15 августа 2008 г.
Кĕркунне е çуркунне анкартинче ĕçленĕ май упăшкипе арăмĕ хушшинче тавлашу çуралатех: хăш çимĕçе ăçта акса-лартса хăвармалла; Кун пек чухне ялан хĕрарăм çиеле тухать. Вăл пахчара хăйне ирĕкрех, хуçа евĕр туять.
– Пĕлтĕр ку лаптăкра çĕр улми çитĕнтернĕччĕ, кăçал кишĕрпе чĕкĕнтĕр акăпăр, – тет вăл хирĕçлеме юраман сасăпа.
– Купăстусене ăçта вырнаçтарасшăн вара эс; – кăсăкланать арçынĕ.
– Кăçал вĕсен вырăнĕ ак çакăнта пулать.
– Мĕншĕн кунта, чÿречесем çывăхĕнче мар;
– Унта вĕсем пĕлтĕр çитĕннĕ.
– Çук çав. Иртнĕ çул унта хурăн çырли пулнине лайăх астăватăп.
– Эппин çĕр улми лартăпăр.
– Помидорпа юнашар-и; Вĕсем пĕр чирсемпех чирлеççĕ. Сăтăрçисем те пĕрех.
Калаçу хĕрсех пырать. Çавăнпа та арçынĕ каялла чакать:
– Ăçта мĕн акас тетĕн, ак, эппин. Манăн ĕç – çĕр чавасси те йăран тăвасси.
– Каллех йăлт ман шутламалла. Арçын-и эс, çук-и;
– Çук. Эп сасăсăр трактор. Кăтарт, ăçта сухаламалла.
Тавлашу кÿренÿпе те куççульпе вĕçленет. Юнашар анкартинче чакаланнă май питĕ вĕсене пулăшас килет, анчах хушша-хуппа кĕресрен хăратăп. Юлташăмсем, акă, манăн тавлашусемпе хирĕçÿсенчен хăтăлмалли ансат меслет. Эпĕ ăна хам та темĕнле журналтан çырса илнĕччĕ. Вăл пулăшнипе 3 çул каялла анкартинчи хирĕçÿсенчен хăтăлтăм.
Пахчана пĕр тан тăватă пая пайламалла.
Пĕрремĕш çулĕнче вĕсенчен пĕринче хăяр, кабачок, ыхра, сухан, тепĕр чĕрĕкĕнче – купăста, виççĕмĕшĕнче – çĕр улми, тăваттăмĕшĕнче – тымар çимĕçсем, пăрçа йышши тата ешĕл культурăсем çитĕнтеретпĕр.
Иккĕмĕш çулĕнче: пĕрремĕш лаптăкра – купăста, иккĕмĕшĕнче – çĕр улми, виççĕмĕшĕнче – тымар çимĕçсен, тăваттăмĕшĕнче – хăяр, кабачок, ыхра, сухан, томатсем туса илетпĕр.
Виççĕмĕш çул ĕнтĕ пĕрремĕш лаптăка çĕр улми, иккĕмĕшне тымар çимĕç, пăрçа йышши, ешĕл культурăсем, виççĕмĕшне хăяр, кабачок, патиссон, ыхра, сухан, томат, тăваттăмĕшне купăста валли вырăн уйăратпăр.
Тăваттăмĕш çул: пахчан пĕрремĕш лаптăкĕнче – тымар çимĕç, пăрçа йышшисемпе ешĕл çимĕçсем, иккĕмĕшĕнче – хăяр, кабачок, патиссон, ыхра, сухан, томат, тăваттăмĕшĕнче – купăста. Малалла та черетпе çапла ылмаштарса акатпăр.
Пусă çаврăнăш схеми, паллах, урăхларах та пулма пултарать. Çапах та ăна пăхăнни тăпрара тутлăхлă япаласене упраса хăварма культурăсем чирлесрен сыхланма çум курăксемпе кĕрешме пулăшать. Чăннипех те кашни çимĕçĕн хăйĕн вырăнĕ.