03 сентября 2008 г.
Пĕлÿ кунĕ – çак çутă уяв уйрăмах илĕртÿллĕ, вăл кашни ачапа ашшĕ-амăшĕшĕн нумайлăха асра юлакан пулăм. Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ савăнăçлă тĕл пулусемпе, ырă аса илÿсемпе, çутă шанчăкпа, çĕкленÿллĕ кăмăлпа çыхăннă. Çак кун пин-пин çын çĕнĕ пурнăç пуçлать: шкул пĕтернисем кирлĕ професси суйласа илсе студентсем пулса тăраççĕ. Аслăраххисем нихăçан манăçми ачалăхне, шкул çулĕсене аса илеççĕ. Педагогсемшĕн – пултарулăхпа профессионализмăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр экзаменĕ.
Кăçал районти 34 шкул алăкне 4530 ача уçса кĕчĕ. Çак шутран 386-шĕ пуçласа парта хушшине ларчĕ, 320-шĕ шкулта юлашки çул вĕренĕ. Ачасене 507 учитель кĕтсе илчĕ. Вĕсенчен 40-шĕ квалификацин аслă категориллĕ, пĕрремĕш категориллисем – 326-ăн, иккĕмĕшлисем – 201-ĕн.
Районта эффективлă вĕрентÿ сечĕ йĕркеленĕ. Икĕ ресурс центрĕ ĕçлет: Шăхасан тата Вырăскас Пикших вăтам шкулĕсем. Çак шкулсене ытти шкулсенчен эрнере пĕр хутчен профильлĕ пĕлÿ илме килĕç.
Иртнĕ вĕренÿ çулне 13 ача ылтăн, 19-ăн кĕмĕл медальсемпе вĕçленĕ. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, аслă вĕренÿ заведенийĕсене 162 яшпа хĕр вĕренме кĕнĕ, вĕсенчен 92-шĕ – бюджет никĕсĕпе.
Районта шкул автобусĕсем – 11. Кăçалхи авăн уйăхĕнче тата икĕ вĕр çĕнĕ автобус килмелле. Районти пур шкула та Интернетпа çыхăнтарнă. Хăйсен сайчĕсем пур. 25 шкулта электронлă почта ещĕке ĕçлет.
Авăн уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче çанталăк ăмăрлă тăчĕ, вĕтĕ çумăр пĕрĕхрĕ. Анчах та çакă уява нимĕн чухлĕ те тĕксĕмлетмерĕ. Ачасен, учительсен капăр тумĕ, савăнăçлă сăн-пичĕ, хитре чечек çыххисем шкулсен спорт, актовăй залĕсене, коридорĕсене хăтлăх, уява пынисене лайăх кăмăл кÿчĕç. Кăшнаруй тĕп шкулĕнче те çаплах пулчĕ.
Пысăках мар коридора 80 ача, 18 вĕрентекен, ашшĕ-амăшĕсем, Пĕлÿ уявне чĕннĕ хăнасем пухăнчĕç. Уява шкул директорĕн çумĕ В.Михайлова уçрĕ. Валентина Михайловна çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламларĕ, аслă классенче вĕренекен хĕрачасен ушкăнĕ шкул çинчен çырнă сăвăсем вуланă хыççăн çамрăк армеецсем Чăваш Республикин патшалăх Ялавне йăтса кĕчĕç. Гимн янăраса кайрĕ.
Шкул директорĕ Г.Федорова иртнĕ вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Икĕ отличник: вĕсем – В.Федоровпа Г.Александров. Ударниксем – 37-ĕн. Галина Александровна Вовăпа Генăна уроксенче «5» паллă çеç илнĕшĕн тав туса Мухтав хучĕсем пачĕ. Геологи олимпиадинче мала тухнă Марина Терентьева та, биологи эрнинче пĕлĕвĕпе палăрнă Ваня Смирновпа Даша Герасимова та грамотăсене тивĕç пулчĕç. Вĕсене пĕтĕм шкул алă çупса саламларĕ.
Г.Федорова директорăн саламлă сăмахĕсене унăн çумĕ В.Михайлова тăсрĕ. Вăл иртнĕ вĕренÿ çулне «5» тата «4» паллăсемпе вĕçленĕ ачасене ятранах каласа тухса чыс турĕ, малашне те вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене лайăх пĕлÿпе савăнтарасса шаннине пĕлтерчĕ. Валентина Михайловна кашни класс ертÿçине хăйĕн йышлă çемйипе пурăнмашкăн «хваттер» илме директор приказ кăларса, пичет çапса, алă пусса çирĕплетнĕ «ордер» пачĕ.
Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров уяв саламĕпе пĕрле парнесем те илсе килнĕ. Вăл шкулта 35 çул ĕçлекен Зинаида Николаевна Прокопьева çумĕнче тăракан Сережа Никонорова, Артем Максимова тата Саша Герасимова пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа килнĕ ятпа саламласа, лайăх вĕренме хушса парнесем пачĕ. Кăшнаруй тĕп шкулĕн Анат Сурăмри тата Шăхальти филиалĕсенче вĕренме тытăнакан виçĕ арçын ачапа икĕ хĕрача та райадминистраци парнисене илĕç.
– Сире çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, ырлăх тата телей сунатăп, пархатарлă ĕçĕрсем ялан ăнса пыччăр, вĕренекенĕрсен пĕлÿ çÿпçи тулса тăтăр, – тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Григорий Петрович.
Çавăн пекех Пĕлÿ кунĕ ячĕпе Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Е.Шакова, районти шалти ĕçсен пайĕн кадрсен пайĕн инспекторĕ Н.Капитонова, шкулти ертсе пыракан канашăн председателĕн çумĕ Н.Терентьева, пуçламăш классене вĕрентекен З.Прокопьева саламларĕç.
Сăмах – шкул коллективĕн чи кĕçĕн членĕсене. Саша, Артем, Сережа сăвă пăхмасăр калама пĕлнипе «мухтанса» илчĕç. 7-8-мĕш классенче ăс пухакан Кристина Архипова, Саша Кириллова, Альбина Алексеева, Аня Иванова, Марина Терентьева уяв ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç. Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем иккĕмĕш килĕнчи (шкулти) шăллĕсене асăнмалăх парнесем парса савăнтарчĕç.
Акă, ачасене шкул ытамне чĕнсе, кĕмĕл саслă шăнкăрав янăраса кайрĕ. Унăн асамлă сасси пĕчĕк чунсенче çĕнĕ ĕмĕтсем, тĕллевсем çуратрĕ, çĕнĕлле шухăшлама хистерĕ. Урока савăнăçлăн йыхăракан пĕрремĕш шăнкăрава епле манăн-ха!; Вăл нумай çул иртсен те ывăна пĕлмесĕр тапакан чĕрере черченнĕн, çепĕççĕн шăнкăртатать, çутă ачалăха çавăтса каять.
Володя Ефимов çавăтса пыракан Сережа Никоноров аллинчи йĕс шăнкăрав Кăшнаруй ачисене кăçалхи вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш урокне йыхăрчĕ. Паллах чи малтан вĕсем çуллахи каникулта пухăннă самантсене класĕпех сÿтсе яврĕç.
Пĕлÿ çăл куçĕ нихăçан ан типтĕр, ун патне пыракан сукмак ялан такăр пултăр. Унтан тухакан çулсем пит нумай, тĕрĕссине çеç суйласа илме сире, хаклă ачасем, учительсем пулăшĕç. Çавăнпа та вĕсене ялан итлĕр, тăрăшса вĕренĕр, ÿссе çитсе çын пулсан вара хăвăра ăс паракансене ĕмĕр тăршшĕпех ырăпа асăнăр, вĕсем çинчен хăвăрăн ачăрсене каласа парăр.
Халĕ вара алла кĕнеке, ручка тытăр.