АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇ ТĔЛНЕ ПĔЛЕКЕН КАНУРА ТА МАТТУР

01 августа 2008 г.

Ветеринарсен професси уявĕн кунне Раççейре официаллă майпа йышăнса палăртман. Çĕршывăн кашни кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнакан ветеринар çак куна професси уявĕ пек çирĕплетме Раççейре тухса тăракан «Ветеринари пурнăçĕ» хаçата ыйтса çырать пулин те ку енĕпе хускану пулман-ха. Апла пулин те ветеринарсем пуçĕсене усмаççĕ, вĕсем çулсеренех утă, çурла уйăхĕсенче ĕçтешĕсемпе пĕр йыша пуçтарăнса çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыракансене хавхалантараççĕ, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ.

Пирĕн районти ветеринари службин ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тума кăçалхипе 15-мĕш хут пуçтарăнчĕç. Çак ĕçлĕ тĕл пулу çулсеренех тĕрлĕ ветеринари участокĕсенче иртнĕ май ĕçтешĕсене кăçал Шуркассинчи ветучасток кĕтсе илчĕ. Унччен маларах ветспециалистсем «Пинер» тата «Сормовский» тулли мар яваплă пĕрлĕхсене кĕрсе тухрĕç (ÿкерчĕкре). Хăнасен йышĕнче Чăваш Республикинчи Россельхознадзор управленийĕн патшалăх ветнадзор пайĕн патшалăх аслă инспекторĕ М.Кошкин тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров пулчĕç (ÿкерчĕксенче). Уяв кĕрекине районти тĕп ветврач А.Степанов ертсе пычĕ.

Районти ветеринари службин историйĕ чăннипех те пуян. Унта Терентий Степанович Петрухин уйрăмах тарăн йĕр хăварнă. Вăл Канаш хулине (ун чухнехи Шăхран станцине) 1925 çулта Хусанти ветеринари институчĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çемйипе куçса килнĕ. Вăл вăхăтра Канашра ветеринари участокĕ пулман. Фельдшер пункчĕ хуторта вырнаçнă пулнă, вăл унти пĕр пÿлĕме йышăннă. Çав çуртрах фельдшерпа санитар пурăннă. Çак участок Канаш районне тивĕçтерсе тăнипе пĕрлех Тăвай, Вăрмар тата Йĕпреç районĕнчи выльăх-чĕрлĕх сывлăхне те пăхса тĕрĕслесе тăнă.

1931 çулта ветеринари лечебници валли барак уйăрса панă пулнă, Т.Петрухин тăрăшнипе унта манеж, аптека тата стационар уçăлнă. Районти ялсене тухса çÿреме сиплев çурчĕн лаша пулнă. 1937 çулта паянхи кун ветеринари участокĕ вырнаçнă çурта хăпартма тытăннă. Çак çуртăн проектне Терентий Степанович хăй ăсталанă пулнă. 1940 çулта сиплев çурчĕ поликлиника пулса тăнă.

1939 çулта Т.Петрухин Финн вăрçине тухса кайнă. 1941 çулта Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланнă, служба унăн Ленинград фронтĕнче иртнĕ. 1946 çулта тăван тăрăха таврăннă хыççăн Терентий Степанович тĕп ветврач пулса ĕçлеме тытăннă. 1960 çулта вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Чунне парса ĕçленĕшĕн Т.Петрухина икĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденпа чысланă.

Т.Петрухин хыççăн П.Никоноров, В.Сергеев, Р.Огурцов, Н.Николаев, Л.Иванов, М.Кошкин эстафетăна малалла илсе пынă. 2004 çултанпа районти ветстанцие А.Степанов ертсе пырать. Чир-чĕре çийĕнчех тупса палăртса ăна кĕске вăхăтра пĕтерсе лартма ветеринари станцийĕн участоксенчи икĕ ветлечебница, 13 ветеринари участокĕ, ветеринарипе санитари экспертизисен 3 лабораторийĕ тата пĕр ветаптека пур.

Ветеринари службинче 29 специалист – аслă, 19-шĕ вăтам пĕлÿпе тимлеççĕ. Унта çавăн пекех бухгалтерсем техперсоналпа пĕрле тата тепĕр 20 çын ĕçлет. Чылайăшĕ хăйсен специальнăçĕпе 25 çул ытла тăрăшаççĕ, ăста специалистсем пулнипе палăраççĕ. Коллективра çурри ытла – хĕрарăмсем (89, 6 проц.). Кашни ветспециалист пилĕк çулта пĕрре ятарлă курссенче пулса хăйсен ăсталăх шайне ÿстерет.

Ветеринарсен професси уявĕнче Н.Стоновая (Сиккассинчи ветучасток), Т.Гаврилова (Уçырма), Ю.Алексеев (райветстанци), Т.Алексеева (Киров ячĕллĕ ЯХПК), З.Миронова (Киров ячĕллĕ ЯХПК) А.Степанов ветстанцин тĕп ветврачĕ – Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин; Л.Яковлева (райветстанци), Т.Филиппова (Кипеч) – район администрацийĕн; Л.Иванова (райветстанци), А.Петрова (Асхва) – районти ветеринари станцийĕн Хисеп грамотисене илме тивĕçлĕ пулчĕç. Саламлатпăр вĕсене, малашне те пысăк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма ăнăçу сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика