01 августа 2008 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ-обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕ В.Димитриев подполковник шалти ĕçсен органĕсенче – 1985 çултанпа. Унăн ачалăхĕ Вăрăмпуç ялĕнче иртнĕ, вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ, икĕ çул салтакра çÿренĕ. Право йĕркин хуралне пост милиционерĕнчен пуçланă. Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Мускаври юридици институчĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ должноçсенче ĕçленĕ. Юлашки икĕ çулне районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицине ертсе пырать.
Нумаях пулмасть Чечен Республикинчен служба командировкинчен таврăннă. Унта вăл ултă уйăх Чăваш Республикин Шалти ĕçсен пайĕн милицин пĕрлештернĕ отрячĕн командирĕ пулнă. Служба ĕçне лайăх туса пынăшăн Вячеслав Ивановича Чечен Республикин коменданчĕ пирĕн ентешĕн ятне çырнă кинжал парса хавхалантарнă. Çавăн пекех В.Димитриева «Çарти çыхăнăва çирĕплетнĕшĕн» тата «Службăра палăрнăшăн» медальсемпе наградăланă.
Обществăлла хăрушсăрлăх милицин составĕнче – милицин участокри уполномоченнăйĕсен пайĕ, ГИБДД тата дознани уйрăмĕсем, патрульпе пост службин роти, административлă саккунсене пурнăçа кĕртекен ушкăн. Вĕсене милицин опытлă офицерĕсем ертсе пыраççĕ, хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа тăваççĕ. Çавăн пекех лицензипе ĕçлеме ирĕк паракан инспектор та пур.
Районти оперативлă лару-тăру лăпкă пулманни самях канăçсăрлантарать. Уйрăмах кулленхи пурнăçра çын вĕлересси ÿсĕрле пулни, вĕсенчен нумайăшне унччен судпа айăпланнисем туни шухăшлаттарать. Тепĕр хут преступлени тăвакансен хисепĕ майĕпен пысăкланать. Кăçалхи ултă уйăхра Раççей Федерацийĕн уголовнăй кодексĕн 116-мĕш статйин 1 тата 2 пайĕсене çирĕплетекен преступленисен (хĕненин) йышĕ 70 пулнă. Вĕсене пурне те шута илнĕ. Обществăлла вырăнсенче 27 преступлени тунине палăртнă. Çÿлерех илсе кăтартнă тĕслĕхсем район территорийĕнче лару-тăру çивĕчленсе пынине çирĕплетсе параççĕ.
Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 6 пине яхăн административлă протоколсем çырнă. Çакă вăл пĕлтĕрхи ултă уйăхринчен 49, 5 процент нумайрах. Çав хушăрах спиртлă шĕвек (сăмакун) сутнă фактсене тупса палăртас енĕпе ĕçлессине хавшатман. Çакăн пек тĕслĕхе районта 80 хутчен палăртса хут çырса çирĕплетнĕ. Шăхасан ял тăрăхĕнче – 7, Пайкилт, Карăклă, Кăшнаруй, Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕсенче – 5-шер, Асхва, Çĕнĕ Чалкасси, Вăтакас Кипеч, Шелттем, Энтрияль, Янкăлч ял тăрăхĕсенче 4-шар çынна сăмакун юхтарса сутнăшăн явап тыттарнă. Хучел ял тăрăхĕнче кăçалхи çур çулта кун пек преступлени тунине асăрхаман. 17 фактпа уголовнăй ĕç пуçарнă. Çак граждансем ĕçме юрăхсăр, сывлăхшăн сиенлĕ хаяр шĕвексем сутнă.
Оперативлă мерăсем йышăннипе çул çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвассине чакарма май килнĕ пулин те, палăртнă ĕçсен тĕллевне тĕпе хурса ĕçлессине вăйлатмалла. Хальхи вăхăтра ачасен сывлăхне çирĕплетекен икĕ лагерь милици тимлĕхĕнче тăрать.
Районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ профилактика ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрать, оперативлă лару-тăрăва малалла лайăхлатса пыма хăйĕн умне тĕллевлĕ задачăсем лартнă.