АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВИÇÇĔМĔШ ТАПХĂР ПЫРАТЬ

20 августа 2008 г.

Айăплава пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен Федераллă Службăн Чăваш Республикинчи управленийĕ нумай çул ĕнтĕ Чăваш Енĕн Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле кашни районтах «Условник» ятпа оперативлăхпа профилактика мероприятийĕ ирттерет. Унăн тĕп задачисем:

– суд çул çитмен çамрăксем çине хунă тивĕçсене вĕсем пурăнакан вырăнсенче тĕрĕслесе тăрассине йĕркелесси;

– çак категорири яшсем çĕнĕрен преступлени тăвассинчен тата правосене пăсассинчен асăрхаттарасси, çавсене тума хистекен сăлтавсене тата условисене пĕтересси;

– пĕр-пĕриншĕн усăллă оперативлă – пĕлтерĕшлĕ информаципе паллашасси.

Кăçалхи нарăс тата çу уйăхĕсенче «Условник» мероприятин икĕ тапхăрĕ иртрĕ. Çак тапхăрсенче пирĕн районта чылай рейд ирттернĕ, çав шутра каçхине те, çĕрле те. Операци вăхăтĕнче пĕр саккуна пăснă тĕслĕх тупса палăртнă. Саккуна пăхăнса çул çитмен çамрăкăн тĕрĕслев срокне пысăклатнă. Халĕ Канаш хулипе районĕнчи уголовнăй айăплав инспекцийĕнче çул çитмен 33 çамрăк учетра тăрать. Вĕсене пурне те судпа айăпланă. Хальхи вăхăтра «Условник» мероприятин виççĕмĕш тапхăрĕ пырать. Операци вăхăтĕнче судпа айăпланнă çул çитмен çамрăксене кăна мар, çитĕннисене те тĕрĕслеççĕ.

Кунсăр пуçне Канаш хулипе районĕнчи уголовнăй айăплав инспекцийĕ йĕркелĕхе сыхлакан органсемпе (уйрăммăн илсен, прокуратурăпа, милиципе) пĕрле учетра тăракан çынсем йĕркене ан пăсчăр тата тепĕр преступлени ан туччăр тесе тĕрĕслесе тăма план хатĕрленĕ. Çав план пурнăçа кĕрсе пырать. Учета илнисене лайăхрах пĕлес тĕллевпе ял тăрăхĕсене тухса çÿреме ятарласа график туса çирĕплетнĕ.

Мероприятин тĕллевĕсем – судпа айăпланнă çын мĕнле пурăннине, малашне мĕнле тата мĕн ĕçлесе пурăнма шутланине, юсав çулĕ çине тăнипе тăманнине палăртасси.

«Условник» мероприятине районти виçĕ ял тăрăхĕнче ирттернĕ. Шăхасан ял тăрăхне вара Канашри телестудин ÿкерÿ ушкăнне те чĕннĕ.

Çакăн пек мероприятисем тепĕр хут преступлени тăвассине чарма пулăшать, çавăн пекех судпа айăпланнисен пурнăç условийĕсене лайăхлатма май парать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика