АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УССИ ПУРАХ-ШИ?

13 августа 2008 г.

Ял çыннин пурнăç тăршшĕпех çĕр çинче ĕçлемелле. Ялта ĕç нихăçан та пĕтмест тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Çĕр улми, пахча çимĕç лартса ÿстермелле, ĕне валли утă хатĕрлемелле тата ытти те.

Кашни килте тенĕ пекех ĕне пур. Ăна усрама çăмăл мар пулнине ĕне тытакан çын кăна ăнланать. Утă туса илме çеç мĕн чухлĕ вăй кирлĕ. Ялти арçынсенчен нумайăшĕ Мускава, Çĕпĕре ĕçлеме çÿрет. Çавăнпа та чи хĕрÿ ĕç хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиенет.

Çăмăл мар ял çыннисене. Çăвĕпех пуçа çĕклемесĕр çĕр çинче ĕçлемелле. Тăрăшаççĕ-ха вĕсем, анчах ĕне усранинчен усси сахал. Кăштах та пулин укçа пултăр тесе ял çыннисем сĕте патшалăха параççĕ. Иртнĕ эрнере автобус чарăнăвĕнче тăракан çынсен калаçăвне илтрĕм. Вĕсем сĕт хакне сÿтсе яватчĕç. Паянхи куна сĕте литрне пилĕк тенкĕпе пуçтараççĕ иккен. Хулари лавккасенче вара пилĕк хут хаклăрах. Сĕте патшалăха панинче усси пур-ши; Çак ыйту нумайăшне кăсăклантарать. Анчах ялта укçа ĕçлесе илмелли мелсем питĕ сахал. Çавăнпа та ял çыннисем ирех тăрса сĕт пуçтаракан вырăна пухăнаççĕ.

Пирĕн анне сĕте çав тери йÿнĕ хакпа парса яриччен сĕтел çинче яланах сĕт-турăх, çу, тăпăрч пултăр тесе шутлать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика