30 июля 2008 г.
Ачасен айăпĕпе пушарсем тухас хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе нумаях пулмасть «Космонавт» тата «Цивиль» канупа сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче "Асăрханăр, вут-çулăм!" тематика кунĕсем иртрĕç. Ачасемпе çак кунсенче ВДПО, ПЧ-9 тата ПЧ-15 пушар хуралĕн ĕçченĕсем тĕл пулса калаçрĕç, вăйăсем ирттерчĕç.
Чи малтанах лагерьсенче канакансене «çунакан вырăнтан» эвакуаци туса ирттерчĕç. Ачасем пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсемпе еплерех усă курма пĕлнине тĕрĕслерĕç, пушар машинипе тĕплĕн паллаштарчĕç. Çав кун çавăн пекех эстафетăсем, викторинăсем тата ытти чылай вăйăсем пулса иртрĕç. Чи хастаррисем вара парнесене тивĕçрĕç.
Пушар хăрушсăрлăх служби асăрхаттарать – вут-кăварпа асăрхануллă пулăр, ачăрсене пĕр самантлăха та тимлĕхсĕр пăрахса ан хăварăр.