АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИТĔНТЕРНĔ ТЫР-ПУЛА ВĂХĂТРА ПУХСА КĔРТЕСЧĔ

08 августа 2008 г.

Эрне район администрацийĕн службисен, пайĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен кашни уйăхрах иртекен анлă ларăвĕпе пуçланчĕ. Яланхи пекех ăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ. Кун йĕркинче çичĕ ыйту пулчĕ.

Хальхи вăхăтри тĕп ĕç вăл – ĕççи. Унран явапли, чи йывăрри теме те чĕлхе çаврăнать, çук та-тăр. Кăçал йывăр вăхăта килчĕ вăл – çумăрĕ йĕпетсех тăрать. Кăмăла кайман çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем районта 13429 гектар йышăнаççĕ, вĕсенчен 4954 гектарĕ – кĕрхисем. Эрне пуçланнă çĕре 11 хуçалăхра вырма ĕçĕсене тытăннă. «Цивиль» тулли мар яваплă пĕрлĕхре, «Урюм», Киров ячĕллĕ, «Мотор» ял хуçалăх кооперативĕсенче уй-хир ĕçĕсен пуçламăшĕ начар мар. Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне 529 гектар çинчи кĕрхи тырра çулнă. 496 тонна кĕрхи тулă, 84 тонна кĕрхи ыраш пухса кĕртнĕ. Районăн вăтам кăтартăвĕ – гектартан 19 центнер. Киров ячĕллĕ, «Путь Ленина» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, «Цивиль» тата «Весна» тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче тухăç районăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах. Хуçалăхсене ушкăнсем çине пайласа тухнă, çав ушкăнсем çумне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсене, пайĕсемпе службисен пуçлăхĕсене, специалисчĕсене çирĕплетнĕ. Вĕсем хуçалăхсенче вырма мĕнле пынине тĕрĕслесе тăма тивĕç. Ĕççине çутатса тăма пресс-ушкăн туса хунă. Валерий Геннадьевич хăрушсăрлăх техникине, ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтерчĕ, çакăн çинчен механизаторсене асăрхаттарсах тăмаллине каларĕ. Вырмана хутшăнакансене ĕç вырăнĕнчех виçĕ хутчен вĕри апат çитерессине, кирлĕ пулсан медицина пулăшăвĕ парассине те йĕркелемелле.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче вырмана хутшăнакан техникăна юсаса çитереймен. Чылай паркра токарь станукĕ çукки кирлĕ детальсем хатĕрлессинче пысăк чăрмав кăларса тăратать. Дизтопливо кÿрсе килмен хуçалăхсем те пур-ха. Çумăрлă çанталăка пула тырă йĕтем çине нÿрĕ пырса кĕрĕ. Тырă типĕтекен агрегатсем вара районта пурĕ те 16 анчах. Çавăнпа та çакăн пек агрегат çуккисен çапса илнĕ тĕш тырра мĕнле типĕтесси çинчен халех шутламалла, тĕрĕсрех каласан, типĕтсе тасатма тивĕçлĕ организацисемпе, сăмахран Канашри элеваторпа, килĕшÿ тумалла.

Кĕрхи тырăсем акма районĕпе 7220 гектар çĕр хатĕрлеме палăртнă. Планпа пăхнин 60 ытла процентне тултарнă. Кĕр акине хатĕрленес енĕпе «Олимп», «Сеспельское», «Победит», «Агат», «Ямашевская» агрофирма», «Мотор» агрофирма» тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, Киров ячĕллĕ ЯХПКра лайăх ĕçлеççĕ, «Дружба», «Волга», «Восход», «Маяк», «Заря» пĕрлĕхсен хирĕсене плуг çаклатнă тракторсем тухайман-ха.

Нормăпа кашни условнăй выльăх пуçне 28 центнер апат единици хатĕрлемелле. Хальлĕхе 16 апат единици шутланать. Хăш-пĕр хуçалăхра вара нормăн çуррине те пурнăçлайман. Районĕпе çак уйăхăн 5-мĕш кунĕ тĕлне утă 3128 тонна (планпа 5110 хатĕрлемелле), сенаж 13590 тонна (планпа 18055), силос 2100 тонна (планпа 6640) хатĕрленĕ, 5158 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене çулса пăрахнă.

Социаллă сферăри объектсене (вĕрентÿ, медицина тата культура учрежденийĕсене) кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ В.Степанов паллаштарчĕ. Районти 34 шкултан 12-шĕ вĕренекенсене кĕтсе илме алăкĕсене яриех уçма хатĕр. Ыттисене çак уйăхăн 15-мĕшĕ кунĕ тĕлне юсаса çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитермелле. Ямаш, Чакаç, Янкăлч тата Шаккăл клубĕсенче хальлĕхе тĕпрен юсас тесе пĕр япалана та вырăнĕнчен хускатман-ха. Фельдшерпа акушер пункчĕсенче те тумалли ĕçсем çителĕклех. Обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ Д.Леонтьев ял тăрăхĕсенче генплансем хатĕрлессине йĕркелесе ярас енĕпе тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Денис Геннадьевич, тĕпрен илсен, ăнлантару калаçăвĕ ирттерчĕ. Паллах, çак калаçу уйрăмах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсемшĕн питех те усăллă пулчĕ.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов кăçалхи 7 уйăхра районти муниципаллă тытăмсен пурлăх правине патшалăх енчен шута илес ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Валерий Петрович пĕлтернĕ тăрăх, çĕр лаптăкĕсене, куçман пурлăх объекчĕсене регистрацилес ĕçе районта вĕçленĕ.

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕ О.Петрова ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче граждансен социаллă пулăшусен пуххине илмелли йĕркене пурнăçа кĕртес ыйтупа йышăнусем мĕнле иртнине тишкерсе тухрĕ. Ольга Михайловна ку енĕпе Пенси фончĕн специалисчĕсене Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова нумай пулăшнине палăртрĕ, ăна асăнмалăх парне парса тав турĕ. Çав хушăрах вăл ватăсемпе тĕл пулассине Хучел, Шаккăл ял тăрăхĕсенче начар йĕркеленипе кăмăлсăр пулнине пĕлтерчĕ.

Халăха ĕçе вырнаçтаракан центр директорĕ Б.Семенов ĕçсĕр çынсене обществăллă ĕçсене явăçтарас енĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе çыхăнса ĕçлесси епле йĕркеленсе пыни çинчен каласа пачĕ.

Ларăва пынисем Шелттем тата Шăхасан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Николаевпа А.Егоров суйлавçăсем панă наказсене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен каласа панине итлерĕç.

Лару район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Софроновăн пĕтĕмлетĕвĕпе вĕçленчĕ. Владислав Васильевич уй-хир ĕçĕсене тунă чухне сиксе тухнă ыйтусене татса пама кирек хăш вăхăтра та хатĕр пулмалли, хĕле хатĕрленессипе çыхăннă ĕçсене паянах тытăнмалли, ялсем тирпей-илемĕпе илĕртсе тăмалли çинчен каларĕ. Кăçал районта 18 километр тăршшĕ хытă сийлĕ çул тумалла, вĕсенчен 7 километрĕ тăрăх машинăсем чупма пуçланă та ĕнтĕ. Малашне çула йышăннă чухне ял тăрăхĕн пуçлăхĕн те алă пусмалла. Çавăнпа та вĕсен строительсем çула пахалăхĕ енчен мĕнле тунине тĕрĕслесех тăмалла.

Район администрацийĕн экономика пайĕ ял тăрăхĕсем хушшинчи социаллă пурнăçпа экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. Кăтартусем тăрăх Янкăлч ял тăрăхĕ çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Хучел тата Асхва ял тăрăхĕсем. Çакăн çинчен пай пуçлăхĕ В.Александрова пĕлтерчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика