АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЛЕМЕ ТЕ, САВĂНМА ТА ПĔЛМЕЛЛЕ

01 августа 2008 г.

Кам канма пĕлмест – çавă лайăх ĕçлеме те пултараймасть. Çын хăйне килĕшекен çĕрте ĕçлесен, пушă вăхăтра савăнма пĕлсен вăл чăннипех те тулли пурнăçпа пурăнать темелле. Шупашкар районĕнчи Тренкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти музыка учителĕ Владимир Алексеев хăйĕн пурнăçĕпе чăннипех те кăмăллă. Ара, ĕçне юратса пурнăçлать вăл, савнă мăшăрĕпе пĕчĕк хĕрĕ хавхалантарнипе юрă-кĕвĕ çырать, хăйĕн пултарулăхĕпе тĕрлĕ концертра паллаштарать. Сцена çинче вăл Владимир Асхва ятпа тухать.

Владимир Алексеев 1979 çулта Асхва (унăн хушма ячĕ мĕнпе çыхăннине вулакансем ăнланчĕç пулĕ ĕнтĕ) ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкренех юрă-кĕвĕ тĕнчи еннелле туртăннă вăл. Çавна май 5-мĕш класра Вырăскас Пикшихри ача-пăча музыка шкулне кайнă. Унта вăл труба класĕнче 5 çул вĕреннĕ. Музыка шкулĕнчех баянпа фортепианăна "алла илнĕ", хăй тĕллĕн гитара калама хăнăхнă. Çак тапхăрта тĕрлĕ мероприятие хутшăнма пуçланă Владимир, вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕпе тĕрлĕ уявра халăха савăнтарнă.

Каччă 1994-1998 çулсенче Канашри педагогика колледжĕнче музыка уйрăмĕнче вĕреннĕ. Унта вăл вокалпа инструмент ансамблĕнче гитара каланă. Пурнăçра аслă пĕлÿ кирлине туйса В.Алексеев 1998 çулта Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультетне вĕренме кĕнĕ. Унта та вăл пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрнă, тĕрлĕ конкурса, çав шутра Раççей шайĕнчисене те, хутшăннă, призерсен йышне те лекнĕ.

Студентсен йышĕнче пулнă вăхăтра пултаруллă каччă "Урхамах" вокалпа инструмент ансамблĕпе паллашнă, часах унăн солисчĕ пулса тăнă. Çак ушкăнпа ĕçленĕ чухне Владимир Асхва опытне пуянлатсах пынă, унсăр пуçне хăех юрă çырма тата аранжировка хатĕрлеме пуçланă. Паллах, музыка пĕлĕвĕ пурри ăна яланах пулăшса пынă. 2006 çулта Владимир чăваш эстрада юррин "Кĕмĕл сасă" фестивальне хутшăннă, хăй çырнă "Тăван кил юррине" шăрантарса лауреат ятне тивĕçнĕ.

Хальхи вăхăтра шкулта музыка урокĕсене ертсе пынисĕр пуçне Владимир Петрович унти хорпа, вокал ансамблĕсемпе ĕçлет, ачасене тĕрлĕ инструмент калама хăнăхтарать. "Хорти, ансамбльти ачасем питĕ хитре юрлаççĕ. Вĕсемпе Ольга Хатина хореограф та ĕçлет. Вĕренекенсем районти тата республикăри тĕрлĕ конкурса, концертсене час-часах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Çакă, паллах, пире питĕ савăнтарать. Хамăра пулăшса пынăшăн шкул директорне Викентий Фомина тав тăвас килет", – чунне уçать музыка учителĕ.

Ĕçчен çын пур çĕре те çитет. Владимир Петрович вĕрентекен çеç мар, Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи "Шанчăк" коллективăн илемлĕх ертÿçи те (2006 çултанпа). Унта малтан аслăрах ăрури çынсем çеç çÿренĕ, халĕ вара çамрăксем те пур. Репертуарта ытларах халăх юррисем, эстрада номерĕсене те "çул панă". Коллектив районти мероприятисене (Амăшĕн кунĕ, Çăварни, Çĕнтерÿ кунĕ, Акатуй, ял уявĕсем) хастар хутшăнать.

Кирек мĕнле артист та вăхăт çитсен коллективран уйрăм, пĕччен юрлама тăрăшать. Владимир Асхва та çаплах. Сцена çине вăл халĕ хăй çырнă юрăсемпе çеç мар, Н.Краснов, Б.Амасев, В.Шоркина хайланисемпе те тухать. Ака уйăхĕнче юрăç хăйĕн пĕрремĕш альбомĕн ("Хула" ятлăскерĕн) презентацине ирттерчĕ, çавна май концерт йĕркелерĕ. Унăн юррисене итлесе халăх аса илÿ тыткăнне те лекрĕ (уйрăмах тăван кил, атте-анне çинчен çырнисене шăрантарнă чухне), такмаксемпе ташларĕ те.

Владимир Петрович çутă тĕллевсемпе пурăнать, малашне те халăха хитре юрăсемпе савăнтарма ĕмĕтленет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика