01 августа 2008 г.
Иртнĕ юнкун Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа вăрманĕнчи юмахри пек илемлĕ вырăнти кÿлĕ хĕрринчи уçланкă Чăваш Енĕн кăнтăр енчи ултă районĕн хаçатçисене илемĕпе килентерчĕ. Канаш, Йĕпреç, Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенчи хыпарсене вĕсенче пурăнакансем патне çитерекен журналистсем пĕр-пĕринпе чун каниччен калаçрĕç, тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехисене палăртрĕç. Уçă сывлăшра, çут çанталăк ырлăхĕн ытамĕнче, çÿлелле кармашакан ешĕл йывăçсен сулхăнĕнче канăçсăр чĕресем çĕкленÿллĕ кăмăлпа тулчĕç, кашниех хăйне çывăх тăванĕпе тĕл пулнă пек туйрĕ.
Йăлана кĕнĕ спартакиада кăçал пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Ăна Елчĕк райхаçачĕн тĕп редакторĕ Николай Алексеев уçрĕ. Вăл çакăн евĕр мероприятисем туслăха çирĕплетни, пĕр-пĕрин çинчен ытларах пĕлме пулăшни, ырă пуçарăвăн сукмакĕ такăрлансах пынине, хальхи çăмăлах мар пурнăçра тарăн тымар ярасса шанни çинчен пĕлтерчĕ. Елчĕк çĕрĕ çине килнĕ ятпа хаçат кăларакансене район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый саламларĕ. Шăмăршă райхаçачĕн тĕп редакторĕ Иван Саландаев ырă сунса кĕтсе илнĕшĕн хăнасен ячĕпе ăшшăн тав турĕ.
Инçе çул хыççăн сывлăш çавăрса ярсан спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Пилĕк тĕспе иртрĕ вăл: эстафета чупса, вĕрен туртса, мини-футболла выляса, алă вăйĕ виçсе, дартс персе. Эстафетăра канашсене çитекеннни пулмарĕ. Тĕп редактор çумĕ Артемий Мясников, çамрăк та вăй питтискер, хаçата калăплакан Ирина Храмова тата Ксения Емельянова корректор, çăмăл шăм-шаклă та лĕпĕш пек черченскерсем, дистанцире çил вĕçтерсе чупрĕç. Александр Владимиров тĕп редакторпа Виталий Алексеев яваплă секретарь, çулĕсемпе чылай аслă пулин те, маххă памарĕç – хăйсенчен никама та ирттерсе ямарĕç.
Вĕрен туртассипе те палăрчĕç Канаш хаçатçисем. Финалта вĕсем уяв хуçисемпе, елчĕксемпе, тĕл пулчĕç. Кăштах вăй çитеймерĕ пирĕн ентешсене. Çапах та иккĕмĕш вырăн çĕнтерÿ евĕрех туйăнчĕ. Армспорт енĕпе Ксения Емельянова корректор палăрчĕ. Вăл патвар кĕлеткеллĕ вăтам çулсенчи ĕçтешĕн сылтăм аллине ăмăрту сĕтелĕ вырăнне усă курнă тунката çумне туххăмрах лăпчăтса хума пултарчĕ. Шел, тепĕр икĕ тĕл пулăва выляса ячĕ. Унăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ тăваттăмĕш пулчĕ. Олег Алексеев корреспондент футбол площадкинче чи йăрăраххи пулчĕ: тÿрех паллă – ача чухне сахал мар мечĕк хăваланă.
Эстафетăра мала тухнăшăн канашсене дартс парнелерĕç. Çак енĕпе вĕсен кăтартăвĕ начартарах. Халĕ ăсталăха ÿстерме май пур. Статья çырса пĕтернĕ хыççăн, пуçа кантарнă чухне, пĕчĕк çеç çĕмренсене стена çумне вырнаçтарнă цифрăсемлĕ çаврашка çине пер те пер. Апла пулсан килес çул тĕл перессипе эпир те маттур пулатпăрах.
Ăмăртусем вĕçленсен, çĕнтерÿçĕсем парнесем илсен тата салам сăмахĕсем илтсен, шыва кĕрсе чÿхенсен пурте чашлама çиме ларчĕç. Уçă сывлăшра апачĕ пит лайăх анчĕ. Чылайччен ешĕл уçланкăра хаваслă вăйă-кулă илтĕнсе тăчĕ. Асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Килес çул Канаш çĕрĕнче тĕл пулма калаçса татăлчĕç.