АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧА ПĔЛĔВĔ ВĔРЕНТЕКЕН ПĔЛĔВĔНЧЕН ТЕ КИЛЕТ

03 сентября 2008 г.

Педагогика кадрĕсене аттестаци тăвасси кадр политикин пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ пулса тăрать, уйрăмах кадрсен пахалăхĕ, профессиллĕ ăсталăхĕ тата квалификацийĕ малти вырăна тухса тăчĕ пулсан. Иртнĕ вĕренÿ çулĕччен I тата II квалификациллĕ категорисем валли аттестаци районти вĕрентÿ управленийĕнчех ирттеретчĕç. Аттестаци витĕр тухакансем хăйсен ăсталăхне, ĕç методикине район пĕлтерĕшлĕ уроксенче кăтартнă. Ку вăл аттестацин пĕрремĕш тапхăрĕ шутланнă. Иккĕмĕш тапхăрта пĕлĕвĕсене, психологири, педагогикăри, валелогири пултарулăхне экзамен евĕрлĕ кăтартнă. Паллах, хăвăн специальноçна мĕнле пĕлнине те хакланă унта.

Чăваш Ен вĕрентĕве çĕнетмелли комплекслă проекта хутшăнни тата учительсен ĕç тÿлевĕн çĕнĕ системине пурнăçа кĕртсе пыма тытăнни педагогсене тата пĕтĕмĕшле вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисене аттестацилессинче çĕнĕлĕхсем кĕртме ыйтнă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче республикăра категори илессине виçĕ тапхăрпа йĕркеленĕ. Пĕрремĕш тапхăрта предмета мĕнле пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменри пек тестсем витĕр тухнă. Иккĕмĕшĕнче компьютер технологине мĕнле алла илнине тĕрĕсленĕ. Аттестацин юлашки тапхăрĕнче педагогăн ĕç кăтартăвне хакланă.

Аттестацилес йĕрке çĕнĕлле, кăткăсрах та йывăртарах пулнин пирĕн районти учительсене шиклентермерĕ. 12 вĕрентекен аслă, 103-ĕн пĕрремĕш, 34-ăн иккĕмĕш категорисем илчĕç. Хальхи çĕнĕ вĕренÿ çулне вара темшĕн-çке категорине ÿстерме 94-ăн кăна хут çырса пачĕç. Сăлтавĕсем мĕнре-ха; Пĕрремĕшĕнчен, паллах, хăрани. Анчах та çак шикленÿ хăйне евĕрлĕ экзамена тытма пултараймастăп тенинче мар. Çын сăмаххи хăратать вĕсене. Иккĕмĕшĕнчен, хамăра хамăр хаклама, хамăр ĕçе кăтартма пĕлсех каяймастпăр. Виççĕмĕшĕнчен, педагог хăйĕн пĕлĕвне хăех чакарни.

Аттестацин пĕрремĕш тапхăрĕ, е тепĕр майлă каласан пĕрлехи патшалăх экзаменĕ, пирки темиçе сăмах. Кашни учителĕн хăйĕн предметне тата экзамен тыттармалли йĕркене лайăх пĕлмелле. Ку енĕпе нумайăшĕ пысăк опыт пухнă-çке. Çиччĕмĕш çул ĕнтĕ ачасене пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене пама хатĕрлетпĕр. Апла пулсан çак экзамен пирĕншĕн хăрушă мар, пĕлÿ те хушăнсах пырать. Мĕншĕн-ха ăна ачасем пек экзамен парса тĕрĕслесе пăхас мар; Кайран вара экзамен кăтартăвне тишкерсе «шăйрăк» вырăнсене пĕлÿ «шĕвекĕпе» якатар, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тăвар.

Иккĕмĕш тапхăр – компьютер технологине пĕлесси. Районти 72 учитель Вырăскас Пикших вăтам шкулĕ çумĕнчи методика центрĕнче тÿлевсĕр майпа компьютерпа ĕçлеме вĕренмелли курсра пулчĕ. Учительсенчен чылайăшĕ çулĕпе çамрăк мар, çавăнпа та вĕсене çĕннине алла илме çăмăл тесе калаймăн. Апла пулин те, пирĕн çине тăрсах вĕренмелле, хамăр вĕрентекен ачасенчен кая юлма юрамасть. Компьютера алла илсен Интернет пулăшăвĕсемпе усă курма хăнăхса çитĕпĕр, уроксене, класс тулашĕнчи ĕçсене интереслĕрех те усăллăрах ирттерме пуçлăпăр.Интернетпа ĕçлесе хамăр республикăри, Раççейĕн ытти регионĕсенчи ĕçтешсен опычĕпе паллашăпăр, вĕсен опычĕпе хамăр шкулта та усă курăпăр.

Виççĕмĕш тапхăр патне çитрĕмĕр. Педагогăн ĕç кăтартăвĕсем. Кунта пессимист пулмалла мар. Учительсен кунта пĕр-пĕрне кăтартмалли, каласа памалли тем чухлех. Аттестаци пилĕк çулта пĕрре пулать, çак вăхăтра вара квалификациллĕ категорине çирĕплетме тата ÿстерме методика материалĕсем, ĕç наградисем самаях пухăнаççĕ.

Тата çакна каласа хăварни те вырăнлă. Учитель аттестаци витĕр пĕрлехи патшалăх экзаменне тытнă евĕр тухни хăйĕн воспитанникĕсене экзаменсене хатĕрленĕ чухне пысăк пулăшу парать. Мĕншĕн тесен хăй тĕл пулнă йывăрлăхсене çĕнтермелли майсене ачасем патне çитерме пултарать, сĕнÿсемпе канашсем те нумайланаççĕ. Куратпăр ĕнтĕ, аттестаци хăвăршăн та, вĕренекенĕрсемшĕн те усăллă.

Категори памалли йĕркере çитменлĕхсем те пур:

– педагогшăн аттестаци – хушма тиев, комисси валли тĕрлĕ документсем хатĕрлесе ĕç вăхăчĕпе тухăçлă ĕçлессинче чăрмав кÿрет;

– категорисем хушшинчи уйрăмлăхсемшĕн тÿлесси хальлĕхе пысăках мар. Çак сăлтава пула хăш-пĕр учительсем хăйсен квалификаци категорине ÿстерессишĕн питех тăрăшмаççĕ;

– аттестацин виççĕмĕш тапхăрĕнче педагог хăйĕн ĕçĕнчи ÿсĕмĕсене ятарлă хут çине çырса пĕтĕмлетет. Учительсенчен нумайăшĕ çирĕплетнĕ критерисемпе тата кăтартусемпе килĕшсех каймаççĕ. Сăмахран, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен, олимпиадăсемпе конкурссене хутшăннин кăтартăвĕсене палăртма ыйтакан йĕркесемпе пуçламăш классене вĕрентекенсем, музыка ертÿçисем, технологсем тата ыттисем кăмăлсăр пулнине час-часах асăрхатăн. Мĕншĕн тесен вĕсем кирлĕ чухлĕ балл пухаймаççĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем памаççĕ вĕт-ха, предметсен олимпиадисем те вĕсен кашни çулах иртмеççĕ. Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Тĕп аттестаци комиссийĕ çак асăрхаттарусене шута илессе шанас килет.

Педагогсене тата вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисене çĕнĕ формăпа аттестаци витĕр кăларасси вĕрентÿре кадр политикине майĕпен лайăх улшăнусем кĕртетех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика