05 сентября 2008 г.
Районта "Тимлĕр – ачасем!" профилактика операцийĕ пырать.
Ачасем каллех парта хушшине ларчĕç. Çул-йĕр правилисене пăхăнассине тепĕр хут аса илтермелле. Çул урлă каçнă чухне ача çухалса кайма та пултарать. Статистика тăрăх çак тапхăрта ачасен айăпĕпе автоинкексем час-часах пулаççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен кашни кунах çул çинче хăрушлăх сиксе тухма пултарасси çинчен аса илтерсех тăмалла. Шкула çити ăсатса яни те вырăнлă. Хăвăрăн пепкĕрсене йăнăш тума ан парăр. Вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулăр.
Водительсем! Çул çинче тимлĕ пулăр, уйрăмах шкулсенче уроксем пуçланас умĕн тата уроксем вĕçленнĕ хыççăн. Ачасем хушшинче пуçласа хăйсем тĕллĕн шкула каякан хĕрачасемпе арçын ачасем те пур. Шкул патне çитеспе хăвăртлăха чакарăр.
Çулталăк пуçланнăранпа районти çулсем çинче 3 ача автоинкеке лекнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ – водитель айăпĕпе, пĕри – ача çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе. Виççĕшĕ те аманнă.