АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МЕДАЛЬСЕМ НУМАЙЛАНСАХ ПЫРАÇÇĔ

20 августа 2008 г.

Вун иккĕмĕш кун Пекинра çуллахи XXIX Олимп вăййисем пыраççĕ. Спорт уявне 206 çĕршывран 16 пин спортсмен хутшăнать. Раççей делегацийĕн йышĕнче – 847 çын, вĕсенчен саккăрăшĕ – Чăваш Ентен.

Августăн 18-мĕшĕ тĕлне Раççей команди 36 (8 ылтăн, 13 кĕмĕл, 15 бронза) медаль çĕнсе илнĕ. Çакă – улттăмĕш кăтарту. Малта – китаецсем, вĕсен пухмачĕнче – 39 ылтăн медаль, кĕмĕлпе бронза – 14-шар. Иккĕмĕш вырăнта – Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсем (22-24-26), виççĕмĕшĕнче – Аслă Британи, (12-7-8), тăваттăмĕшĕнче – Австрали (11-10-12), пиллĕкмĕшĕнче – Германи (9-7-7). Ылтăна тивĕçнĕ Раççей спортсменĕсем – Назир Манкиев, Исам-Бек Альбиев, Асланбек Хуштов (грекла-римла кĕрешÿпе), рапиристкăсен команди, Гульнара Галкина-Самитова (3000 метра барьерсене çĕнтерсе чупассипе), мордва каччи Валерий Борчин (хăвăрт утассипе), Елена Дементьева (тенниспа), Елена Исинбаева (шăчăпа сикессипе).

Чăваш спортсменĕсем хушшинче Татьяна Петрова 3000 метра (квалификаци чупăвĕ) чăрмавсем урлă чупса тăваттăмĕш вырăна тивĕçнĕ. Самар облаçĕнчи Тольятти хулинче пурăнакан, Йĕпреç районĕнче çуралнă Ирина Тимофеева марафон чупăвĕнче çиччĕмĕш пулнă. Татьяна Арясовапа Сергей Иванов 10000 метрлă дистанцисенче ăмăртнă, анчах малти вырăнсене йышăнайман. Андрей Абрамов ухăçă пĕрремĕш раундрах АПШ ухăçине выляса янă. Ыран Татьяна Сибилева старта тухĕ. Вăл 20 çухрăма утĕ. Эрнекун, августăн 22-мĕшĕнче, Ирина Калентьевапа Вера Андреева маунтинбайк енĕпе «экзамен» тытĕç. Ăнăçу вĕсене, Чăваш çĕрне çĕнтерÿпе таврăнмалла пултăрччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика