АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШКУЛ АЧАСЕНЕ КĔТСЕ ИЛМЕ ХАТĔР

06 августа 2008 г.

Нумаях пулмасть Катек шкулне çитсе курма тÿр килчĕ. Унта хĕрÿ ĕç пырать: çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Шкул директорĕ В.Германов отпускра пулнине пăхмасăр пĕлÿ çуртĕнче тăрăшать. Г.Григорьев завхоз та шкултах. Унсăр пуçне шкулта вĕренекенсенчен ĕç бригади йĕркеленĕ. Бригадăра В.Афанасьева, Е.Данилова, Т.Сергеева, Г.Асанова, Г.Григорьев тата Ю.Германов тимлеççĕ.

Шкулта сăрă шăрши кĕрет. Кĕске вăхăт хушшинче классене, коридора, спортзала юсаса, сăрласа çĕнетнĕ. Пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Çĕнĕ шкул тейĕн.

Шкулти лару-тăрупа мана В.Германов директор паллаштарчĕ. «Юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттермешкĕн патшалăх бюджетран укçа-тенкĕ уйăрса панă. Унпа йăлтах тĕллевлĕ усă курнă. Шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитерме спонсорсем те пулăшрĕç. «Победит» ООО ертÿçи Д.Семенов сăрăсем илме пулăшрĕ. Юсав ĕçĕсенче ашшĕ-амăшĕсем те хăйсен тÿпине хыврĕç. Класс ертÿçисем отпуска кайиччен хăйсен кабинечĕсене йĕркене кĕртсе хăварнă пулнă».

Шкулта шыв сечĕсене çĕнетме тытăннă. Пĕлÿ çуртĕнче ăс пухакансене паха шывпа тивĕçтерессипе Патăрьелĕнчи ПМК тăрăшать. Çак ĕçе туса ирттермешкĕн район администрацийĕ укçа-тенкĕ уйăрса панă.

Шкулта кăçал технологин çĕнĕ кабинечĕ уçăлать. Унта çавăн пекех библиотекăна тата информатика кабинетне тĕпрен çĕнетнĕ. Шкул, тĕпрен илсен, ачасене йышăнма хатĕр.

Каникул вăхăчĕ пулин те шкултан ача шавĕ самантлăха та татăлман, вĕсем пурте черетпе практикăна çÿренĕ. Хăйсем лартнă пахча-çимĕçе шăварнă, çум-курăкран тасатнă. Вĕсем пурте тăрăшса ĕçлеççĕ, хамăр вăйпа çитĕнтернĕ çимĕç тутлăрах-çке.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика