АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИРĔПЛЕТРĔÇ, УЛШĂНУСЕМ КĔРТРĔÇ

27 августа 2008 г.

Депутатсем хăйсен черетлĕ XXYIII ларăвĕнче çичĕ ыйту пăхса тухрĕç. Ларăва район пуçлăхĕ-депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та хутшăнчĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа, район депутачĕсен Пухăвĕн «Канаш районĕн 2008 çулхи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси пирки район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков тухса калаçрĕ. Ку ыйтупа тивĕçлĕ йышăну турĕç. Йышăну ăна официаллă йĕркепе пичетленĕ хыççăн вăя кĕрĕ. Малалла депутатсем районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна 2008-2010 çулсенче тата 2012 çулччен аталанма пулăшмалли программăна çирĕплетрĕç. Унпа экономика пайĕн пуçлăхĕ В.Александрова паллаштарчĕ. Программăн тĕллевĕ инфратытăм ĕçлевĕн тата пĕчĕк тата вăтам предпринимательство механизмĕсен эффективлăхне ÿстересси пулса тăрать. Районта ĕçлекенсен условийĕсене, ĕç сыхлавне тата сывлăхне 2008-2010 çулсенче лайăхлатмалли тĕллевлĕ программăна депутатсем патне районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова çитерчĕ. Пуху çак программăна çирĕплетрĕ.

Районти тĕп больница врачĕ Р.Федорова тÿлевлĕ медицина пулăшăвĕн прейскурантне вуласа пачĕ, унпа çыхăннă ыйтусене хуравларĕ. Сÿтсе явнă хыççăн прейскуранта пĕр саслăн пулса çирĕплетрĕç. Ăна пурнăçа мĕнле кĕртсе пынине тĕрĕслесе тăма ревизи комиссине хушрĕç.

Депутатсем районăн официаллă символĕсене, Гербпа Ялавне, çирĕплетес терĕç. Вĕсен авторĕсем – Юрипе Сергей Ювенальев художниксем. Тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Патшалăхăн геральдика канашне яма йышăну турĕç. «Канаш районĕнче 2005-2009 çулсенче наркотиксемпе йĕркесĕр усă курассине тата вĕсене саккунсăр çаврăнăша кĕртессине хирĕç кĕрешесси» тĕллевлĕ программăна улшăнусем кĕртрĕç. Йышăнăва пĕр кăмăллă пулса çирĕплетрĕç.

Физкультурăпа спорта аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн, вĕрентÿпе тренировка тата воспитани ĕçĕнче нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн «Космонавт» ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерĕн физкультура инструкторне В.Долгова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине пама ыйтса çырнине вăя кĕртме йышăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика