08 августа 2008 г.
Кам пире чунтан юратать,
Лăпкать, инкекре пулăшать;
Кам пире инçе çула ăсатнă чухне
Вĕри куççульне темччен юхтарать;
Паллах, анне.
Кам вăрттăнлăхсене упрама пĕлет,
Тутлă апат-çимĕç пĕçерме вĕрентет;
Кам пире ырă канашсем парать,
Кăмăл япăх чухне йăпатма тăрăшать;
Паллах, анне.
Кам пире пурнăçра телейпе пĕрле
Ырлăх-сывлăх сунать;
Кам пире кирек мĕнле йăнăшсемшĕн
Каçарать, тÿрĕ çул çине кăларать;
Паллах, анне.
Çак сăвва иккĕмĕш аннене, Васильева Людмила Николаевнана, халаллатăп.
Асхва ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ çак ырă та çепĕç чĕреллĕ хĕрарăм: икĕ ывăлпа икĕ хĕр хушшинче Люда ÿсĕмĕпе виççĕмĕш пулнă. Пĕчĕклех кил-çуртри ĕçе хăнăхнă, ашшĕ-амăшне пулăшнă.
Шкулта вĕреннĕ чухнех Люда тăван колхозра ĕçленĕ. Ÿркĕнмен вăл, ăçта хушнă çавăнта тăрмашнă çитĕннисемпе пĕрле. Вырăскас Пикших вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пĕр вăхăт хушши ял советĕнче тата судра секретарьте тăрăшнă.
Ял каччипе Виталипе мăшăрланнă хыççăн Мускав хулине тухса каяççĕ. Унта та ĕçсĕр ларман Асхва хĕрĕ, мĕн пур хастарлăхне пухса Лихачев ячĕллĕ автозаводра тăрăшнă. Раççей тĕп хулинче виçĕ çул пурăнсан Васильевсем пĕчĕк хĕрĕпе, Таньăпа, тăван яла куçса килнĕ.
Канаш хулинчи больницăна санитаркăна вырнаçнă. Халĕ те унтах тăрăшать. Коллективра Людмила Николаевнана хисеплеççĕ, лайăх ĕçленĕшĕн Хисеп грамотипе те чысланă.
Ялта та ырăпа кăна асăнаççĕ ун пирки. Тăван пиччĕшĕн тăлăха юлнă хĕрне усрава илнĕ, тăван ачи пек юратса пăхса ÿстернĕ, пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă. Халĕ ĕнтĕ Людмила Николаевнан икĕ хĕр: Татьяна Канашри ача садĕнче воспитательте тăрăшать, мăшăрĕпе тата Николай ывăлĕпе Энтриялĕнче пурăнать, Галина – Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренет.
Людмила Николаевна кукамай та пулнă. Мăнукĕ, Николай, кукамăшĕпе кукашшĕ патне хăнана килме çав тери кăмăллать, вĕсене юратать.
Çурлан 7-мĕшĕнче юратнă аннеçĕм 45 çул тултарчĕ. Çуралнă кун ячĕпе мăшăрĕ Виталий (кăçал вĕсем кĕмĕл туйне паллă турĕç), хĕрĕсем Татьянăпа Галина, кĕрÿшĕ Алексей, мăнукĕ Николай, тăванĕсем, пĕрле ĕçлекенĕсем, кÿршĕ-аршăсем саламлаççĕ. Ырлăх-сывлăх, телей, юрату, ĕçре ăнăçусем сунаççĕ. Хальхи пекех чипер, ырă кăмăллă пулма сĕнеççĕ.