АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔР АКИ ÇЫВХАРАТЬ

13 августа 2008 г.

Çанталăк кĕр енне сулăнчĕ. Кĕçех çак тапхăрти культурăсене акма тытăнаççĕ. Акана тухиччен «Россельхозцентрта» кĕр тыррисен вăрлăхĕсене фитоэкспертиза анализĕ туса ирттереççĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем хăш-пĕр партисем 100 проценчĕпех пăнтăх чирĕпе сиенленнине палăртаççĕ. Çакăн пек вăрлăха им-çамламасăр аксан калча парка та пĕр тикĕс шăтса тухмĕ, вăл тĕрĕс-тĕкел хĕл каçасси те иккеленÿллĕ.

Хуçалăх ертÿçисен тата вĕсен специалисчĕсен кĕр тыррисене акма тытăниччен фитоэкспертиза кăтартăвĕсене шута илсе вăрлăха кирлĕ препаратсемпе им-çамламалла. Тĕслĕхрен, тымар çĕрĕкĕн чирĕ 30 процентран сахалтарах пулсан ку партие биологи препарачĕпе «Планризпа» «сыватни» вырăнлă. Енчен те çак чир 50-70 процент таранччен аталаннă пулсан «Ансамбль» тата ытти йышши препаратпа усă курмалла.

Чылай хуçалăх ыраша кăçал пуçтарса илнĕ тухăçран акса хăварать. Ыраш шăркана ларнă вăхăтра çанталăк йĕпе те сулхăн тăчĕ, çавна май спорынья чирне аталанма лайăх майсем пулчĕç. Çакна шута илсе ыраш вăрлăхне "Дивиденд стар- кс" препаратпа им-çамлани вырăнлă.

Сывă вăрлăх – пысăк тухăç никĕсĕ. Çавăнпа та вăрлăха им-çамласа акнин пĕлтерĕшĕ пурах.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика