АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔРЛЕХИ ТĔРĔСЛЕВĔН ВИТĔМĔ ПЫСĂКРАХ

29 августа 2008 г.

РФ Ял хуçалăх министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен çĕршывĕпех «Трактор» операци-уйăхлăх иртрĕ. Патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн пуçлăхĕ Анатолий Петровпа унăн Йĕпреçри ĕçтешĕ Валерий Гаврилов, Канаш тăрăхне эрнелĕхе командировкăна килнĕскер, «Канаш ен» хаçатпа пĕрле рейд-тĕрĕслев ирттерчĕç. Тĕрĕслев тапхăрĕнче вĕсем чи малтанах тракторсен юсавлăхне, техника хатĕрĕсем патшалăх стандарчĕн шайне тивĕçтернине пăхрĕç.

Канаш – Вăтакас Кипеч автоçул енне мăян-пиçен кашласа ларакан уй тăрăх улăм тиенĕ МТЗ-82 трактор çăра тĕтĕм мăкăрлантарса талпăнать. Патшалăх тĕп инспекторĕсем ăна пăхса çаврăнчĕç те чылай çитменлĕхсем тупса палăртрĕç. Тĕслĕхрен, блокировка ĕçлемест, прицепа тормоз шлангĕпе çыхăнтарман, ун çинче фарăсем те, номер те çук. Двигатель тусанпа хупланнăран тирпейсĕр курăнать. В.Михайлов механизаторăн удостоверенийĕ те тасалăхпа палăрса тăмасть: кĕрхи çулçă пек сарăхса кайнă, унта çырнине вулама йывăр. Тракторист ăнлантарнă тăрăх, документ çумăрпа исленсе латран кайнă иккен.

Çак автоçул çинчех, Анат Вăрманял çывăхĕнче, тĕрĕслевçĕсем ЭЛ-34 погрузчика чарчĕç.Э.Данилов механизаторăн удостоверенийĕнче ку техникăпа çÿреме ирĕк паракан категори çукки паллă пулчĕ. Апла пулин те, транспорт хатĕрĕ самаях инçе çула тухнă, çакă вара хăрушсăрлăх техникин правилисене сĕмсĕррĕн пăсни пулать.

Виçпÿрт ялĕ патĕнче Канашри ДПУ строителĕсем асфальтлă çул сараççĕ. Тĕрлĕ техника кал-кал ĕçлет кунта. Техасăрхав инспекторĕсем вĕсене тĕрĕслесе тухрĕç те, тĕпрен илсен, пурте юсавлине палăртрĕç. Анчах кăмăла хуçакан кăлтăксем те тупăнчĕç. Акă, экскаваторпа ĕçлекен А.Михайловăн удостоверенийĕ срокран тухнă, ăна çийĕнчех улăштармалла. Сăмах май асăнса хăварар: çĕнĕ удостоверени илме 160 тенкĕ тÿлемелле, механизаторсенчен нумайăшĕ çакна пĕлмеççĕ иккен. В.Михайловăн тракторĕ çинче блокировка ĕçлемест, çакă вара инкек-синкек патне илсе çитерме пултарать.

Рейд кунĕнче техинспекторсем вунă ытла трактора чарса тĕрĕслерĕç, кашнине тĕплĕн пăхса çаврăнчĕç. Ытларахăшĕн пĕрешкел кăлтăк-çитменлĕх пулни палăрчĕ: тĕлĕнмелле пулин те, техсăнав витĕр тухман, механизаторсем блокировка юсавлăхне тивĕçлĕ вырăна хумаççĕ, вĕсем тракторист удостоверенийĕсĕрех çула тухма шикленмен. Куçкĕрет йĕркене пăсни-çке çакă, çитменнине уйăхлăх вăхăтĕнче. Тĕрĕслевçĕсем кашни тĕслĕх пиркиех протокол çырчĕç.

Киров ячĕллĕ кооперативри инженери служби вара чăннипех ырă сăмаха тивĕç. Çак хуçалăхра мĕн пур трактор юсавлă, кашниех çуллен иртекен техника тĕрĕслевĕнче пулса ĕçе хутшăнма ирĕк илнĕ. Тракторсем кăна мар, тырă выракан комбайнсем те кунта техтĕрĕслев витĕр тухаççĕ, вĕсен пурин те патшалăх регистрацийĕн номерĕ пур. Халĕ техника хатĕрĕсене тыр-пул пухса кĕртме тата выльăх апачĕсем хатĕрлеме анлăн явăçтарнă.

Тĕп инспекторсем пĕлтернĕ тăрăх, техника тĕрĕслевĕн тата патшалăх регистрацийĕн графикĕсене ытларах чухне частниксем пăхăнмаççĕ-мĕн. Çавăнпа Патшалăх техасăрхавĕн районти инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров «Трактор» уйăхлăх вăхăтĕнче уйрăм çынсен тракторĕсемпе ытти транспорт хатĕрĕсен юсавлăхне тĕрĕслессине тĕп вырăна хучĕ. Инспекцире вăл пĕчченех ĕçлет, штатра ăна пулăшакан сотрудник çук. Çак лару-тăрура, паллă ĕнтĕ, темĕнле тăрăшса-хыпăнса ĕçлесен те районта çумăр хыççăн шăтса тулнă кăмпасем евĕр йышлă кашни трактор патне çитеймĕ вăл. Ырă йăлапа яваплă уйăхлăх тапхăрĕнче ăна çак йывăрлăхран тухма Йĕпреçри ĕçтешĕ В.Гаврилов пулăшать. Пĕрремĕш çул мар çапла килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем, пĕрлехи тĕрĕслевсем йĕркелеççĕ. Маларах А.Петров Йĕпреç тăрăхĕнче рейдсене хутшăннăччĕ. Пĕрлехи тĕрĕслевсем вара иккĕшне те пысăк усă кÿреççĕ.

– «Трактор» уйăхлăх пĕтĕмлетĕвĕсене депутатсен районти Пухăвĕнче тата ял тăрăхĕсен канашлăвĕсенче тĕплĕн пăхса тухăпăр, – тет А.Петров тĕп инспектор. – Пурнăç çирĕплетнĕ тăрăх, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пирĕн службăшăн уйрăмах усăллă. Малашне те çав çул-йĕре çирĕппĕн тытса пырăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика