АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАÇАЛĂКСЕМ КАТĂЛСА ПЫРАÇÇĔ

22 августа 2008 г.

Юнкун районта кашни уйăхра иртекен пĕрлехи информаци кунĕ «Чăваш Республикин пĕрремĕш çур çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕн, республика бюджетне тултарассин кăтартăвĕсем; вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси; вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен обществăлла инфратытăм объекчĕсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлес енĕпе тăвакан ĕçĕсем» темăпа иртрĕ. Республикăн пирĕн тăрăха килнĕ ушкăнне «Республикăри капиталлă строительство управленийĕ» патшалăх унитарлă предприятин директорĕ Э.Аблякимов ертсе пычĕ. Ушкăнра – Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, шалти ĕçсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.Яковлев, республика патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов.

Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Э.Александров Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн Атнашри механизациленĕ йĕтемĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсене кунта кооператив ертÿçи Н.Андреев, Атнаш ял тăрăхĕн специалисчĕ Р.Аркадьева кĕтсе илчĕç. Светлана Александровна хăйĕн сăмахне Кăнтăр Осетири вăрçа пула инкек-шар курнисене пулăшас тĕллевпе иртекен мероприятисем çинчен каласа панипе пуçларĕ. Чăваш Ен санаторисемпе сывлăх комплексĕнче 50 ачапа çитĕннĕ 70 çынна йышăнма хатĕр. Сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче те 30 ачапа çитĕннĕ 50 çын валли вырăнсем хатĕрленĕ. Инкек тÿснĕ тăрăха медикаментсем тата донор юнĕ яраççĕ. «Единая Россия» парти пуçарăвĕпе гуманитарлă пулăшусене йышăнма пуçланă. Хĕн курнисем валли чи малтан кĕрхи тата хĕллехи çи-пуç, атă-пушмак, вырăн таврашĕ, килти хуçалăхра усă курмалли электрохатĕрсем (утюгсем, çăвăм машинисем, ăшăтмалли, çутатмалли приборсем), час пăсăлман апат-çимĕç продукчĕсем кирлĕ. Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче гуманитарлă пулăшăвăн пĕрремĕш пуххине Шупашкартан Мускава, унтан МЧС самолечĕсемпе Владикавказа ăсатнă. Укçа-тенке Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Регионсем хушшинчи обществăлла фондчĕн счечĕ çине хывма пулать. Хывнă чухне «Кăнтăр Осетири гуманитарлă катастрофăра инкек тÿснисем валли» тесе палăртмалла. Укçа-тенке çавăн пекех «Раççей почти» уйрăмĕсенче Çурçĕр-Осети-Алани Республикин ĕçпе социаллă аталану министерстви уçнă счет çине куçарма пулать. Канаш районĕнче гуманитарлă пулăшу парас текенсене çак адреспа кĕтеççĕ: Канаш хули, Кооператив урамĕ, 14-мĕш çурт. Тĕплĕнрех çак телефонпа ыйтса пĕлме пулать: 4-15-55.

Малалла министр çумĕ Чăваш Республикин экономикăпа социаллă аталанăвĕн кăçалхи çур çулхи кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсенчен хăш-пĕрисем Раççейĕн вăтам кăтартăвĕсенчен те пысăкрах. Сăмахран, промышленность, ял хуçалăх енĕпе. Пĕрремĕш çур çулта республикăн бюджетне икĕ хутчен кÿртĕм тунă. Çапла майпа вăл 5 миллиард та 800 миллион тенкĕ чухлĕ ÿснĕ. Çак укçа-тенкĕн пысăк пайне инфратытăма аталантарма янă. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче бюджета 38, 1 процент чухлĕ пурнăçланă.

Авăн уйăхĕнче пуçласа парта хушшине республикăра 12750 ача ларĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 2, 4 процент нумайрах. Республикăри хуласенче пĕрремĕш класра вĕренме пуçлакансен йышĕ кăçал 4, 8 процент ÿсĕ, ялсенче вара, шел пулин те, 1, 1 процент чакĕ. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, пĕлÿ çурчĕн алăкне пĕтĕмпе 127, 6 пин ача уçса кĕрĕ.

