АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СИРĔНШĔН АЛĂК ЯЛАН УÇĂ

05 сентября 2008 г.

"Вĕренни çутă, вĕренменни тĕттĕм", – тенĕ авалхи ватăсем. Чăнласах та, вĕреннĕ çын яланах ăста пулнă, вăл вĕренмен вунă çынран ирттернĕ.

Çуллахи каникул вĕçленчĕ. Ачасем ăс пухма шкулалла васкаççĕ. Уроксем хыççăн ял библиотекине кĕрсе тухмасăр чун та чăтмĕ. Вăл икĕ хутлă пысăк та илемлĕ çуртăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Кунта ачасен шухăшлавне, тавра курăмне аталантаракан материалсем чылай, тĕрлĕ кĕнеке, хаçат-журнал, электронлă версисемпе видеокассетăсем те сахал мар. Интернетпа усă курма та пулать.

Вулавçăсене эпир яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илетпĕр, кирек хăçан та мĕн ыйтнине тупса пама тăрăшатпăр, вăй çитнĕ таран пулăшатпăр, тĕрлĕ вăйăсемпе викторинăсем тата ытти мероприятисем ирттеретпĕр. Çĕнĕ кĕнеке куравĕ пирĕн яланах хатĕр, вулавçăсене унпа паллаштарсах тăратпăр. Кăçал библиотекăна вунă пинлĕх çĕнĕ кĕнеке хушăнчĕ. Вăл шутран политика енĕпе – 21, техникăпа – 8, ял хуçалăх енĕпе – 1, искусствăпа – 2, илемлĕ литература – 46, естествăлла наукăпа – 9. Пурĕ – 87. Кĕнеке шучĕ ÿссе пыни, паллах, лайăх. Анчах та, хальхи саманара çĕнĕ технологи вăйра пулсассăн та, вулакансен шучĕ чакмасть-ха, ÿссе çеç пырать. Паянхи куна вĕсем – 610 çын. Кунта шкул ачисем те, çамрăксемпе ватăсем те кĕреççĕ.

Вĕренÿ çулĕ пуçлансанах ачасене библиотекăн пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕпе, унти çĕнĕлĕхсемпе, йĕркепе паллаштартăмăр. Вĕсем хаваспах интересленни пире савăнтарчĕ.

Апла пулсассăн, "Вĕренмесĕр пурнăç çук", – тени тĕрĕсех те пулĕ, вăл çыншăн мар, хăвăншăн. Библиотека – вĕренме çул уçса, пулăшса пыраканĕ. Çавăнпа та вулама ан ÿркенĕр. Вĕренÿпе тĕнче тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика