АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУШĂ ВЫРТАКАН ÇĔРСЕМ ПУЛМĔÇ

30 июля 2008 г.

Техника, энерги ресурсĕсем хакланса пыни тата ялта ĕç вăйĕ çитменни ял хуçалăхне пысăк йывăрлăха кĕртсе тăратрĕ. Чылай хуçалăх ертÿçи çаврăнăçуллăрах пулса çак «шурлăхран ишсе тухма» пултарчĕ. Анчах та хăшĕ-пĕри вăй çитереймерĕ курăнать, вĕсен хуçалăхĕсем куç умĕнчех юхăнса саланчĕç.

Панкрута тухнă хуçалăхсен парăмĕсене татса пынă май мехпарксенчен трактор-машина, вĕсен çумне çаклатса ĕçлеттермелли тата ытти агрегат «мăлатук урлă» кайрĕ. Çакăн пек инкеке лекнĕ хуçалăхсен уй-хирĕсенче техника шавĕ текех илтĕнмерĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

Суха касси курман çĕрсем часах çум курăкпа витĕнчĕç, хăш-пĕр тĕлте вĕтлĕх вăрман та çитĕнме пуçларĕ. Юхăннă хуçалăхсен çĕрĕсем çинче тискер кайăк ĕрчесси те инçех мар. Анчах та ял хуçалăх çĕрĕсен ĕçсĕр выртмалла мар-çке, вĕсен хресчене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерсе çĕршыва тăрантармалла. Çак шухăша нумаях пулмасть Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров республика Правительствин членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура уçăмлăнах палăртнăччĕ.

Пирĕн районта ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрсен лаптăкĕ пĕтĕмпе 39449 гектар йышăнать. Вĕсенчен 11215 гектарĕпе усă курмаççĕ – хальлĕхе! Кăçал кăна, акă, сăмахран, Çеçпĕл ял тăрăхĕнче усă курман çĕрсен 460 гектарĕ çинче, Асхва ял тăрăхĕнче – 146 га, Кăшнаруйĕнче – 324 га, Ухманта – 160 га, Ачча ял тăрăхĕнче 60 гектар çинче çурхи культурăсене акса хăварнă. Çавăн пекех кĕрхисене акса хăварассипе те тимлеççĕ. Паянхи кун тĕлне Ямаш ял тăрăхĕнче – 296 гектара, Çеçпĕлте – 950 га, Асхвара – 631 га, Кăшнаруйĕнче – 243 га, Ухманта – 40 га, Аччара пушă выртакан 180 гектара икĕ хутчен сухаласа кăпкалатнă.

Пирĕн районта пушă выртакан çĕрсен лаптăкĕсене чакарассипе «Синтез-Агро» ООО, «Ямашевское» АФ ООО, «Нектар» ООО, «Мотор» АФ ООО, «Мария» ООО, «Сормовсикй» ООО, «Хучель» ООО, «Сеспельское» ООО тата ытти инвесторсем ĕçлеççĕ. Инвесторсен йышĕнче çавăн пекех фермер хуçалăхĕсем те пур. Пушă выртакан çĕрсемпе вĕсем арендăна тата харпăрлăх шутне илсе ĕçлеççĕ.

Çак кунсенче «Сеспельское» тулли мар яваплă пĕрлĕхе çитсе куртăмăр, унти уй-хир ĕçĕсемпе паллашрăмăр. Асăннă пĕрлĕх кăçал çуркунне йĕркеленнĕ, ăна Ю.Константинов ертсе пырать. Унта пилĕк çын тăрăшать. Ака-суха ĕçĕсене вĕсем «Джон Дир» тата «Террион» (ÿкерчĕкре çÿлте) çĕнĕ йышши техникăпа туса ирттереççĕ. Тĕм-йывăç тата çум-курăк пусса илнĕ çĕрсене БДМ йышши дискаторсемпе хатĕрлеççĕ.

Ун айĕнчи ÿкерчĕкре эсир пилĕк çул ытла суха касси курман уй-хире курма пултаратăр. Вĕтлĕх вăрман тейĕн. Дискаторсемпе икĕ-виçĕ хут иртсе кайнă хыççăн ку лаптăк аяларах илсе кăтартнă илемлĕ те таса уй пулса тăрĕ. Аялти ÿкерчĕкре çакăн пек çум-курăклă хирте кăçал çуркунне акса хăварса çитĕнтернĕ тырă пуссине куратăр.

Пĕчĕккĕн пушă выртакан çĕрсем ĕçе кĕрсе пыраççĕ. Мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕсем ытларах пулсан тата хамăр çине тăрса ĕçлесен кĕçех кашни гектар çинчех паха тухăç çитĕнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика