĕç, çамрăк чухне юрланă юрăсене шăрантарчĕç, ташларĕç те. Тĕл пулупа Сергей Николаевич та, унăн воспитанникĕсем те кăмăллă пулчĕç. Çывăх тăвансем пек ăшшăн сыв пуллашрĕç вĕсем.

Красновсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Пурте вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă, çемье çавăрнă. Ашшĕ-амăшне пулăшсах тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика