22 августа 2008 г.
Кăçалхи сакăр уйăхра районта 43 пушар пулнă. 1223, 3 пин тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ. Вут-çулăмра 8 çын пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен иккĕшĕ – ачасем. Тăваттăн пиçсе кайнă. Пушарсем ытларах вут-кăварпа асăрхануллă пулманнипе, электрохатĕрсене кирлĕ пек вырнаçтарманнипе тата вĕсемпе тĕрĕс усă курманнипе, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманнипе, ача-пăча ашкăнăвĕпе пулнă. Виçĕ хутчен вут тĕртнĕ.
Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан пушарсен шучĕ Шăхасан (тăватă хутчен пулнă), Сухайкасси (3), Çеçпĕл (3), Ямаш (2), Çĕнĕ Чалкасси (4), Вăтакас Кипеч (5) ял тăрăхĕсенче ÿснĕ. Атнаш, Янкăлч, Ухман ял тăрăхĕсенче пĕлтĕрхи 8 уйăхри пекех пĕрер пушар тухнă. Чакаç, Çĕнĕ Чалкасси, Карăклă, Асхва, Кăшнаруй ял тăрăхĕсен территорисенчи ялсенче вут-çулăм çынсене пурнăçран вăхăтсăр илсе кайнă.
Утă уйăхĕнче пĕр хутчен вут-çулăм алхаснă. Малтикас ялĕнче пурăнмалли çурт, пăлтăр, веранда, кил-çуртри пурлăх çунса кайнă, çуллахи пĕчĕк çурт, хуралтăсем сиенленнĕ. Инкек сăлтавĕ – электрохатĕрсене вырнаçтармалли йĕркесене пăхăнманни. Иртнĕ уйăхра районта экономика, вĕренÿ объекчĕсене тата пурăнмалли çуртсене тĕрĕсленĕ. Çав тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем тăрăх, актсем çырнă, çитменлĕхсене пĕтермеллине кăтартнă, должноçри 25 çынна, 4 гражданина, саккунлă 3 хуçана административлă явап тыттарнă. Виçĕ протокола ĕçе административлă майпа чарса лартма ыйтса суда тăратнă.
Пушар хăрушсăрлăхне тĕпе хурса вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлемелле, вĕсен ертÿçисемпе пушарпа техника минимумĕн программипе килĕшÿллĕн вĕренÿ ирттермелле.