АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАК ШКУЛТА ВĔРЕННĔ, ХАЛĔ УНТА ВĔРЕНТЕТ

15 августа 2008 г.

Педагогикăри пысăк ăсталăхшăн тата вĕрентÿ ĕçне тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн Раççей Президенчĕн премине, 100 пин тенкĕне, тивĕç пулнисем пирĕн районтан иккĕнччĕ: вĕсем – Вăтакас Татмăш шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин учителĕ В.Григорьева тата Вырăскас вăтам шкулĕн биологĕ Р.Тимофеева. Çак гранта вĕсем 2006 çулта çĕнсе илнĕччĕ. Пĕлтĕр çак чыса тивĕç пулнисем хушшинче пирĕн районтан никам та пулмарĕ. Кăçал вара хăйĕн сассине Çĕнĕ Ачча тĕп шкулĕнче сăнарлă искусствăсен технологине вĕрентекен Е.Васильева Чăваш Ен илтмеллех пачĕ. Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине çĕнсе илчĕ.

Нумаях пулмасть мана унпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Елена Корниловна – Çĕнĕ Ачча çынни. Учитель пулас ĕмĕчĕ унăн парта хушшине ларсанах çуралнă.

– Манăн пĕрремĕш учительница – Юлия Митрофановна Смирнова. Питĕ килĕшетчĕ вăл мана. Чăннипех те иккĕмĕш килте, шкулта эппин, вăл маншăн, маншăн çеç-и, класри ытти ачасемшĕн те, иккĕмĕш анне пулнă. Сассине хăпартнине, тарăхса ятланине тата кăшкăрнине ас тумастăп. Çепĕç сасăпа, ансат чĕлхепе ăнлантарса паратчĕ вăл уроксенче. Тус-тантăшсемпе шкулла вылянă чухне ялан тенĕ пек учитель пулаттăмччĕ. Ун чухне вара хама Юлия Митрофановна пекех туяттăмччĕ, ун евĕрлех хама тыткалама, калаçма, ăнлантарма тăрăшаттăмччĕ. Аслă классенче вĕреннĕ чухне вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Антонина Степановна Иванована килĕштерсе пăрахнăччĕ, вăл – пирĕн класс ертÿçиччĕ, – аса илет Елена.

Ялти шкул пурнăçĕнче вăл чи активлисенчен пĕри пулнă. Ташлама-юрлама юратнă. Ăна малтан отряд совечĕн, кайран дружина канашĕсен председательне суйланă. Тĕп шкул вĕренсе пĕтерни çинчен аттестат илсен Лена Канашри педагогика колледжĕн шкул уйрăмне вĕренме илме ыйтса хут çырнă. Экзаменсене ăнăçлă тытсан студентсен йывăр, çав хушăрах савăк пурнăçне кĕнĕ вăл. Кунта та унăн шкул çулĕсенчи хастарлăхĕ, активлăхĕ сĕвĕрĕлмен, пушшех вăйланнă. Пĕр мероприяти те унсăр иртмен. Çавăнпа та пулĕ ăна колледж преподавателĕсем те, пĕрле вĕренекенĕсем те хисепленĕ. Лена кунта çĕнĕ предмета, ритмика гимнастикине, алла илнĕ. Çак предметăн вăрттăнлăхĕсене пĕлме ăна Е.Н.Краснова пулăшнă.

1997 çулта çамрăк специалист каллех шкул алăкне уçнă, анчах та хальхинче вĕренекен пек мар, вĕрентекен пулса кĕнĕ. Шкул директорĕ М.М.Варфоломеева тата учительсем çамрăк специалиста ăшшăн кĕтсе илнĕ. Елена ачасене ташлама, ÿкерме вĕрентме тытăннă. Юратса туса пынă вăл çак ĕçе. Ачасене пĕлÿ панă хушăрах хăй те пĕлÿ илме тăрăшнă. Е.Васильева куçăмсăр майпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн пуçламăш вĕренĕвĕн методикипе педагогики факультетне вĕренсе пĕтерет. Кунпа лăпланмасть-ха вăл, Чăваш Республикин вĕрентÿ институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе психолог специальноçне алла илет.

Елена Корниловна шкулта аслă вожатăй, педагог-психолог ĕçĕсене туса пырать, ритмика гимнастикине, сăнарлă искусствăсен технологие вĕрентет, ташă кружокне ертсе пырать, методика литературине çĕнетсех, пуянлатсах тăрать. Унăн воспитанникĕсем кашни çулах «Канаш ен мерченĕсем» фестивале хутшăнса малти вырăнсене йышăнса дипломсемпе парнесене тивĕç пулаççĕ. Час-часах районта иртекен ытти пысăк мероприятисенче те пултарулăхĕпе палăраççĕ, çынсене çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелеççĕ. Сцена çине тухмалли ташă костюмĕсене Елена Корниловна ачасене хăех çĕлеме вĕрентет. Юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕсем нумай пулăшаççĕ.

Е.Васильева – пултаруллă, пуçаруллă вĕрентекен. Хăйĕн предметне вĕрентессинче çĕнĕ технологисем шырать, вĕсемпе тата хăй хатĕрленĕ пултарулăх проекчĕсемпе ăнăçлă усă курать, хаваспах пухăннă опычĕпе районти ĕçтешĕсене паллаштарать, сăнарлă искусствăсен технологине вĕрентекенсен ассоциацийĕн ларăвĕсенче тăтăшах çĕнĕ идейăсемпе тухса калаçать, тĕрлĕ темăсемпе пĕрре мар мастер-классем ирттернĕ.

Унăн урокĕсем чĕрĕлĕхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Хастарскер, хавхалануллăскер вĕренекенĕсен кăмăлне çĕклесе ярать. Ачасем Елена Корниловнан урокĕсенче хăйсене ирĕк туяççĕ, учителĕн кашни сăмахне асра тытса юлма тăрăшаççĕ. Çакă вара вĕсем хăйсене ăс, пĕлÿ паракана шаннине пĕлтерет.

Пушă вăхăтра ытларах чухне Елена алла фотоаппарат тытать. Сăн ÿкересси уншăн – чун йăпатмăшĕ. Республикăн вĕрентÿ институчĕ учительсем хушшинче «Çемье – тĕп никĕс» фотоконкурс ирттернĕ. Унта Е.Васильева та хутшăннă. Конкурсăн «Раççей – пирĕн кил» номинацин «Пейзаж» ярăмĕнче унăн фотоĕçĕсене пысăк хак панă: ăна Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин дипломне тата ятарлă медаль парса хавхалантарнă.

Елена Корниловна мăшăрĕпе, Андрей Николаевичпа, икĕ ача çитĕнтереççĕ. Хĕрĕ Кристина республикăри ачасен пултарулăх ĕçĕсен конкурсне хутшăнса «Ÿкерчĕк» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ывăлĕ Сергей техникăпа интересленет. Иккĕшĕ те ялти шкулта ăс пухаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика