АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАНАШСЕН ПЫСĂК УЯВĔНЧЕ

06 августа 2008 г.

Чăваш Енте Канаш хулипе çыхăнман çын çук та пулĕ – вăл республикăн пысăк пĕлтерĕшлĕ чукун çул узелĕ шутланать, ун витĕр талăкĕпех Урал, Инçет Хĕвелтухăç еннелле тата çĕршывăн кăнтăр енчи районĕсене пуйăссем тухса каяççĕ. Хула гербĕ çине чукун çул ĕçченĕсен форма тумтирĕ çинчи кĕмĕл тĕслĕ çунатсене ÿкернĕ. Çавăнпа та «хурçă магистраль» ĕçченĕсен кунне тата хула çуралнă куна пĕр кунта уявлаççĕ. Çак чаплă уява паллă тăвакансем хушшинче районта пурăнакансем те пур. Çапла тума сăлтавĕ сулăмлă, мĕншĕн тесен Канашри предприятисене, уйрăмах чукун çул отрасльне кĕрекеннисене, ĕçлеме ялсенчен çÿрекенсем сахал мар. Апла пулсан хула аталанăвĕнче, çитĕнĕвĕсенче ял çыннисен тÿпи çук мар.

Кăçал çак кун асра юлмалли пулăмпа пуçланчĕ. Пирĕн хуларан республикăн кирек мĕнле кĕтесне каймалли çулсем пур. Канаш витĕр епле кăна транспорт иртмест пуль? Çав çулсенчен пĕри – хула ячĕпе çыхăннă урам, Канаш урамĕ теççĕ ăна. Ăна миçе çул ĕнтĕ тĕпрен юсаман, вăл çурхи кунсенче шăтăк-путăкпа витĕннĕ урамсене аса илтернĕ. Кăçалхи çу пуçламăшĕнче ăна йĕркене кĕртес ĕçсем пуçланнă, вĕсене вара шăпах Хула кунĕ тĕлне вĕçленĕ. Юсав ĕçĕсене хăйне лайăх енчен кăтартнă ку чухнехи кăткăс техникăпа пурнăçланă. Хулан тĕп урамĕсенчен пĕрне тĕпрен юсаса хута яни Канаша çуралнă кун ячĕпе кÿнĕ чи пысăк парнесенчен пĕри пулчĕ. Çак кунах хулари Культура керменĕн çуллахи паркĕнче фонтан хăйĕн кĕмĕл сирпĕнчĕкĕсене çÿлелле ывăтса килен-çÿренсен кăмăлĕсене çĕклерĕ.

Вырсарникун хула паркĕнче уяв иртрĕ. Канашсене саламлама нумай хăна килчĕ – Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Косолапов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова, федераллă службăн Чăваш Республикинчи финанспа бюджет сăнавĕн территори управленийĕн ертÿçи Н.Константинова, «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Горький чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕн предприятийĕсемпе организацийĕсен ертÿçисем тата ыттисем те. Савăнăçлă пая «кил хуçи», хула администрацийĕн пуçлăхĕ, В.Полукарова уçрĕ:

– Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кун эпир ĕçре тунă çĕнтерÿсем çинчен калаçатпăр, çитĕнÿсенче тÿпе хывнă предприятисене, вĕсенче ĕçлекенсен ячĕсене асăнатпăр. Паянхи кун эпир çавăн пекех хулана аталанма пулăшакан предприятисене те ырă сăмахсем каласа чыслатпăр, вĕсем чăннипех те хăйсен ырлăхĕшĕн кăна мар, хула çыннисен пурнăçне тата та лайăхлатас тесе те ырми-канми ĕçлеççĕ. «Промтрактор-Вагон» акционерсен хупă пĕрлĕхĕ, «Канашри автоагрегат завочĕ», «Канашри резецсен завочĕ» тата «Канашри «Стройтехника» завод» акционерсен уçă пĕрлĕхĕсенче ĕç укçи парас, налуксем тÿлес енĕпе проблемăсем çук. Эпĕ хула пурнăçне активлă хутшăнакансене пурне те чун-чĕререн тав тăватăп. Уяв ячĕпе, хаклă канашсем – Чукун çул тата Хула кунĕ ячĕпе!

Микрофон умне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов тухрĕ. Павел Владимирович уяв ячĕпе ăшă сăмахсемпе саламланă хыççăн Канашри 2-мĕш номерлĕ ача сачĕн заведующине Л.Михуткинана ыр кăмăллăх йăлисене çĕнĕрен чĕртес, çамрăксен культура тата кăмăл-сипет аталанăвне аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн, регионăн культура тата общество пурнăçне активлă хутшăннăшăн Раççей Федерацийĕн обществăлла наградăсен наци комитечĕн Михаил Ломоносов ячĕллĕ премин Дипломне пачĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова та Канаша пушă алăпа килмен. Салам сăмахĕсем каланă хыççăн «Чăваш Республикинчи чи хăтлă хула» конкурсра Канаш çĕнтерни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл хула администрацийĕн пуçлăхне В.Полукарована çĕнтерÿçĕн Дипломне пачĕ. Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Канаш хулинчи «Водоканал» ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă пĕрлĕх директорне Ю.Каценеленбогена «Чăваш Республикин халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Людмила Ивановна çак ята çирĕплетекен ĕнентерÿ хутне тата кăкăр çине çакса çÿремелли паллăна Юрий Львовича пачĕ.

Хула çыннисене уяв ячĕпе çавăн пекех Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч, Канаш станцийĕн пуçлăхĕ С.Андреев, «Промтрактор-Вагон» акционерсен хупă пĕрлĕхĕн директорĕ И.Гиске саламларĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх уявра чи лайăххисене палăртаççĕ. В.Полукарова чукун çул отраслĕнче хастар ĕçĕпе палăрнă çынсене хула администрацийĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Тирпей-илем тата ешĕл тум кÿрес енĕпе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ предприятисемпе учрежденисене, уйрăм çуртсен хуçисене дипломсемпе парнесем пачĕç. Вĕсем хушшинче район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Н.Поляков та пулчĕ. Çавăн пекех кăçалхи вĕренÿ çулĕнчи шкул ачисен спартакиадинче малти вырăнсене йышăннă шкулсене дипломсемпе наградăларĕç.

Парк çийĕн казаксен хаваслă юрри янăраса кайрĕ. Савăк кĕвĕ вăркăш çилпе таçта çитиех юхрĕ. Хула паркĕн çуллахи сцени çинче – Саранск хулинчи казак юррисен «Разгуляй» ансамблĕ. Коллектив канашсене сехет çурăна яхăн хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Вĕсем хыççăн хула артисчĕсем юрлас-ташлас ăсталăхне кăтартрĕç. Спорт вăййисем, хаваслă конкурссем уява хăйне евĕр илем кÿчĕç. Çамрăксен кăмăлне «Нота джи» ташă компанийĕ çĕклерĕ.

Казак юррисен «Разгуляй» ансамблĕн концерчĕ хыççăн вагонсем юсакан завод ĕçченĕсем хулан тĕп лапамне пухăнчĕç. Вĕсем байкерсем тытса пыракан мотоциклсен кĕрлевĕпе, чикан майрисен ушкăнĕн хаваслă шавĕпе, мыскараçăсемпе путишле çынсен вăййи-камичĕсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе тата ялавсемпе илемлетнĕ машинăсемпе Ленин проспекчĕ тăрăх хулари Культура керменĕ еннелле çул тытрĕç. Кунти çуллахи паркра вĕсем валли «Канаш – ку эпир!» уяв программи хатĕрленĕ. Вагон юсакансене профессиллĕ уяв ячĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов, хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Полукаровапа В.Софронов, «Промтрактор-Вагон» акционерсен хупă пĕрлĕхĕн директорĕ И.Гиске, Канаш хулин тата Канашпа Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Ю.Барышов саламларĕç. Ĕçре малта пыракан цехсен, участоксен, бригадăсен коллективĕсене, професси енчен чи лайăххисен ятне тивĕçнисене, завод ветеранĕсене савăнăçлă лару-тăрура парнесем, Хисеп хучĕсем парса саламларĕç, вĕсен ячĕпе илемлĕ юрăсем янăрарĕç. Саламлама Шупашкарти «Çеçпĕл» эстрада ансамблĕ те килнĕ, хăнасен кашни номерне хыттăн алă çупса тав турĕç канашсем. Çамрăксем «Çуралнă кун ячĕпе, юратнă хула» дискотекăра ташласа савăнчĕç.

Каçхи Канашăн тÿпине тĕрлĕ тĕспе сирпĕнсе çурăлакан çуртасем илем кÿчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика