29 августа 2008 г.
Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Канашри Культура керменĕнче районти педагогсен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи конференцине ирттерчĕç. Тепĕр пилĕк кунтан зал каллех учительсемпе тулчĕ. Хальхинче Канаш, Тăвай, Вăрнар районĕсен тата Канаш хулин чи лайăх педагогĕсем пухăнчĕç.
Тĕп вĕрентÿ округĕн вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен конференцийĕ пуçланас умĕн педагогика ĕçченĕсем Канашри 2-мĕш,16-мĕш тата 22-мĕш профучилищĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан, кунта мĕнле специалистсем хатĕрленине сăнлакан стендсемпе паллашрĕç, Вăрнарти 29-мĕш училище, Канашри 6-мĕш, Тăвайри тата Йĕпреçри вăтам шкулсен пурнăçне мультимедиллĕ проектор кăтартăвĕ тăрăх пĕлчĕç. Канашри ачасен илемлĕх шкулĕнче вĕренекенсен ĕçĕсен куравĕ пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ.
Конференци ĕçне Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова ертсе пычĕ. Канаш хула пуçлăхĕ В.Полукарова районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен ячĕпе сăмах каларĕ. Валентина Ивановна çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, ăнăçу, ырлăх-сывлăх, ачасен юратăвне, конференцие хутшăнакансене тухăçлă ĕçлеме сунчĕ. Светлана Владимировна «Чăваш Республикинче 2040 çулчченхи вĕрентÿ аталанăвĕн стратегине пурнăçа кĕртесси мĕнле пулса пыни çинчен» темăпа доклад туса пачĕ. Шкула кайма ачана садикра хатĕрлеме тытăнмалла. Çавăнпа та шкул умĕнхи вĕрентÿ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Анчах та кунта хăйне евĕрлĕ йывăрлăхсем пур. Вĕсенчен чи пысăкки – кадрсем çителĕксĕрри. Уйрăмах логопедсем, психологсем, дефектологсем çитмеççĕ. Ача сачĕсен заведующийĕсем хушшинче аслă пĕлÿ илменнисем пур-ха. Педагогикăн аслă вĕренÿ заведенийĕсен дипломĕсене илнĕ воспитательсем те нумаях мар. Шалăвĕ вĕрентÿ системинче чи пĕчĕкки – вăтамран 5 пин тенкĕ. Вĕсен аллинче вара пирĕн ачасен шăпи. Ача сачĕсен библиотекăсемпе, çемье воспитанийĕн центрĕпе тата ытти ача-пăча организацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче вырăн çитменнине пула воспитатель ĕçне асаннесемпе кукамайсем е ашшĕ-амăшĕсем тума тăрăшаççĕ. Чылай чухне çакă пуçламăш классене вĕрентекенсене ĕçре чăрмавсем кăларса тăратать. Хăш-пĕр чухне шкул пурнăçне, вĕренĕве хатĕр мар арçын ачасемпе, хĕрачасемпе уйрăммăн та ĕçлеме тивет.
Шкулсенче майĕпен профильлĕ вĕрентÿ çине куçас процесс аталанать. Юлашки вăхăтра техника вĕрентĕвĕ кирлĕ пек пулса пыманни сисĕнет. Вăтам шкултан вĕренсе тухнисенчен нумайăшĕ гуманитари пĕлĕвĕ илессишĕн тăрăшать. Юлашки вăхăтра çĕршывра промышленность çирĕппĕн аталанма пуçларĕ. Апла пулсан предприятисене инженерсем, технологсем ытларах та ытларах кирлĕ. Техника институчĕсене вĕренме кĕме хатĕрлесси – физика, хими учителĕсен тивĕçĕ. Вĕсем вара, уйрăмах пултаруллисем, пирĕн шкулсенче çителĕклĕ теме çук.
Хушма пĕлÿ ачасен тавра курăмне анлăлатать, суйласа илнĕ профессие тата та хытăрах юраттарать. Пĕлни, пултарни яланах кирлĕ пулать, уйрăмах хальхи çăмăлах мар кăткăс пурнăçра. Спорт, ÿнер, музыка шкулĕсем, ал ĕç кружокĕсем вăйланса, нумайланса пыни, паллах, аван. Çав хушăрах çамрăк техниксен станцийĕсен, техника кружокĕсен хисепĕ чакса пыни самаях шутлаттарать, пăшăрхантарать. Тĕрлĕ хатĕрсем туянма укçи-тенки çитменни те йывăрлăхсем кăларса тăратать, ахăртнех. Техника кружокĕсем вара арçын ачасен вĕренес туйăмне вăратаççĕ, ÿстереççĕ, техникăпа туслашма пулăшаççĕ.
Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене ырлакансем те, хурлакансем те пур. Тестсем пирки те лайăххине те, начаррине те илтме пулать. Çапах та вĕсен лайăх енĕ нумайрах. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, республика тулашĕнчи тĕрлĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекенсен йышĕ 2,5 пине çитрĕ.
Вĕренекенсен шучĕ çитменнипе шкулсем хупăнни темиçе те пулнă. Пысăк шкулсенчи вĕрентÿ пахалăхĕ пĕчĕккисенчен чылай пысăк. Уйрăмах вĕсенчи аслă классене вĕренме çÿрени лайăх пĕлÿ парать. Çакна çак шкулсенчен вĕренсе тухнисен пысăк пайĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем пулса тăни лайăх çирĕплетсе парать.
Министр çумĕ çавăн пекех чăваш чĕлхине вĕрентессине малалла та лайăхлатса пымалли пирки те сăмах хускатрĕ. Хăш-пĕр районсенче пуçламăш классенче уроксене вырăсла ирттерме тăрăшаççĕ. Ку – ырă мар пулăм. Унран хăвăртрах хăпмалла. Юлашки вăхăтра чăвашла электронлă кĕнекесем «çуралма» тытăнни – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемшĕн хаклă парне евĕрех.
Светлана Владимировна вĕрентÿпе, çамрăк ăрăва воспитани парассипе çыхăннă ытти ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ.
Тăвай район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн тĕп специалисчĕ Л.Михайлова «Ĕç тÿлевĕн çĕнĕ системине куçасси тата ачасен шучĕ тăрăх укçа парса тăрассине ĕçе кĕртесси» темăпа тухса калаçрĕ. Унăн лайăх енĕсене те, çитменлĕхĕсене те палăртрĕ вăл. Учительсене çĕнĕлле ĕç укçи тÿлес енĕпе Тăвай районĕнче пухăннă опытпа паллаштарчĕ. Вăрнар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Е.Григорьева пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисем Вăрнар районĕнче мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕ.
Уçырма вăтам шкулĕнче биологи тата хими вĕрентекен М.Михайлова «Педагогика кадрĕсене аттестаци тумалли çĕнĕ форма» темăпа тухса калаçни залра ларакансене çеç мар, министр çумне те килĕшрĕ. Марианна Константиновна чылай тавлашуллă вырăнсене кăтартса пачĕ. Светлана Владимировна вĕсене ĕç тетрачĕ çине çырсах хучĕ, пăхса тухса тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвасси çинчен пĕлтерчĕ. Канаш хулин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ М.Дрожжина вĕрентÿ пахалăхне хакламалли системăна пурнăçа кĕртмелли майсем çинчен калаçрĕ. Йĕпреç поселокĕнчи 1-мĕш вăтам шкул директорĕ В.Романов «Ресурссен центрĕнче вĕрентĕве патшалăх тата общество енчен ертсе пырасси» темăна вырăнти тĕслĕхсемпе çутатса пачĕ. Вăрнар поселокĕнчи Ачасен пултарулăх çуртĕнчи хушма вĕрентĕвĕн педагогĕ Е.Шарипова хушма вĕрентĕвĕн системине аталантармалли ыйтусене хускатрĕ. Çакна вăл Ачасен пултарулăх çурчĕн кружокĕсене çÿрекенсем тавра пĕлÿ музейĕпе çыхăнса ĕçленине уçăмлăн ăнлантарса пачĕ. Ачасем вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулаççĕ. Тĕл пулу саманчĕсене фотоаппаратпа ÿкерсе илсе район историйĕн страницисене кĕртеççĕ. Кăçал Афганистан вăрçине, вĕри точкăсене хутшăннă ентешĕсемпе тĕл пулассине йĕркелеме палăртнă.
Канаш хула пуçлăхĕ В.Полукарова конференци ĕçне хутшăнакансене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн саламлă телеграммине вуласа пачĕ.
Федераллă налук службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçин çумĕ Т.Шиманова налук инспекцийĕсенче аслă классенче вĕренекенсемпе экономика урокĕсем, Уçă алăксен кунне ирттернин усси пысăк пулнине каласа пачĕ. Çавăн пекех Татьяна Вячеславовна шкул ачисем хушшинче ирттернĕ «Налук инспекторĕ пулас килет, мĕншĕн тесен...» темăллă сочиненисен конкурсне пĕтĕмлетрĕ. Кунта вăл çакна та асăрхаттарса хăварчĕ: ачасенчен чылайăшĕ хăйсен хайлавĕсене Интернетпа усă курса çыраççĕ, тĕрĕсрех каласан унта налук çинчен мĕн çырнине шурă хут çине куçараççĕ. Чылай чухне саккунсен ячĕсем улшăннине те тимлемеççĕ. Ача хăйĕн шухăшне аталантарма, анлăлатма пултартăр. Çапла тума вĕрентесси чи малтан учительтен килет.
Педагогсем умĕнче çавăн пекех Пенси фондчĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ О.Петрова сăмах илчĕ. Вăл пенси пухăнса пырассинчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.
Мĕн калассине каласа пĕтерсен савăнăçлă пай пуçланчĕ. Унăн вăхăчĕ пит кĕске, наградăна тивĕç пулнисемшĕн вара вăл нихăçан та асран тухмĕ. «Ватлăхра, уйрăмах çемье архивне пăхнă чухне, кашни грамотăна, диплома, хастар ĕç паллине тытсан ĕçленĕ çулсенчи хаваслă, ĕмĕр манăçми самантсем куç умне тухса тăраççĕ», – тенине ветерансенчен час-часах илтме пулать.
Министр çумĕ С.Петрова ĕçре палăрнă педагогсене Чăваш Республикин патшалăх наградисене, Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене пачĕ. Çак чыса Шăхасан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Тарасова та тивĕçрĕ. Инновациллĕ вĕрентÿ программине пурнăçа кĕртекен вĕрентÿ учрежденийĕсен конкурсĕнче çĕнтернисем хушшинче пирĕн районтан та пур. Вĕсем – Шăхасан тата Янкăлч вăтам шкулĕсем. Çак шкулсене тата Канаш хулинчи 7-мĕш вăтам шкула Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ тата наука министрĕ А.Фурсенко алă пусса çирĕплетнĕ Дипломсене Светлана Владимировна пачĕ.
Сцена çине чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕн корреспонденчĕ Л.Васильева тухрĕ. Вăл та Канаша пушă алăпа килмен иккен. Пирĕн районти Ухман тата Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх вăтам шкулĕсене велосипед парнелерĕ. Асăннă шкулсем çак хисепе «Тантăшпа» туслă пулнипе, ăна çырăнтарас ĕçе активлă хутшăннипе çĕнсе илнĕ.
Конференци Тĕп вĕрентÿ округĕнчи пултарулăх коллективĕсен концерчĕпе вĕçленчĕ. Хăнасене уйрăмах Канаш юрăçисем Е.Бурлаковапа А.Никоноров шăрантарнă юрăсем тата ачасен «Корона» ансамблĕ ташланă ташăсем килĕшрĕç.