08 августа 2008 г.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, августăн 1-мĕшĕнчен пенсин тĕп пайĕ 15 процент, страхлав пайĕ 8 процент ÿснĕ. Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене уйăхсерен паракан укçана июлĕн 1-мĕшĕччен пулнă индексаци хакне шута илсе тÿлеççĕ.
Пенсин тĕп пайне ÿстересси çинчен Федерацин 2007 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче йышăннă "Уйрăм граждансен пурлăхпа çыхăннă пурнăç шайне ÿстерес тĕллевпе РФ уйрăм саккун кăларакан акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" 244 номерлĕ саккунĕпе çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2008 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен ватлăхра паракан ĕç пенсийĕн тĕп пайĕ 1794 тенкĕпе танлашать. Унпа пĕр вăхăтрах ĕç тата патшалăх пенсийĕсен тĕп пайĕсем пур категориллĕ пенсионерсен те ÿсеççĕ.
– Ватлăхпа тухнă пенсионерсен, ĕçлеме пултаракан (1-мĕш ушкăнри) инвалидсен, тăрантаракансăр юлнă хăр тăлăхсен пенсин тĕп пайĕ 234 тенкĕ хушăнса 1794 тенкĕпе танлашать;
– 80 çул тултарнă, ĕçлеме пултаракан 3-мĕш степеньри инвалидсен (1-мĕш ушкăн) ĕç пенсийĕн тĕп пайĕ икĕ хут пысăкланать – 3588 тенкĕ, апла 468 тенкĕ ÿсет;
– Ĕçлеме пултаракан 1-мĕш степеньри инвалидсен (3-мĕш ушкăн) тата тăрантаракана çухатнă пирки илекенсен пенсин тĕп пайĕ 117 тенкĕ ÿсет, 897 тенкĕпе танлашать. Çакă 1794 тенкĕн çурри;
– Кашни ĕçлеме пултарайман иждивенецăн (анчах та виççĕрен ытла мар) ĕç пенсийĕн тĕп пайĕ чи пĕчĕк виçен (1794 тенкĕ) виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ÿсет – 78 тенкĕ.
Ватлăха тухнă пенсионерсен, инвалидсен, тăрантаракана çухатнисен ĕç пенсийĕн страхлав пайне РФ Правительстви 2008 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче йышăннă "Ĕç пенсийĕн страхлав пайĕн индексаци коэффициентне 2008 çулхи августăн 1-мĕшĕнче палăртни çинчен" 548 номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн индекслаççĕ.
Кашни пенсионерăн хушма тÿлевĕ тĕрлĕрен. Мĕншĕн тесен пенсин страхлав пайĕн виçи стажран, ĕç укçин калăпăшĕнчен тата ĕç паракан Пенси фондне тÿленĕ страхлав тÿлевĕсенчен килет.
Чăваш Республикинче ватлăхпа панă ĕç пенсийĕ вăтамран 446 тенкĕ (малашне пенсионерсем 4343 тенкĕ илсе тăма пуçлаççĕ), социаллă пенсин вăтам виçи 347 тенкĕ (2708 тенкĕ) ÿсеççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, икĕ пенси илме тивĕçнĕ ветерансен 1241 тенкĕ хушăнать, вăтамран пенси 10661 тенкĕпе танлашать. Çавна май пенси тÿлеме каякан уйăхри тăкаксем республикипе 141 миллион ÿсеççĕ.
"Социаллă пулăшусен пуххин хакне тата уйрăм социаллă тÿлев виçине ÿстерес тĕллевпе Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун кăларакан акчĕсене улăштарасси çинчен" 110 номерлĕ Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн, 2008 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пулăшусен пуххин хакĕн тата федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен çĕнĕ тÿлевсем пулаççĕ.