20 августа 2008 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин палăртнă тăрăх, 2008 çул – Çемье çулталăкĕ. Ачана лайăх воспитани парасси, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересси, çĕршыва юрăхлă çын тăвасси çемьере пуçланать. Çакна пысăк тимлĕх уйăрать патшалăх. Ку питех те савăнтарать. Çемьене пулăшу парас шутпа пурнăçлакан улшăнусем нумайланчĕç. Çапла пулмалла та.
Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче çĕршывăмăра пырса çапнă йывăрлăхсем пурнăçа самаях каялла туртса антарчĕç. Çакна пула хĕрарăмсем ача çуратма пăрахрĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Эмансипаци, феминизм, пĕр танлăх сăмахсем унта та кунта янăраççĕ. "Эпир арçынсенчен мĕнпе катăк; Пирĕн кунĕн-çĕрĕн килте ларса апат пĕçермелле, ача кăна пăхмалла-и;" – текен хĕрарăмсем те тĕлĕнтермеççĕ халь. Тĕлĕнмелле улшăнусем пулса иртеççĕ. Пурнăç лайăхланать, анчах XXI ĕмĕрти хĕрарăмсен тĕп тĕллевĕ лайăх мăшăр тупса çемье çавăрса ача-пăчаллă пуласси мар. Пачах урăхла – карьера тăвасси, тĕнче подиумĕсем тăрăх утасси, йăлтăр-ялтăр тĕспе çиçекен журналсен хуплашкисем çине лекесси. Кунта ача валли пачах вырăн çук. Танлаштарма: 1941-1945 çулсем, вăрçă çулĕсем. Мĕн тери тертлĕ, асаплă вăхăт! Анчах хĕрарăмсем нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăрах ача çуратнă, çитĕнтернĕ. Упăшкисем вăрçăра пуç хурсассăн та пепкисене ура çине тăратма вăй-хал тупнă. Амăшĕ чĕрĕ çĕртенех пепке ача çуртне лекмен ун чухне. Пурнăç мĕн чухлĕ тутăрах, çăмăлрах, этем çавăн чухлĕ ытларах ачашланса, наянланса, юлхавланса пырать иккен. Çапла пĕтĕмлетÿ тума пулать.
Юлашки çулсенче мĕн чухлĕ çын çĕре кĕчĕ! Çуралакансен шучĕ вара чылай сахал. Пĕлтĕр-виçĕм çултанпа лару-тăру лайăхлана пуçларĕ. Малашне те капла пулсан питĕ аван.
Хĕрарăм тивĕçĕ – ача çуратасси. Ку авалтан килекен йăла, ăна пăсма юрамасть.
Тепĕр хăрушă пулăм – çамрăксем çемье çавăрманни. Çемье кирлине ăнлансах çитеймеççĕ пулас вĕсем. Шкулта кун пирки вĕрентменни пĕтерет. Вĕрентеççĕ, паллах, анчах кирли çинчен мар. Урăххи çинчен вара тĕпĕ-йĕрĕпех ăнлантарса параççĕ. Çемьере çеç ача туллин аталанса çитĕнет. Пĕр-пĕр йывăрлăха кĕрсе ÿксен пĕлет вăл: килте атте-анне пур, вĕсем яланах пулăшаççĕ, канаш параççĕ, йăпатаççĕ. Ача çурчĕсенче, урамра ÿсекен ачасен чи кирли – çемье ăшши – çук. Вĕсем аннен çепĕç алли, аттен ăшă кулли мĕнне пĕлмеççĕ. Çавна пула шăпăрлан чун-чĕри пĕчĕкренех хытать, пăрланать. Каярахпа пĕрисем вăрă-хурах çулĕ çине тăрса тĕрмене çакланаççĕ, теприсем пултаруллă пулин те аталанаймаççĕ. Юлашкинчен ĕçке ярăнаççĕ.
Чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ те пур вĕт-ха, анчах вĕсен тĕрекне туймаççĕ ачасем. Эрех-сăра ăшне путнă та... пĕтĕмпех маннă. Çемье урапи çинче ларса пыраççĕ-ха ÿсĕр-пÿсĕрсем, анчах тилхепине тытаканĕ çук.
Ачасен шăпи – аслисен аллинче. Чи малтанах ку ашшĕ-амăшне пырса тивет. Мĕн пур ыррине, кирлине вăл çемьере тупать. Йăнăш утăм тăвасран каллех çемье хăтарать. Çакна уйрăмах кăçал – Çемье çулталăкĕнче – асра тытар.