АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИРЕ ШЫВПА САПСАН ТА УЙĂРАЙМĂН

13 августа 2008 г.

Манăн хаклăран та хаклă юлташăм пур. Вăл Галина Иванова ятлă, Канаш районĕнчи Асхва ялĕнче çитĕннĕ. Çулталăк каялла кăна паллашнă пулин те вăл маншăн чи çывăх çынсенчен пĕри пулса тăчĕ. Галя манпа пĕрле журналистика факультетĕнче вĕренет. Эпир унпа пĕр общежитинче пурăнатпăр.

Питĕ савăнатăп эпĕ Гальăпа туслашнăшăн. Ун пек чăн-чăн юлташсем çĕр çинче сахал. Питĕ ырă кăмăллă хĕр вăл. Кирлĕ чухне яланах пулăшма хатĕр. Йывăр самантра юлташăм çумра пулни хăват парать. Эпĕ те ăна пулăшсах пыратăп, чунра йывăр чухне ырă сăмахпа та пулин йăпататăп. Иксĕмĕр те Канаш районĕнчен пулни-ши çывăхлатрĕ пире;

Пĕр общежитинче пурăннипе час-часах пĕр пĕрин патне хăнана çÿретпĕр. Пĕр группăра вĕренместпĕр пулин те экзаменсене пĕрле хатĕрленме тăрăшатпăр.

Галина – питĕ тирпейлĕ хĕр. Çи-пуçĕ яланах таса та илемлĕ, çынсемпе кăмăллăн калаçать вăл. Нихăçан та киревсĕр сăмахсем илтмен эп унран, хăйне илемсĕр тыткаламасть.

Эрех-сăра ĕçмест Галя, пирус туртмасть. «Кампа туслашан, çавăн пек пулан», – теççĕ. Юлташран чăнах та нумай килет. Апла пулсан аттепе анне пăшăрханмасан та пултараççĕ.

Манăн Галя пек çывăх юлташ пурришĕн хама телейлĕ тесе шутлатăп. Пĕр-пĕрне кÿрентерни те пулкалать пулин те, туслăх туйăмĕ яланах çĕнтерет. Чăн-чăн юлташа укçалла илме пулманнине питĕ лайăх ăнланатпăр эпир.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика