АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧИ ЧЕРЧЕН ВĂХĂТ

08 августа 2008 г.

Çуллахи ăшă кунсен хăвачĕ чаксах пырать. Акă, кĕркунне те хăй çывхарнине систерет. Пахча-çимĕç пиçсе пырать, йывăçсем ешĕл тумне пĕчĕккĕн улăштараççĕ... Авăн уйăхĕ те инçех мар. Кĕçех, акă, абитуриентсем студент пулса тăрĕç. Кашниех тĕрлĕ аслă шкулсенче вĕренме тытăнĕç. Çамрăксемшĕн çĕнĕ пурнăç пуçланĕ. «Çын пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ те кăсăклă тапхăр – студент пурнăçĕ», – тесе палăртаççĕ чылайăшĕ. Тен, çакă тĕрĕсех те пулĕ.

Кăçал эпĕ журналистика факультечĕн иккĕмĕш курс студенчĕ пулса тăтăм. Анчах манăн та вăхăтĕнче професси суйласа илмелле пулнă-çке... Тĕрлĕ аслă шкулсем тăрăх çÿресех килмерĕ, çавăнпа та «Ж» сас паллипе пуçланакан профессисене суйларăм: чукун çул çинче ĕçлекен (железнодорожник) тата журналист. Чун вара темшĕн иккĕмĕш патнеллех туртăнатчĕ. Çапла вара Шупашкар хулине пуçтарăнтăм, анчах пачах урăх вĕренÿ учрежденине. ЧППУра журналистика факультечĕ уçăлнă тенине илтнĕччĕ эпĕ.

Троллейбусри кондуктора чарăва кăтартма ыйтрăм, ун чухне Чăваш Республикин тĕп хулине пит лайăхах пĕлместĕмччĕ. Документсене хам ЧППУна парса хăвартăм тесе шутлатăп. Çавăн чухне манран радиора ĕçлекен журналист пĕчĕк çеç интервью илчĕ. Эпĕ ăна мĕншĕн çак профессие суйласа илнине каласа патăм. Радиори хыпарсене илтсен тĕлĕнсех кайрăм. Документсене эпĕ ЧПУна парса хăварнă иккен. Çапла та пулса тухать пурнăçра. Халĕ ЧПУра вĕреннĕшĕн Турра тав тăватăп. Ку професси шăпах ман валли. Ăслă, пултаруллă, хастар çынсемпе тĕл пулса калаçатăн, усăллă, пĕлтерĕшлĕ хыпарсем те пĕлме пулать. Тус-юлташ та нумай. Анчах... Уçса парам-ха сире пĕр вăрттăнлăх. Шкулти пурнăçа ниепле те манаймастăп. Кашни эрнере тăван яла, киле, тус-юлташсем патне чун туртать. Вĕсене курас килет. Вĕсемпе калаçас килет. Шкулти пĕр-пĕр урока та пулин вĕсемпе ирттерес килет, анчах урок вырăнне – лекцисем. Астăватăп-ха, вуннăмĕш класа куçсан Асхвасемпе Вырăскас Пикших ачисем пĕрле вĕренме пуçларăмăр. Тÿрех пĕр чĕлхе те тупнăччĕ: пĕрле çÿреме, класри хуйхă-суйха пайлама, пĕрне пĕри пулăшма тăрăшаттăмăр. Класс ертÿçи Лидия Калистратовна Федотова та нумай вăй хучĕ. Вăл пирĕн класшăн çав тери пăшăрханатчĕ, ырă пулмалли çинчен асăрхаттаратчĕ. Çавна май класри туслăх хĕрÿленсех пычĕ. Юлашки кунсенче пĕр пĕринчен пачах та уйрăлман тесен те йăнăш пулмĕ. Шкулти юлашки шăнкăрав сассине итлеме çирĕм пĕр ача линейкăна тăчĕ. Унтан шкулти юлашки каç пулчĕ.

Халĕ эпир тĕрлĕ хулари аслă шкулсенче вĕренетпĕр: Канашра, Шупашкарта, Мускавра. Аслă шкулсем те тĕрлĕрен: ЧПУ, Ял хуçалăх академийĕ, МГОУ, МАДИ тата ыттисем. Инженер, экономист, журналист, филолог, бухгалтер, повар-кулинар дипломĕсене илме ĕмĕтленетпĕр. «Шкулти туслăх манăçмасть», – тесе калатчĕ ватă асанне. Тĕрĕс калаççĕ çав ваттисем. Халĕ те эпир пĕр-пĕрне сывлăх сунма, кулленхи пурнăç пирки кăсăкланма манмастпăр. Пушă вăхăта пĕрле ирттерме, шкулти пурнăçа аса илме тĕл пулатпăр.

Эсир те, тин кăна шкул саккинчен уйрăлнисем, çĕнĕ туссене тупсан малтанхисене ан манăр. Вĕсемпе тĕл пулусем шырасах тăрăр. Шкул вăхăчĕ те хăйне кура ылтăн, нихçан манăçми тапхăр. Шкулти пурнăç – çын ĕмĕрĕн чĕрĕк пурнăçĕ. Шкулта чи черчен вăхăт – ачалăх иртет. Çакна яланах асра тытăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика