АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРМАНТА ТА САККУНА ПĂХĂН

22 августа 2008 г.

Раççей Федерацийĕн Вăрман Кодексĕн 81-мĕш статйипе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин территоринче 17 вăрман хуçалăхĕ вырăнне 13 лесничечство туса хунă. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ «Канаш лесничестви» патшалăх учрежденийĕ Канаш, Тăвай районĕсен тата ялсен пулнă вăрман хуçалăхĕсене пĕрлештерет. Лесничествăра Канаш, Шăхран, Сиккасси, Тăвай участокĕсен лесничествисене тунă. Лесниксем вырăнне вăрмана сыхлакан инспекторсем ĕçлеççĕ.

Çĕнĕрен йĕркеленĕ хыççăн инспекторсем вăрмансене сыхлас тата хÿтĕлес, вăрман фондне хатĕрлес тата вăрманпа çыхăннă ĕçсене йышăнас енĕпе ĕçлеççĕ. Кашни инспектора 200 гектара яхăн вăрман тивет. Канаш районĕнче ялсем нумай, çавăнпа та çакă вăрмана сыхлассинче тата вăрман йĕркине пăснине вăхăтра тупса палăртассинче хăйне евĕрлĕ йывăрлăхсем кăларса тăратать. Кăçалхи июнь уйăхĕнче Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле Чăваш Ен территоринче вăрман çинчен кăларнă саккунсене пăснине тупса палăртас енĕпе тумалли мероприятисен планне хатĕрленĕ.

Çак плана пурнăçлас тĕллевпе эпир районти шалти ĕçсен пайĕпе пĕрле рейдсем ирттеретпĕр. Иртнĕ эрнере икĕ хутчен района тухрăмăр. Çĕнĕ Туçа арçынни никамран ыйтмасăр-тумасăр 2, 44 кубла метр хыр касса килне турттарса кайнă. Çапла майпа вăл лесничествăна 31215 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Материала район милицине панă. Следстви пырать. Утă уйăхĕнче Шупашкарта пурăнакан арçын Калиновка çывăхĕнчи вăрманта хăй тĕллĕн 12 хыра тĕпрен касса янă, пĕтĕмпе 4, 5 кубла метр. Сиенĕ – 57568 тенкĕлĕх.

Кăçалтан Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 260-мĕш статйине (вăрман законодательствине пăснăшăн, уголовнăй йĕркепе айăпламалли паллăсем пулсан) улшăнусем кĕртнĕ. Сиенĕ 5000 тенкĕрен иртет пулсан саккуна пăсса йывăç каснăшăн уголовнăй ĕç пуçарма пултараççĕ. Çак статьяра кăтартнă тăрăх, вăрманти йывăç-курăксене е вăрманти ÿсен-тăран шутне кĕртмен йывăçсене, тĕмĕсене тата явăнса çитĕнекен ÿсен-тăрансене Раççей Федерацийĕн Правительствин таксипе килĕшÿллĕн 5 пин тенкĕрен ытларах сиен кÿни чылай пысăк виçе шутланать, чи пысăк виçе – 50 пин тенкĕ, уйрăмах пысăк виçе – 150 пин тенкĕ.

Саккуна пăсса каснă пĕр кубла метр хурăншăн 64 тенкĕ те 38 пус тÿлеттереççĕ, хÿтлĕх вăрманта çак виçе 100 хут ÿсет: 6438 тенкĕ. Ăвăсшăн – 1283 тенкĕ (пĕр кубла метрĕ).

Çакăнтан питĕ ăслă пĕтĕмлетÿ тума пулать: пĕтĕмпех саккунлă тумалла, ун пек чухне вăрмантан йывăç тиесе тухнăшăн никам та нимĕн те каламĕ, чунра та лăпкă пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика