АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАНДИДАТСЕМ – ТĂВАТТĂН

13 августа 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн ятран паракан стипендине кашни çулах ăслă, вĕренÿре тата хушма вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунă 20 ача уйăхсерен илсе тăрать. Çав стипендине çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче палăртаççĕ. Стипендиат тепĕр çулхи августăн 31-мĕшĕччен 315 тенкĕ илсе тăрать. Ятран паракан стипенди лауреачĕсем çаксем: пĕтĕм тĕнчери, Раççейри тата республикăри предмет олимпиадисен, смотрсен, конкурссен лауреачĕсемпе дипломанчĕсем.

Çак кунсенче район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕнче стипенди илме тăратнисен докуменчĕсене пăхса тухнă. Тăватă çынна суйласа илнĕ. Вĕсем – Ачча, Шелттем, Шăхасан, Вăтакас Кипеч шкулĕсенче вĕренекен В.Феофанов, А.Сергеев, М.Степанов, М.Судякова. Вĕсен докуменчĕсене Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствине иртнĕ эрнере ярса панă. Стипенди илме тивĕçлĕ пулнисен ячĕ кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче паллă пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика