27 августа 2008 г.
Тĕнчери пысăк ăмăртусенчен пĕринчен те чăваш спортсменĕсем нихăçан та медальсĕр таврăнман. Çак сăмахсене Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль хĕрĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, маутинбайк енĕпе Тĕнче чемпионачĕн тата Тĕнче кубокĕн çĕнтерÿçи Ирина Калентьева лайăх тăнласа юлнă пулас. Тен, хальхинче те ăнăçу хăйĕнчен тармасса чунĕпе шанса тăнă. Маунтинбайк енĕпе кросс-кантри дисциплининче Ирина бронза медаль çĕнсе илнĕ. Ку таранччен Олимпиадăсенче çак спорт тĕсĕнче пирĕн çĕршыв спортсменĕсем пĕр медале те тивĕçмен. Çавăнпа та вăл ылтăнран та хаклă. Апла пулсан Калентьеван çитĕнĕвĕ Раççейшĕн пысăк ăнăçу пулса тăнă. Лаошман юхан шывĕ хĕрринче унпа пĕрле Муркаш районĕнчи Çĕнĕ Шулхан ялĕнче çуралса ÿснĕ Вера Андреева та ăмăртнă. Çамрăк велосипедистка финиша 23-мĕш çитнĕ. Чăваш спортсменĕсенчен Ирина Калентьева çеç тăван халăха çитĕнÿпе савăнтарма пултарчĕ. Шел, ыттисене пьедестал çине хăпарма шăпи пÿрмерĕ пуль çав.
Мордва спортсменĕсем каллех çитĕнÿ тунă. Хăвăрт утакансен ăмăртăвĕнче Денис Нижегородов (50 километр) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Шупашкарта иртнĕ XXIII тĕнче кубокĕнче çак дистанцире вăл çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ. Денис Пекинри «бронзăпа» кăмăллах мар иккен. Тăватă çул каялла Афинăри Олимпиадăра вăл «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ, халĕ вара ылтăншăн кĕрешнĕ, анчах...
Кÿршĕ республика спортсменĕсен виçĕ медаль, вĕсенчен иккĕшĕ – ылтăн. Спортăн çак енĕ Мордови Республикинче анлă сарăлнă. Кашни районтах, хуларах, ялтах унăн тусĕсем хушăнсах пыраççĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев хăвăрт утассине чăваш шкулĕсенче физкультура урокĕсен программине кĕртес ыйтăва хускатнă. Ăна лайăх енчен татса парас шанăç пур.
Вырсарникун Пекинра çуллахи XXIX Олимпиада савăнăçлă лару-тăрура хупăнчĕ. Раççей командин пухмачĕнче 72 медаль. Вĕсенчен 23-шĕ – ылтăн, 21-шĕ – кĕмĕл, 28-шĕ – бронза. Ку – виççĕмĕш кăтарту. Пĕрремĕш вырăнта – Китай (51Ç21Ç28), иккĕмĕшĕнче – Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсем (36Ç38Ç36). Аслă Британин 19 «ылтăн», Германин – 16, Австралин – 14, Кăнтăр Корейăн – 13.
Ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Раççей спортсменĕсем:
Андрей Тищенко, боксер;
Рахим Чахкиев, боксер;
Валерий Борчин, хăвăрт утакан;
Ольга Каниськина, хăвăрт утакан;
Елена Исинбаева, шăчăпа сикекен;
Анастасия Давыдовапа Анастасия Ермакова, синхронлă ишевçĕсем;
Андрей Моисеев, пилĕк енлĕн кĕрешекен;
Андрей Сильнов, çÿллĕшне сикекен;
Евгения Канаева, художествăлла гимнастика;
Бувайсар Сайтиев, ирĕклĕ майпа кĕрешекен;
Ширвани Мурадов, ирĕклĕ майпа кĕрешекен;
Мавлет Батиров, ирĕклĕ майпа кĕрешекен;
Исламбек Альбиев, грекла-римла кĕрешекен;
Асланбек Хуштов, грекла-римла кĕрешекен;
Назир Манкиев, грекла-римла кĕрешекен;
Елена Дементьева, теннисистка;
Лариса Ильченко, уçă шывра ишекен;
Максим Опалев,пĕччен каноэпа ишекен;
Гульнара Галкина-Самитова, 3000 метра чăрмавсене çĕнтерсе чупакан;
Евгения Полякова, Александра Федоирова, Юлия Гущина, Юлия Чермошанская, 4х100 метр эстафетăна чупса;
ушкăнпа художествăлла гимнастикăн упражненийĕсене тăвакансем;
ушкăнпа синхронлă ишевĕн упражненийĕсене тăвакансем;
рапиристкăсен команди.
Пекин Олимп эстафетине Лондона пачĕ. Унта та пирĕн спортсменсем Раççей халăхне çĕнтерÿсемпе савăнтарасса шансах тăратпăр.