АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔРЛĔХЛĔ ТРАНСПОРТ КАРТТИПЕ УСĂ КУРМА ТЫТĂНАТПĂР

30 июля 2008 г.

Паянхи кун, пасар тапхăрĕ вăйлă аталанса пынă май, ура çине çирĕп тăрас тесен ĕç коллективĕсен тĕрлĕрен çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме тивет. Çакна ПАТП руководстви те яланах асра тытса тăрать.

Акă, сăмахран, Чăваш Енĕн пĕрлĕхлĕ транспорт картти Канаша та çитрĕ, вăл кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ.

Мĕн-ха вăл – пĕрлĕхлĕ транспорт картти?

Çак карттăпа обществăлла транспортпа çула тухакансем усă курĕç. Пассажирсен, автобуса ларсан, енчĕкрен укçа кăлармалла пулмĕ, тÿлев тÿрех карточка урлă куçĕ.

Транспорт карточкине Канашри ПАТПра проезднăй билетсем сутакан кассăра туянма пулать. Малашне çакнашкал суту-илÿ пункчĕсене ытти çĕрте те – автовокзалта, киосксенче... – уçма палăртать автотранспорт предприятийĕ.

Транспорт карттин хакĕ – 100 тенкĕ. Унпала 6-8 çулталăк усă курма пулать, вăл шутран пĕрремĕш çулне гаранти параççĕ.

Карта çинчи укçа суммине «ТС» паллăпа палăртнă вырăнсенче ятарлă тултару терминалĕпе усă курса ÿстерме пулать. Автобуспа çула тухнăшăн транспорт картти урлă тÿлес тесен пассажирăн водитель е кондуктор патне пымалла (транспорт терминалĕсем вĕсем патĕнче упранаççĕ). Сирĕн хăвăрăн чарăну пунктне каламалла пулĕ, çакăн хыççăн карточкăна терминал çумне хумалла. Водитель сире билет пичетлесе парĕ.

Унта çул-çÿрев хакĕпе тата транспорт картти çинче мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ юлнипе паллашма пулĕ.

Транспорт картти çинче мĕн чухлĕ укçа пулнине карточка суммине ÿстернĕ хыççăн е çул-çÿревшĕн тÿлев туса ирттернĕ тапхăрта пĕлме пулать.

Транспорт карттипе усă курни мĕнпе меллĕ-ха;

Автобус çине ларсассăн кĕсьере вакă укçа шыраса вăхăт ирттермелле мар, уйăхсерен проездной билет туянмалла пулмĕ.

Çак карточкăпа «ТС» паллăпа палăртнă обществăлла ытти транспортпа та пĕр чăрмавсăрах çÿреме пулать. Çав шутра Канаш тăрăхĕнче кăна мар – республикăн ытти хулисемпе районĕсенче те (паллах, Шупашкарта та).

Чи пахи вара – çул-çÿрев хакĕ сире чылай йÿнĕрех ларĕ: вăл маршрут тĕп сумминчен 7 процент чухлĕ сахалтарах пулĕ. Енчен те Кайри Ăнтавăшран кунсерен Канаш хулине ĕçе çÿресен, пассажир уйăхне 180-200 тенкĕ перекетлеме пултарĕ.

Транспорт картти çине 50 тенкĕ е ытларах та укçа-тенкĕ хума пулать. Унти укçа сумми 12 уйăх упранĕ. Çак вăхăтра тĕрлĕ сăлтава пула унпа усă курмасан карточкăна Чăваш Енри пĕрлĕхлĕ транспорт карттин Эмисси Центрĕнче (Шупашкар хули, Эльмен урамĕ, 7 çурт) çĕнетме пулать. Çак ĕçе хамăрăн специалистсем хăйсемех йĕркелесе ирттерĕç.

Карттăна упрасси тата унпа усă курасси ытти банксенни евĕрлех.

Çакна палăртса хăварни те вырăнлă. Автобус çинче транспорт карттипе пĕр çын кăна билет илме пултарать.

Енчен те карттăна çухатсан е ăна ăнсăртран ватсан ăна çĕннипе улăштарма пулать. Анчах та çакна валли сирĕн 100 тенкĕ тÿлесе карточкăна туяннă чека упраса хăвармалла.

Транспорт карточкипе усă курнă чухне чăрмавсем пулас пулсан маршрутпа çула тухнăшăн укçан тÿлемелле пулĕ.

Пирĕн ентешсем çак çĕнĕлĕхе чи малтанах Канаш – Кайри Ăнтавăш тата Канаш – Ăвăспÿрт Кипеч маршрутсем çинче туйса илĕç. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле вара транспорт карттиллĕ терминалсем хула çумĕнче çÿрекен ытти автобуссем çинче те пулĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика