06 августа 2008 г.
Иртнĕ эрнере Раççей перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕпе Л.Карзаковапа çыхăнтăм. Ăна банкра нумай çул ĕçлекен лайăх çын çинчен çырас кăмăл пурри çинчен пĕлтертĕм. Хаваспах тивĕçтерчĕ вăл ман ыйтăва.
– Банк уйрăмĕн Шăхасанти операци кассинче ĕçлекен Петрова контролер-кассир çинчен çырма пултаратăр. Вăл мĕнле тăрăшуллă, ĕçчен пулнине вуласа пĕлччĕр, çак хисепе вара Надежда Алексеевна чăннипех тивĕç, – терĕ Людмила Николаевна.
Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче операци касси вырнаçнă çурт çунса кайрĕ. Çурчĕ тахçанах кивелсе çитнĕ, çĕрĕшнĕ, ялти ватăсем те ăна хăçан тунине ас тумаççĕ. Пушарнăйсем каланă тăрăх, вут-çулăм электропровод пăсăккипе тухнă. Операци кассине вăхăтлăха Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕ унччен вырнаçнă çĕре, Пушкин урамĕнчи 14-мĕш çурта, куçарнă. Эрне вĕçĕнче унта çул тытрăм. Хам мĕн сăлтавпа килнине пĕлтерсен çакăн пек хурав илтрĕм:
– Эсир килессе Людмила Николаевна пĕлтернĕччĕ-ха. Анчах, каçарăр та, паян сирĕнпе калаçма вăхăт тупаймастăп пуль, клиентсем нумай. Ыран апат вăхăтĕнче килейместĕр-ши;
Эпĕ ку шăпах мана кирлĕ çын пулнине туйса илтĕм. Унăн сăмахĕсемпе килĕшнине пĕлтерсе пуçа сĕлтрĕм. Тепĕр кун палăртнă вăхăтра каллех банк çурчĕн алăкĕ патне пытăм. Калаçу тухăçлă та усăллă ирттĕр тесе сĕтел хушшине ларсах сăмах çăмхине сÿтме тытăнтăмăр.
– Пирĕн пата килекенсем кашниех тенĕ пек хăçан каялла Шăхасана пыратăр тесе ыйтать. Питĕ лайăх ăнланатпăр вĕсене, хама та кунта хăш-пĕр чухне ют килти евĕр туятăп. Чунпала Шăхасантах ĕçлетĕп. Райпо хăйĕн çурчĕсенчен пĕринче пÿлĕм уйăрса панă-ха, вак-тĕвек ĕçсене туса пĕтерсен тăван енех таврăнатпăр та-ха... – пуçларĕ хăйĕн сăмахне Надежда Алексеевна.
Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен Надьăна, çĕршыври пиншер çамрăка пекех, пĕр ыйту канăç паман: малашлăха тапаланма хăш çулне суйласа илмелле-ши; Сĕнÿ, канаш паракансем нумаййăн пулнă. Надя вара вĕсенчен пĕрне, Арзамас хулинчи банк заведующийĕнче ĕçлекен Лида аппăшĕнне (амăшĕн йăмăкĕ вăл) суйласа илнĕ. Çамрăк хĕр Шăхасанти перекет кассине ĕçе илме ыйтса хут çырса панă. Ăна кассира йышăннă. Çав çулах вăл Вячеслав ятлă каччăпа пĕрлешнĕ.
– Паянхи пекех ас тăватăп эпĕ ĕçе вырнаçнине пĕлнĕ атте каланă сăмахсене. «Хĕрĕм, çăкăр çимелĕх, тумланмалăх ĕç тупрăн-ха эсĕ, анчах та темскер тухас-тăвас пулсан сана укçа парса çăлас тесе сутмалли ĕне çук манăн. Турă сыхлатăрах, енчен те йăнăшсан тÿлесе пĕтереймерĕпĕр. Эсĕ халĕ çемьеллĕ. Кĕрÿпе иксĕр пĕрле ларса тĕплĕн шутласа пăхăр. Санăн кассирта ĕçлемелле е çук; Ĕçлесех тетĕн пулсан питĕ тимлĕ пул, укçа шута юратать. Çак сăмахсемшĕн мана эс ан çиллен, хĕрĕмçĕм, вĕсене эп сана лайăх пултăр тесе калатăп мар-и;» – терĕ. Атте сăмахĕсем ĕмĕр асра юлчĕç, час-часах аса илетĕп, çав ăслă та вырăнлă сăмахсем маншăн саккун пекех. Вăт çапла эпĕ кассир пулса тăтăм, – сăмахне малалла тăсрĕ Н.Петрова.
Çамрăк чухне ĕçлеме те, вĕренме те ĕлкĕрмелле. Пĕлÿ илсен вара ĕçлеме те çăмăлтарах. Надежда куçăмсăр майпа вĕренсе Канашри финанспа экономика техникумĕн дипломне илнĕ.
– Çăмăл марччĕ ĕçлеме. Районти тăхăр ялта пурăнакансене шалу пама укçа илме килетчĕç, 15 магазинтан сутса пухăннă укçана килсе паратчĕç. Эпир вĕсене пачкăшарăн инкассаторсем валли хатĕрлеттĕмĕр. Тимлĕхе самантлăха та çухатмалла марччĕ, тирпейлĕхпе яваплăх тени те шут ĕçĕнче питĕ пулăшатчĕ, – тет манпа калаçакан.
Вунă çул кассирта ĕçлесе самаях опыт пухăнсан Н.Петрована заведующине лартаççĕ. Çак должнăçра вăл 15 çула яхăн тăрăшать. Шăхасанти перекет кассине пĕтерсе Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн операци касси туса хурсан Надежда Алексеевна контролер-кассир ĕçĕсене туса пыма тытăнать. Çак касса Пайкилтри, Малти Тукайри, Ямашри, Çеçпĕлти перекет кассисем тивĕçтерсе тăнă 27 ял çыннисене пулăшусем парать. Тĕп клиентсем – пенсионерсем. Вĕсем – 615-ĕн. Халăх пенси илме, коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме, укçа хума килет, пенси укçине тÿрех перекет кĕнекине хуртаракансем те пур. Унсăр пуçне 1991 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕччен хунă вкладсемшĕн 1954 çулта тата маларах çуралнă граждансене компенсаци параççĕ. Надежда Алексеевнапа пĕрле çакăн евĕрлĕ финанс операцийĕсене Т.Иванова кассир та тăвать. Татьяна Вячеславовна кунта 1987 çултанпа тăрăшать. Хăйĕн ĕçне вăл лайăх пĕлет, тÿрĕ кăмăлпа, вăхăтра пурнăçлать ăна.
– Халăхпа ĕçлеме юрататăп, вĕсем мана хисеплеççĕ, вĕсен кашни ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшатăп. Çакă мар-и-ха хамăн ĕçе пĕтĕм чун-чĕререн парăннине пĕлтерет; Ман шутпа çакă! – терĕ Надежда Алексеевна хăйĕн ыйтăвне хăех хуравласа.
Çак юратăва вăл хĕрĕнче те çуратнă. Людмила Канашри финанспа экономика техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ, 10 çул ытла банкăн Чăваш Енти уйрăмĕнче ĕçлет, çемьеллĕ. Петровсен ывăлĕ Сергей – инженер-электрик, çемйипе Мускавра пурăнать. Хĕрĕпе ывăлĕ ашшĕпе амăшне икĕ мăнук парнеленĕ.
Ĕçри çитĕнÿсемшĕн, нÿмай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, пĕтĕмпе вăл банк системинче 32 çул ытла тăрăшать, Н.Петрова кассир-контролера Раççей Перекет банкĕн Атăлпа Вятка банкĕн правленийĕн, Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Хисеп грамотисемпе чысланă, парнесем панă.