20 августа 2008 г.
Самар хулинчи мирлештерекен 15-мĕш бригада Грузипе Кăнтăр Осети хирĕçĕвĕ вăхăтĕнче Абхазире тăнă. Çав бригадăра чăваш çамрăкĕсем те пур. «Коммерсанть» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Кодор хушăкĕнче пирĕн ентеш Иван Миронов контрактник пуля суранĕ илнĕ. Хăй каланă тăрăх çакă мĕнле пулса иртнине ас тумасть, грузинсем çурăмран пенине çеç пĕлет.
Иван пирĕн районти Ушанар ялĕнче 1983 çулта çуралнă. Иртнĕ çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче çара контрактпа кайнă. Службăра – 1, 5 çурă. Çĕнĕ çул умĕн авланнă. Мироновсем çемье хушăнасса кĕтеççĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕнче Иванăн тăванĕпе телефонпа çыхăнма тиврĕ. «Чĕрех, сывалса ура çине тăрасса шанатпăр», – терĕ вăл. Çапла пултăрччĕ ĕнтĕ.