АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИВАНОВСЕНЕ САЛАМЛАРĔÇ

27 августа 2008 г.

Çеçпĕл тăрăхĕнче ĕçпе ырă ят çĕнсе илнисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Ивановсен çемйи. Николай Ивановичпа Валентина Сергеевна мĕн ватăличченех Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ колхозра вăй хунă. Ултă ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Хисеплĕ ватăсен 11 мăнук тата икĕ кĕçĕн мăнук.

Шăматкун каçхине Ивановсем патне хăна-вĕрле пуçтарăнчĕ. Çапла тума сăлтавĕ те пур: Валентина Сергеевна 70 çул тултарчĕ тата пĕрлешнĕренпе 50 çул çитрĕ. Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова вĕсене ылтăн туй ячĕпе çĕр çинчи чи ăшă сăмахсемпе саламларĕ, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх сунса хаклă парне пачĕ. Ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, ял çыннисем, пĕлĕшĕсем нумай ырă сăмах каларĕç Николай Ивановичпа Валентина Сергеевна ячĕпе. Паллах, кирек камшăн та хăй пăхса çитĕнтернĕ, ăс панă ачисем тав туни темрен те хаклă, чĕрене çутă шевлеллĕ савăнăç кÿрет. Хăш чухне куççульне те кăларттарать: хурлантарса мар, савăнтарса. Ивановсемпе те çапла пулчĕ.

"Шĕкĕр" фольклор ансамблĕ "ылтăн" мăшăрсене илемлĕ чăваш юррисем шăрантарса саламларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика