АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСРАХ-ХА АЧАЛĂХ СУКМАКĔСЕМ

06 августа 2008 г.

Ăçта васкать-ши вăхăт? Сисĕнмесĕрех иртет вăл. Тин кăна пĕчĕкскерсем урамра чупса çÿреттĕмĕр, тĕрлĕрен вăйăсем выляттăмăр туссемпе: хăваламалла, пытанмалла, лапталла.

Унсăр пуçне эпир, хĕрачасем, апат пĕçермелле выляттăмăрччĕ. Хаш-пĕр чухне вара каçхине урамра пĕчĕк концертсем лартса параттăмăрччĕ. Халь аса илсен питĕ кулăшла пек туйăнать. Ун чухне вара, эх, юрласа та, ташласа та кăтартаттăмăрччĕ. Пирĕн çине пăхма аслисем те пуçтарăнатчĕç. Питĕ хаваслă вăхăт-çке ачалăх. Нихăçан та асран кайман вăхăт.

Халĕ çитĕннĕ ĕнтĕ эпир. Ачалăх хыçа юлчĕ. Пĕчĕк чух аслисем çине пăхсан часрах çитĕнес килетчĕ, вĕсем пек пулас килетчĕ. Кайран иртнĕ вăхăт çинчен тунсăхлама пултарнине шутламан та ĕнтĕ.

Хамăр урамри ачасем çине пăхатăп та вĕсен вăхăтĕнче эпир мĕнлерех пулнине аса илетĕп. Пирĕн пекех питĕ туслă пурăнаççĕ вĕсем. Кашни кун тенĕ пек хăйсен ушкăнĕпе пухăнса выляççĕ, пулла каяççĕ, библиотекăна та пĕрле çÿреççĕ. Çав вăхăтра килĕнче ашшĕпе амăшне пулăшма та манмаççĕ. Туслă пурăннине мĕн çитет-ши;

Çыннăн пурнăçĕ хăйĕн аллинче. Çамрăк ĕмĕре интереслĕ те усăллă иртересси çынран хăйĕнчен килет.

Ачана мĕн пĕчĕкренех вĕрентме пуçламалла. «Çын пуласси ачаран паллă, лаша пуласси – тихаран», – тесе ахальтен каламан ĕнтĕ ватăсем. Ачан пуласлăхĕ çинчен ÿссе çитсен мар, вăл çуралсанах шутлама пуçламалла. Вара маттур, ĕçчен, ырă кăмăллă çын çитĕнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика