13 августа 2008 г.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕчĕк предприятисен хисепĕ 140 çитнĕ. Вак предпринимательствăра ĕçлекенсен йышĕ 2, 4 пин çын (ĕçлеме пултаракансен 36, 9 проценчĕ). Вĕсенчен 800-шĕ – уйрăм предпринимательсем.
Хăйсем хатĕрленĕ таварсен тата хăйсен вăйĕпе панă пулăшусен калăпăшĕ – 78, 6 миллион тенкĕ. Вак предпринимательство субъекчĕсенчен вырăнти бюджетсене 2, 9 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Çав шутран район бюджетне – 2, 6 миллион, ял тăрăхĕсенне – 0, 3 миллион тенкĕ.
Районта пĕчĕк предприятисем уçăлни хушма ĕç вырăнĕсем тума май параççĕ. Ĕçсĕррисен йышĕ те чаксах пырĕ.