АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУРИ КŸРШ ÇЫННИСЕМ УЯВА ПУХĂНЧĔÇ

15 августа 2008 г.

«Кÿршĕ лайăх пулсассăн çук пурнăç та палăрмасть, кÿршĕ усал пулсассăн – пурнăç та саланать», – теççĕ ваттисем. Чăнах та, кÿршĕсемпе туслă пурăннине мĕн çиттĕр; Пĕр-пĕрне йывăр самантра пулăшса пырсан, пĕрле савăнсан пурнăç тата çăмăлрах пек туйăнать.

Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Катек ялĕнчи Учительсен тата Кăнтăр урамĕсенче пурăнакансем урам уявĕ ирттерчĕç. Ĕлĕк çак икĕ урама Тури кÿрш тесе каланă. Вĕсем пĕр бригадăна кĕнĕ, пĕрле ĕçленĕ. Халĕ те ĕлĕкхи пекех туслă пурăнаççĕ. Уява ĕлĕкхи вăйă вырăнĕнче ирттерме калаçса килĕшнĕ.

Çакăн пек хаваслă мероприяти ялта хальччен пулнине ас тумастăп. Иртенпех аслисем те, ачасем те уява хатĕрленчĕç: урама тасатрĕç, илемлетрĕç. Ачасем тăван урам çыннисене халалланă стендсем хатĕрлерĕç, шарсем вĕрсе хăпартрĕç, чечексем татса килчеç. 16 сехет тĕлне палăртнă вырăна çынсем пухăнчĕç: ватти те, вĕтти те.

Уява уçнă хыççăн П.Р. Васильева урамсен кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн тимлĕн итлесе ларакана тата урам историне лайăх пĕлекене палăртас тесе викторина ирттерчĕç. Пурте тĕрĕс хуравлама тăрăшрĕç. Чи тавçăруллисем Любовь Георгиева, Антонина Васильева пулчĕç.

Ачасем пухăннă çынсем валли пĕчĕк концерт лартса пачĕç: илемлĕ юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç. Куракансем вĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕç, хытă ал çупса хавхалантарчĕç.

Уява урамри хисеплĕ ватăсем те çитнĕ: А.И. Григорьева, А.Семенова, А.И.Ильина, К.Е.Семенова, Ю.Г.Федорова, А.И.Ильин, Н.П.Павлов. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем ачасем çине пăхса чăтаймарĕç, хăйсем те юрласа пачĕç. Ватăсене пĕчĕк парнесем парса чысларĕç. Ахальте чипер кинемейсем хĕрлĕ тутăрсем çыхсан тата та илемленсе кайрĕç.

Уяв ячĕпе ачасем кросс чупрĕç. Пуринчен те малтан финиша Кристина Чувайкинапа Коля Григорьев çитрĕç. Çĕнтерÿçĕсене тата уява активлă хутшăннисене парнесем пачĕç.

Уяв вĕçĕнче вара пурте – ваттисем те, ачасем те пĕр сĕтел хушшинче ларса чăваш йăлипе тутлă шÿрпе çирĕç. Паллах, ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакăн хыççăн ачасем аслисене тата та хытăрах хисеплеме пуçлĕç.

Тури кÿрш çыннисем Катекри культура çурчĕн илемлĕх ертÿçине А.Н.Николаевана, вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенне П.Р.Васильевана, тĕслĕх библиотека заведующине В. Е. Степанована тав тăваççĕ, малашне те ял халăхне çавăн пек савăнтарасса шанаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика