15 августа 2008 г.
Физкультурниксен кунĕ ячĕпе Асхва ялĕ çумĕнчи «Урожай» стадионта ялсен тăрăхĕсем хушшинче спорт вăййисем çиччĕмĕш хут иртрĕç. Унта 22 команда хутшăнчĕ. Ăмăртусен савăнăçлă пайĕ ял спортсменĕсем стройпа утса иртнипе пуçланчĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов саламларĕ, çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем, телей сунчĕ.
– Физкультура, спорт воспитани памалли стимул, усăллă кану, сывлăха, кăмăл-туйăма çирĕплетмелли лайăх мел пулнине ăнланакансем нумайлансах пыраççĕ. Тĕрлĕ ăмртусенче район чысне хÿтĕлекен спортсменсене, вĕсен тренерĕсене чĕререн тав тăватăп, – тесе вĕçлерĕ Владислав Васильевич хăйĕн сăмахне.
Çавăн пекех салам сăмахĕсем «Чăваштоппром» предприятин гендиректорĕ Ю.Алексеев, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи В.Чернов каларĕç.
Старта чи малтан çăмăл атлетсем тухрĕç. 100 метрлă дистанцире арçынсем хушшинче Кăшнаруйĕнчи А.Петров çĕнтерчĕ. 1500 метра чи малтан Уçырмари Н.Дмитриев чупса тухрĕ. 800 метрлă дистанцире хĕрарăмсем хушшинче Асхвара пурăнакан А.Дмитриевана çитекенни пулмарĕ. Ветерансем те 800 метра чупрĕç. Кунта чи хытă чупаканнисем Шуркассинчи В.Павлов тата Чакаçри М. Иванова пулчĕç. Эстафетăра малти виçĕ вырăна Чакаç, Энтрияль, Кăшнаруй ял тăрăхĕсен командисем йышăнчĕç.
Волейбол площадкинче Янкăлчри арçынсен тата Хучелти хĕрарăмсен командисем пур тĕл пулăва та çĕнтерÿпе вĕçлесе мала тухрĕç. Мини-футболла выляссипе уçырмасем ăстарах пулнине кăтартса пачĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – сухайкассисемпе шăхасансем. Шашка вăййин çĕнтерÿçисем – Атнашри П.Ивановпа Аччари А.Герасимова. Вĕрен туртассипе асхвасем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем – шăхасансемпе чакаçсем. Çемье эстафетинче Асхвари Трофимовсен кăтартăвĕ – пĕрремĕш. Чакаçри Архиповсемпе Вăрăмпуçĕнчи Степановсем те парнесĕр юлмарĕç, вĕсем иккĕмĕш тата виççĕмĕш степеньлĕ дипломсене çĕнсе илчĕç.
«Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи В.Чернов Уçырмари футболистсен, Янкăлчри тата Хучелти волейболистсен командисене хаклă парнесем парса хавхалантарчĕ.
Пĕрлехи командăсем хушшинче Чакаç ял тăрăхĕн спортсменĕсем чи нумай очко пухаканнисем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Асхва тата Энтрияль тăрăхĕсем тивĕçрĕç.