13 августа 2008 г.
Кăçалхи çичĕ уйăхра ял тăрăхĕсен сайчĕсем çинче 3292 хыпар вырнаçтарнă. Вĕсенчен 1468-ĕшĕ валли район администрацийĕн официаллă сайтĕнче вырăн тупăннă. Информаци уйне туса хурас енĕпе Шăхасан, Уçырма, Асхва, Сиккасси, Çеçпĕл, Вăтакас Кипеч, Вăтапуç, Шелттем, Ямаш ял тăрăхĕсем лайăх ĕçленине палăртмалла. Çыхăну çуккипе уйăхĕ-уйăхĕпе хыпарсем тăратманнисем те пур: вĕсем – Энтрияль, Ухман, Вăрăмпуç, Хучел. Атнашпа Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕсем утă уйăхĕнче сăлтавсăрах пĕр хыпар та вырнаçтарман.
Район администрацийĕн структурăллă подразделенийĕсем пурте информаци парсах тăраççĕ. Уйрăмах çак енĕпе налук служби, пенси фончĕ, социаллă хÿтлĕх уйрăмĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн служби оперативлă ĕçлеççĕ, вĕсем пахалăхлă хыпарсем тăратаççĕ.
Çичĕ уйăхра хисепĕпе тата пахалăхĕпе лайăх хыпарсем парса тăрасссипе Шăхасан ял тăрăхĕ малта – 547 хыпар. Уçырма ял тăрăхĕн – 334, Вăтакас Кипечĕн – 213.
Атнаш, Ухман, Хучел, Шаккăл, Янкăлч ял тăрăхĕсем хăйсен сайчĕсем çине хыпарсем вырнаçтарас енĕпе начартарах ĕçлеççĕ-ха.