Республикăри хуласемпе районсенче вĕренÿ заведенийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси вĕçленсе пырать. Вăрмар, Комсомольски тата Пăрачкав районĕсенче виçĕ çĕнĕ шкул хута каять. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енти 800 ялта пурăнакан 11 пине яхăн ача шкул автобусĕпе усă курать. Пĕтĕмпе 277 автобус. «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тата 36 автобус хушăнмалла. Классене 25, 2 миллион тенкĕлĕх сĕтел-пукан пырса кĕрĕ. Класс ертÿçисене хавхалантарма федераллă бюджетран 103 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Обществăлла инфратытăм объекчĕсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлесси пырать. Çак ĕçе авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен вĕçлемелле.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров ял хуçалăх министрĕн çумĕн сăмахĕсене район шайĕпе илсе кăтартрĕ. Ял хуçалăх, промышленность таварĕсем туса илесси, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, чылай ÿснĕ, вак предпринимательство вăй илсе пырать. Район бюджечĕн çулталăкри планне 46, 8 процент тултарнă, ял тăрăхĕсен бюджечĕсенне – 43 процент. Районта 34 шкул. Вĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитернĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсене çут çанталăк газĕпе ăшăтĕç. Культура, медицина, обществăлла инфратытăмăн ытти учрежденийĕсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлессипе те тума палăртнă ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. Ку енĕпе, сăмахран, Атнаш ялĕнчи клуба газ кĕртме 495 пин тенкĕ уйăрнă, ача сачĕн тăррине юсама – 50 пин тенкĕ. Çак ĕçсене хăвăртлатас енĕпе депутатсен Районти пухăвĕн депутачĕ, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Н.Андреев нумай ĕçлет, тăрăшать.

Паллах, тĕл пулу вăхăтĕнче пушă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе, выльăх апачĕ хатĕрлессипе, тыр-пула вăхăтра тата çухатусăр пухса кĕртессипе çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç. Информушкăн членĕсем Киров ячĕллĕ хуçалăхра ĕççи мĕнле пынипе интересленчĕç. Хуçалăх пуçлăхĕ Н.Андреев йĕтемри, уй-хирти ĕçсемпе вырăнта паллаштарчĕ. Эпир пынă кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 45 процентне пухса кĕртнĕччĕ. Пĕр тăван Валерипе Юрий Тимофеевсем, икĕ Владимир, Васильевпа Антонов, хăйсене шанса панă «уй-хир карапĕсене» тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Хиртен тырă типĕ килет. Çунтармалли тата сĕрмелли шĕвексем çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Ĕççине хутшăнакансене хавхалантарасси çирĕп йăлара кунта. Ăмăртура Ю.Тимофеев комбайнер малта. Выльăх апачĕ кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Утă-улăма фермăсем çывăхне турттараççĕ.

Светлана Александровна «Пинер» тулли мар яваплă пĕрлĕхри уй-хир ĕçĕсемпе кăмăллă юлчĕ. Кунта пăрçапа ыраша вăхăтра пухса кĕртнĕ. Халĕ сĕлĕ, урпа анисенче техника шавĕ тăрать. Хуçалăхăн тĕп аграномĕ И.Озеров каланă тăрăх, гектарăн вăтам тухăçĕ – 25 центнер. Çитĕнтернĕ тыр-пулăн 41 проценчĕ йĕтем çине килсе выртнă. Ăна тасатса сортлаççĕ. Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Сĕт-çу фермине те çитсе курчĕ министр çумĕ.

Малалла çул «Цивиль» тулли мар яваплă пĕрлĕхе выртрĕ. Вырма ĕçĕсене кунта çурла уйăхĕн иккĕмĕш кунĕнче пуçăннă. Пĕтĕмпе 960 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Вăхăтра тата пахалăхпа катăлса пыраççĕ каçалăксем. Паллах, çак çитĕнÿ механизаторсен тăрăшулăхĕсĕр пулмасть. Аякранах курăнакан симĕс агрегата, «Дон-1500Б» комбайна, ял хуçалăх машинисене нумай çул çÿретерекен В.Леонтьевпа А.Миронов тытса пыраççĕ. Хирте пĕр пучах та выртса ан юлтăр тесе тăрăшаççĕ вĕсем.

Хуçалăх ертÿçи В.Ефимов пĕлтернĕ тăрăх машинăпа техника паркĕ пуянлансах пырать. Вениамин Михайлович ку чухнехи техникăсăр ĕçе пахалăхлă тума çук тет. Икĕ çул хушшинче виçĕ «МТЗ-82» трактор туяннă. Çĕнĕ пресс-подборщик, кăкармалли жатка, опрыскиватель, ют çĕршывра туса кăларнă, хамăр çĕршывăн «Т-150» кустăрмаллă агрегата аса илтерекен «Джондир» трактор техника паркĕнче хăйсен вырăнĕсене тупнă.

Йĕтемри ĕçсене икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Тырра тасатса тирпейлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ кунта. Вăрлăх çителĕклĕ, тивĕçлĕ кондициллĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ. Çунтармалли тата сĕрмелли шĕвек саппасĕ кĕр аки ирттерме те çитмелле.

Пĕрлехи информаци кунне район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче «Республикăри капиталлă строительство управленийĕ» патшалăх унитарлă предприятийĕн директоĕ Э.Аблякимов тата райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика