27 августа 2008 г.
Иртнĕ эрнекун Канаш хулинчи Культура керменĕн Пысăк залне районти педагогсем кашни вĕренÿ çулĕ умĕнхи конференцине пухăнчĕç. Яланхи пекех вĕсене районти пултарулăх фестивалĕсенче çĕнтернĕ шкул артисчĕсем илемлĕ юрăпа кĕтсе илчĕç. Сехете яхăн тăсăлчĕ вĕсен савăнăçлă концерчĕ.
Конференцине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ В.Степанов уçрĕ. Вăл çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламларĕ, конференцин кун йĕркипе паллаштарчĕ, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхне Ю.Алексеева сăмах пачĕ. Юрий Серафимович «Вĕрентĕвĕн экономикăри инновациллĕ аталанăвĕн задачисене татса пама палăртнă тĕллевĕн ку чухнехи тĕслĕхĕ» темăпа доклад туса пачĕ. Çак доклада эпир хамăр хаçатăн çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче тухнă номерĕнче пичетленĕччĕ. Çавăнпа та ун çинче чарăнса тăмăпăр.
Чи лайăх учительсен конкурсне кăçал хутшăнма районтан 18 учитель кăмăл тунă. Çĕнтерÿçĕсен ретне тăма Çĕнĕ Ачча тĕп шкулĕнчи сăнарлă искусствăсен технологине тата ритмика гимнастикине вĕрентекен Е.Васильева тивĕç пулчĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 100 пин премине çĕнсе илчĕ. Елена Корниловна пысăк зала пухăннă ĕçтешĕсене çак конкурса епле хатĕрленни, ритмика гимнастики шкул пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни çинчен каласа пачĕ. Опыт тата хăнăху грант илме пулăшни куç кĕрет.
Шăхасан вăтам шкулĕнче ĕç укçине çĕнĕ системăпа тÿлеççĕ. Çакă педагогика ĕçĕ çине çĕнĕлле витĕм кÿнипе В.Федоров директор паллаштарчĕ. Уçырма вăтам шкулĕн учителĕ М.Михайлова педагогсене аттестаци витĕр кăлармалли çĕнĕ форма çинче чарăнса тăчĕ. Раççей потребнадзорĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен территори управленийĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ Н.Липатов çапла каларĕ: «Вĕрентÿре çитĕнÿсем тăвас тесен ачасене вĕренме тивĕçлĕ условисем туса памалла. Хăш-пĕр шкулсенче гигиена правилисене пăхăнмаççĕ. Шывпа тивĕçтересси те кирлĕ пек мар. Чылай çĕрте физикăпа хими кабинечĕсене шыв пымасть, умывальниксем вырнаçтарман. Хăш-пĕр шкулсенчи столовăйсенче санитари нормисене пăхăнни сисĕнсех каймасть. Ачасен сывлăхĕ малти планра пулмалла. Паллах, кăмăла пăсакан япаласем çинчен савăнăçлă лару-тăрура калаçни килĕшÿллех мар, анчах та мĕн тăвас тетĕн – пурнăçăн хăйĕн йĕрки, чылай чухне вăл уява та уяса тăмасть».
Район больницин тĕп врачĕн Р.Федорован сăмахĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсен сывлăхĕ пирки пулчĕ. Халăх сывлăхне упрас тĕлĕшпе диспансерсем туса ирттернĕ хушма ĕçсене районти педагогсен 35 проценчĕ хутшăннă. Пач сыввисем – 31 çын. Юн çаврăнăшĕпе, пусăмĕпе, сахăр диабечĕпе чирлисен хисепĕ чакни палăрмасть. Ачасен сывлăхĕ пирки те лару-тăру йĕркеллех теме çук-ха. Çурăм шăмми кукăрăлнă, куçсен витĕмлĕхĕ начар, янах ай шыççи, сахăр диабечĕ, хускану аппарачĕсем хавшак тата ытти те. Пулас ăру сывлăх енчен çирĕп пуласси çитĕннисенчен нумай килет. Шкул çулĕсенче физкультурăпа спорта юратма вĕрентмелле, вĕри те тутлăхлă апат çитерессине кирлĕ пек йĕркелемелле. Вĕренекенсен, çавăн пекех вĕрентекенсен сывлăхне те час-час тĕрĕслесе тăмалла, чире малтанхи тапхăрĕнчех çĕнтермелле.
Тухса калаçнисен шухăшĕсене районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев пĕтĕмлетрĕ, çырса, сăмахпа панă ыйтусене хуравларĕ.
Конференцин евĕклĕ пайĕ пуçланчĕ. Владимир Николаевичпа Юрий Серафимович ырă ĕçе пуçăнчĕç. Вĕсем В.Анатольева (Вăтакас Кипеч шкулĕ), Г.Иванована (Карăклă), Ю.Кириллова (Çеçпĕл), М.Михайлована (Уçырма) Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин, Н.Дюкинана (Вырăскас Пикших), З.Ивановапа И.Смолована (Çĕнĕ Ачча), В.Кузнецова (Шăхасанти ачасен искусство шкулĕ), Т.Кузнецована (Уçырма), В.Миронова (Шуркасси), Е.Стекольщикована (Шаккăл), Л.Филиппована (Шăхасан), Е.Яковлевана (Çĕнĕ Чалкасси), С.Николаевана (Шăхасанти «Искорка» ача сачĕ) район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа шкул ачисем хушшинче ирттернĕ спартакиадăра малти вырăнсене йышăннă Чакаç тата Хучел, Энтрияль тата Аслă Мами, Шăхасан тата Вăрăмпуç шкулĕсене дипломсем тата спорт хатĕрĕсем парса хавхалантарчĕç.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ Е.Васильевана (Çĕнĕ Ачча), Шăхасанти вăтам шкулĕн учителĕсене Л.Тарасовапа Л.Филиппована воспитанникĕсене республика олимпиадисене лайăх хатĕрленĕшĕн, «Класс ертÿçисенчен чи лайăххи» республика конкурсĕн «25 çултан иртмен çамрăк специалист» номинацире çĕнтернĕ Л.Филиппована (Катек шкулĕ) преми парса хавхалантарчĕç. Вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова районти конкурсра малти вырăнсене çĕнсе илнĕ класс ертÿçисене вĕрентÿ управленийĕн Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕ. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентекен Л.Тихонова вĕрентÿ ĕçченĕсен Пĕтĕм Раççейри «Ку чухнехи урок» конкурса хутшăнса пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Çак пысăк наградăна Людмила Александровнана конференцинче пачĕç, ĕçтешĕсем хыттăн алă çупса саламларĕç ăна.
Пурнăçпа пĕрле ачасем те улшăнаççĕ, учительсем вара вĕсен асĕнче яланлăхах çамрăк пулса юлаççĕ.
Конференци вĕçĕнче район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхне Ю.Алексеева юбилей ячĕпе саламларĕç, нумай пурăнма çирĕп сывлăх, çăл куç пек тапакан вăй-хал, иксĕлми телей, ĕçре ăнăçу сунчĕç. Вĕсен çумне эпир те, канаш енçĕсем, хушăнатпăр.