АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫТĂ СИЙЛĔ ÇУЛСЕМ ТĂВАÇÇĔ

13 августа 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн 2006 çулхи августăн 21-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикинчи автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине хăвăртлатмалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн районти ялсене хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтарасси малалла пырать.

«Чăвашавтоçулăн» Канашри филиалĕ тата «Кĕпер» тулли мар яваплă пĕрлĕх «Çĕрпÿ-Ульяновск» трассăран Матькассине çити (тăршшĕ 1, 6 километр), «Аниш»-Хунав (тăршшĕ 0, 55 километр), «Çĕрпÿ-Ульяновск»-Кашкăрçырми (тăршшĕ 0, 7 километр), «Çĕрпÿ-Ульяновск»-Воронцовка (тăршшĕ 1, 27 километр) çулсене туса пĕтернĕ.

Ялсене асфальт сарнă çулсемпе çыхăнтарни ял хуçалăхне аталантарассинче пысăк вырăн йышăнать. Ял çыннисен пурнăç условийĕсене те лайăхлатать. Килес çултан ялсенчи тĕп урамсем те хытă сийпе витĕнме тытăнĕç.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика