13 августа 2008 г.
Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕ – пурнăç çулĕпе пĕрле утма тĕллев лартнисемшĕн ĕмĕр асра юлмалли дата: 08.08.08. Саккăр числона вырттарсан математикăри вĕçсĕрлĕх паллине пĕлтерет, юратура вара – ĕмĕрлĕх тени. Туй çĕррисенчен пĕчĕкреххине пысăкраххи çине тăратсан та саккăр пулать. Çак кун Пекинра çуллахи Олимп вăййисем пуçланнипе те истори кĕнекин страницине çырăнчĕ.
Саккăрсен кунĕнче район администрацийĕн ЗАГСĕнче çамрăк мăшăра, Уçырмара пурăнакан И.Уточкинпа О.Борисова, çырăнтарас йĕрке халичченхинчен урăхларах иртрĕ. Ольăпа Игоре Катекри «Шевле» фольклор ансамблĕ чăваш туйĕн юррисемпе кĕтсе илчĕ. Купăсĕ те, параппанĕ те пур кунта. Хĕрарăмĕсем хушпупа, капăр кĕпесемпе, саппунсемпе, арçыннисем чăваш тĕрриллĕ кĕпесем тăхăннă. Туй курма çывăхри çуртсенче пурăнакансем пĕчченшерĕн те ушкăншарăн пычĕç. Тавралăх туй такмакĕсемпе тулчĕ. Пирĕштисем, вĕсем Шăхасан тата Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче вĕренекенскерсем, кĕрÿ каччăпа çураçнă хĕре алăран тытса райадминистраци çуртне кĕмелли алăк патнелле çавăтса кайрĕç. Алăк умĕнче вĕсене «Шевле» ансамблĕн активлă членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Катекри тĕслĕх библиотека заведующийĕ В.Степанова чăвашсен ырă йăлипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ, пил пачĕ. Çакăн хыççăн савăнăç шевлипе çиçекен Игорьпе Ольга хăйсен свидетелĕсемпе пĕрле шап-шур кĕпеллĕ пирĕштисем хыççăн икĕ енчен те тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем тăракан чĕрĕ коридорпа çырăнтару залне утса кĕчĕç.
Кунта мăшăрланнине çырас йĕркене ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ И.Сергеева ертсе пычĕ. Пĕр-пĕрне çĕрĕ тăхăнтартни, арăмĕпе упăшки пулса тăнине çирĕплетсе алă пусни, мăшăрлану свидетельстви илни, йÿçĕ тесе кăшкăрнине чуп туса пылаклантарни, пĕчĕкçĕ пирĕштисем асăнмалăх парнесем пани, Алена Алексеева шăрантарнă илемлĕ юрăпа вальс ташлани, ашшĕ-амăшĕсен савăнăç куççулĕ, ачисене лайăх пурнăç пиллесе чуна хускатакан сăмахсем калани, тăванĕсен саламĕ, хитре чечек çыххисем, шампань эрехĕ тултарнă кĕмĕл саслă черккесем çÿлелле çĕкленни, фотоаппаратсен объективĕсем çуталса илни, мир кайăкĕсене, кăвакарчăнсене, тÿпенелле вĕçтерсе яни – ĕмĕр-ĕмĕр асра юлмалли самантсем. Çĕнĕ çынсене çавăн пекех районти вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ И.Морозова, социаллă аталану пайĕн тĕп специалисчĕ В.Чебукова саламларĕç, юрату та килĕшÿ сунчĕç.
Мăшăрлану уявĕ Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕсене халалласа республикăра мăшăрлану йĕркине ирттерекен конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн пулчĕ. Чăваш Республикин Юстици министерстви пуçарнă конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ кăçалхи юпа уйăхĕчченех пырать. Унта Чăваш Енти хуласемпе районсенчи ЗАГС пайĕсем пурте хутшăнаççĕ. Жюрине Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш наци музейĕн наука сотрудникĕ Светлана Асамат поэт-юрăç ертсе пырать. Канаш тăрăхне унпа пĕрле Юстици министерствин ЗАГС пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Л.Шленская, республикăри нотариатăн специалист-эксперчĕ Н.Анисимова килчĕç. Вĕсене канашсен пултарулăхне тивĕçлĕ хак пама район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров пулăшса пычĕ.