06 августа 2008 г.
В.Кузнецова (Ульянов ячĕллĕ ЧПУ журналистика факультечĕн деканĕн çумĕ) пире çав тери савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ. Лайăх паллăсемпе вĕренсе пыракан, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан студентсене Мускав тата Санкт–Петербург хулисене экскурсие илсе каяççĕ иккен. Манăн вара авалхи патшасен хулине, Мускава, тахçанах кайса курас килетчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех унăн историйĕпе тĕплĕн паллашнăччĕ эпĕ. Тĕп хуламăрпа çывăхарах паллашас тĕллевпе тÿрех çул çÿреве пуçтарăнтăм.
Автобус маршручĕ Чулхула тата Владимир облаçĕсем урлă выртрĕ. Нихçан курман юхан шывсем, ялсем, хуласем вĕлтлетсе иртрĕç. Çапла автобус кантăкĕнчен пăхса пытăм, вун икĕ сехет иртсе кайнине те сиссе юлаймарăм.
Мускав пире, чăвашсене, ăшшăн кĕтсе илнĕн туйăнчĕ. Каçхи хула çутă, çитмĕл çичĕ тĕспе çуталса ларать тейĕн. Чăваш студенчĕсене И.Федоров ячĕллĕ издательствăпа полиграфи колледжĕн общежитине вырнаçтарчĕç. Çав тери таса та хăтлă пÿлĕмсем уйăрса пачĕç. Çул çинче чылай вăхăт ирттернĕрен е тепĕр кун валли вăй пухас тĕллевпе пурте пĕр вăранми çывăртăмăр.
Экскурсовод пире Раççей Федерацийĕн тĕп хулипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Эпир, халиччен Мускавра пулса курманскерсем, унăн сăмахĕсене тимлĕн итлерĕмĕр. Чи малтанах вăл хула çинчен çÿрекен юмах-халапсемпе паллаштарчĕ. Хула çыннисем Мускав çичĕ сăрт çинче тытăнса тăрать тесе шутлаççĕ иккен. Авалхи Рим пек ĕнтĕ. Анчах Мускавра пурăнакансем кашни сăртне ят парса тухнă. Тĕслĕхрен, «Çерçисен сăрчĕ». Ĕлĕк-авал çавăнта çерçисем пуçтарăнма юратнă пулать, ячĕ те çавна май тытăнса юлнă. Унтан пирĕн çул-çÿрев Мускав кĕперĕсем урлă выртрĕ. Вĕсем те мегаполисра сахал мар. Чи пысăкки вара «Миллион кĕперĕ» ятлă.
Хулан кашни урамĕ, çурчĕ историпе çыхăннă. Чи ватти – Тверь урамĕ. Мускавпа Питĕре Тверь хули çыхăнтарнă пулнă. Раççей патшисем Тверь хулинче нумайлăха чарăннăран-ши, Мускав хулинчи урам ячĕ те çак ятпах тытăнса юлнă. Экскурсовод кашни паллă çын ăçта пурăннă, утса çÿренĕ, вĕреннĕ вырăнĕсене палăртса хăварма манмарĕ. ЧПУ вĕренекенĕсем Пушкин, Циалковский, Гоголь, Шевченко, Королев, Пĕрремĕш Петĕр патша тата историре тарăн йĕр хăварнă ытти çынсен палăкĕсене тимлĕн сăнарĕç, астуса юлма тăрăшрĕç. Ломоносов ячĕллĕ МГУна та çитсе килтĕмĕр. М.В.Ломоносов çитĕнĕвĕсене, чаплă ученăй Раççей халăхĕ валли туса хăварнă ĕçсене те асăнса хăвартăмăр.
Мускаври чи илемлĕ те кăсăклă вырăн, ман шутпа, Хĕрлĕ лапам тата Кремль. Кремль – хулан историйĕ анчах мар, вăл обществошăн та, политикашăн та пĕлтерĕшлĕ вырăн. Мĕншĕн тесен ют çĕршыв президенчĕсемпе паллă çынсем Кремльте чарăнма кăмăллаççĕ, унта тĕнчери чи кирлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Мĕнпе илĕртет-ха сумлă хăнасене Кремль;
Кремле Виççĕмĕш Йăван патша хушнипе туса лартнă. Çирĕм хуралтăран тăрать вăл. Кашни хуралтăн хăйĕн ячĕ. Çÿллĕшĕпе те, формипе те пĕр пеккисене курма пулмасть. Чи аслă хуралтăна Вăрттăнлăх хуралти тенĕ, кĕçĕннине – Патша хуралти. Кремль хÿмисем 2235 км тăсăлаççĕ. Вĕсем сăрталла хăпараççĕ е хăвăрттăн çÿллĕшне çухатса анса каяççĕ. Кремль стени çумĕнче Раççей патшалăхĕн паллă çыннисен вил тăприйĕсене тĕл пулма пулать.
Хĕрлĕ лапамра В.Ленин мавзолейне те кĕрсе курма тÿр килчĕ. Турра ĕненекеннисем валли Василий Блаженный храмĕ ĕçлет. Унта кашниех кĕрсе тухма пултарать. Мускав капăрлăхне курма таçтан та килеççĕ иккен: Португалирен, Испанирен, Китайран, Японирен тата ытти ют çĕршывсенчен. Эпĕ Испанирен килнĕ Робертапа паллашрăм. Вăл испан, француз чĕлхисĕр пуçне акăлчан чĕлхине те аванах пĕлет. Çавă пулăшрĕ те пире калаçма. Калаçуран çакна пĕлтĕм: манпа калаçакан Раççее пуçласа килнĕ. Пирĕн çĕршыва вăл хисеплет, юратать.
Мускав хулине чăннипех те килсе курмасăр май çук. Паянхи куна Мускав мегаполис шутланать, Париж, Нью-Йорк хулисемпе ăмăртать. Мускавра 175 метрополитен уçнă. Чи ватти – ВДНХ (выставка достижений народного хозяйства). Тĕлĕнмелли те тупăнсах пычĕ. Мускавсем тата вĕсен хăнисем 40 минут хушшинче хулан пĕр кĕтесĕнчен тĕпĕр кĕтесне çитме пултарнине кам пĕлнĕ-ха;
Мускав – культурăн чи пысăк центрĕ. Тата çакна палăртса хăвармалла, Останкино телевидени башнин çÿллĕшĕ 537 м тăсăлать, виçи 501 тонна таять. Тĕнчере вăл иккĕмĕш вырăн йышăнать, Япони хыççăн ĕнтĕ. Раççей патшалăхĕн тĕп хулинче 120 музей. Кашниех тĕрлĕ историпе пуян. Мана Третьяков ячĕллĕ галерея питĕ килĕшрĕ. Кунта тĕнчипе паллă художниксен ÿкерчĕкĕсемпе паллашма пулать.
Галерейăра 60 ытла пÿлĕм. 100 000 пине яхăн ÿкерчĕк. Эпир тĕнчипе паллă вырăс художникĕсемпе паллашрăмăр: Саврасов, Васнецов, Айвазовский, Третьяков, Перов, Левитан. Вĕсен ÿкерчĕкĕсем çав тери хитре, ĕнентерÿллĕ. Галерея çумĕнче храм-музей та пур. Унта Тихвинская Турă амăшĕн иконне те куртăмăр.
Третьяков галерейинчен аякрах мар Лужков (Мускав хулин мэр хушамачĕ) кĕперĕ пур. Урăхла ăна юрату кĕперĕ теççĕ. Сăлтавĕ те паллă. Мускав çамрăкĕсем валли ятарласа юрату йывăççисем лартса панă. Унта кашни юратакан мăшăр çăра çакать. Çăраççине Мускав ятлă юхан шыва (чи пысăк юхан шыв) ывăтать. Çакă çамрăксем пĕр пĕрне юратнине, ĕмĕре пĕрле пурăнса ирттерме шут тытнине пĕлтерет.
Каçхи Мускавра çамрăксене Кивĕ тата Çĕнĕ Арбат илĕртет. Эпир те, чăвашсем, çав урамсемпе киленме тухрăмăр.
Экскурси Мускав «Тĕнче тавра 130 минут хушшинче» циркри куравпа вĕçленчĕ. Жонглерсемпе акробатсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Тĕвесем, арăслансем тата моржсем çынсенчен пĕртте кая мар пулнине кăтартса пачĕç. Вĕсен ташшисем куракансене пурне те тыткăнларĕç. Тĕрлĕ хусканусем туса алă çуптарма та мантармаççĕ вĕсем. Мускав ЧПУ студенчĕсене питĕ килĕшрĕ. 21-мĕш регионлă автобусра ларакансем тулли кăмăлпа тăван республикăна таврăнчĕç. Кашни студентах экскурсие йĕркелекенсене (Л.Кураковпа А. Данилова) чĕререн тав тăваççĕ.