30 июля 2008 г.
Кĕçнерникун районти хуçалăх ертÿçисен, район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн специалисчĕсен, çĕр ĕçĕпе çыхăннă ытти предприятисен представителĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унăн теми – «Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе, выльăх апачĕ хатĕрлессипе тата вырма ĕçĕсене пуçăнассипе йышăнмалли мерăсем».
«Ямашевская» агрофирма», «Нектар», «Сеспельское» тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче темиçе çул хыт-хура хуçаланнă çĕрсене çĕнĕрен «ĕçлеттерсе» ярас енĕпе начар мар кăтартусем тăваççĕ. Куçпа пĕрре курни сăмахпа каланинчен темиçе хут вăйлăрах тенине шута илсе канашлăва хутшăнакансем асăннă хуçалăхсенче çĕре мĕнле хатĕрленине курма çула тухрĕç. Сортсемпе ĕçленин тата çĕр пулăхне ÿстерсе пынин усси куç кĕрет. Элитлă «Привада» тритикале, «Розовская-7» житница, «Мисс» çурхи тулă акнă пусăсенче çум курăк вуçех те çук. Ун вырăнне пилĕкрен çÿле ÿснĕ çăра тунасем тата шит тăршшĕ сулăмлă пучахсем лăпкă çилпе тинĕс евĕр хумханса чуна савăнтараççĕ. Хир таса та тирпейлĕ пулнине тата тырри лайăх ÿснине кура семинара хутшăнакансенчен хăшĕ-пĕри ешĕл культура ытамĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕнме васкарĕ. Ÿкерекенсенчен пĕри вара : «Ытла та хитре çке-ха, таптама та шел», – терĕ.
Семинар-канашлăвăн практикăллă пайне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Э.Александров кĕске сăмах каласа уçрĕ. Малалла мероприятине АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп специалисчĕ-тĕп агрономĕ Г.Степанов ертсе пычĕ. «Сеспельское» тата «Нектар» тулли мар яваплă пĕрлĕхсен ертÿçисем Ю.Константиновпа В.Герасимов çĕрсене тырă акма мĕнле хатĕрлени, минераллă удобренисемпе мĕнле усă курни, çум курăкпа, тĕрлĕ чир-чĕрпе мĕнле кĕрешни çинчен каласа пачĕç, семинара килнисен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Вăрнарти «Август» фирма тĕрлĕ химикатсемпе пирĕн республикăна çеç мар, çĕршывăн нумай регионне тивĕçтерсе тăрать. Пирĕн районти хуçалăхсем те çак фирмăпа çирĕп çыхăну тытаççĕ, чылайăшĕ килĕшÿсем те тунă. Çакăн çинчен «Август» фирма менеджер-консультанчĕ В.Сидоров тата «Химик» суту-илÿ çурчĕ тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ В.Сидорчев сăмах илчĕç, çыхăнăва тата та анлăлатма сĕнчĕç. «Чебоксарский мелник» агрохолдинг» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн директорсен канашĕн председателĕ В.Жуков пушă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес тата вĕсенче пысăк тухăç паракан культурăсем акса ÿстерес енĕпе пухăннă опычĕпе паллаштарчĕ, усăллă сĕнÿсем, канашсем пачĕ.
Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров каланă тăрăх, хальлĕхе пахалăхлă утă, сенаж, силос хатĕрлес ĕç йывăррăн пырать. Планпа 5090 тонна утă, 18055 тонна сенаж, 6690 тонна силос хатĕрлеме палăртнă. Паллах, çумăрсем сахал мар чăрмав кÿнĕ. Вăхăт иртнĕрен курăкăн туни хытать, пахалăхĕ чакать. Çак сăлтавсене пула ĕнтĕ районти хуçалăхсенче пуринче те тенĕ пек выльăх апачĕ техĕмлĕхĕпе виççĕмĕш класа тивĕçнĕ. Чылай çĕрте утă-сенаж хатĕрлемелли технологисене пăхăнни сисĕнсех каймасть. Çак ыйту çинче районăн химик-токсикологĕ Г.Павлова тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Утă хатĕрлессипе «Путь Ленина», «Мотор», Крупская ячĕллĕ, «Урюм», «Родина», «Агат» хуçалăхсенчи кăтартусем япăх. Ешĕл ĕççине вĕçлессине хăвăртлатас тесе вĕсенче самаях «тарлама» тивет. Семинара хутшăннисем «Нектар» тулли мар яваплă пĕрлĕхре сенаж хатĕрленĕ çĕрте пулчĕç. Районта сенаж тăвассипе цифрăсем начар мар. Çичĕ хуçалăхра силос тума плана кĕртнĕ. Хальлĕхе вара çак сĕтеклĕ апата выльăхсем хĕл кунĕсенче çиччĕр тесе «Родина» ЯХПКра, «Мотор», «Сормовский» тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче çеç ĕçлеççĕ-ха.
Семинар-канашлу хăйĕн ĕçне Çеçпĕлти культура çуртĕнче тăсрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ. Вăл районăн тĕп агрономне Г.Степанова сăмах пачĕ. Паянхи тĕп задача – çитĕнтернĕ тыр-пула кĕске вăхăтра тата çухатусемсĕр пухса кĕртесси. Кăçал тырă пуссисем 13420 гектар йышăнаççĕ, вĕсенчен 4 пин гектарĕ – кĕрхи культурăсем. Пĕр комбайна 270 гектар тиеме лекет. Хире 67 «хир карапĕ» тухĕ. Халĕ вĕсене тĕплĕн тĕрĕслесе-юсаса каçалăк пуçне кăларма хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех Геннадий Николаевич элитлă вăрлăхсем акасси çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ, рапс ÿстерни мĕнле усă пани çинче чарăнса тăчĕ, пăрçа çулма вăхăт çитнине аса илтерчĕ.
Районăн тĕп зоотехникĕ С.Васильев выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çур çулхи ĕçсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, выльăх апачĕ хатĕрлесси мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ, выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлеме çывăх вăхăтрах тытăнмалли çинче чарăнса тăчĕ. Шăрăх çанталăка пула ĕнесем сĕт антарассине чакарчĕç. Çавăнпа та вĕсене çĕрлене пĕр çул ÿсекен курăксем çулса пама тăрăшмалла.
Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров комбайнсене тата ытти техникăна вырма ĕçĕсене мĕнле хатĕрлени, ĕççи вăхăтĕнче ĕç сыхлавĕн тата техника хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен сăмах хускатрĕ. Малти вырăнта ĕç дисциплини пулмалла, механизаторсен ĕçне, вĕсем ĕçлеттерекен агрегатсене тĕрĕслесех тăмалла. Саппас пайсем, пушарпа кĕрешмелли хатĕрсем, медицина аптечкисем яланах хăйсен вырăнĕсенче пулччăр. Валерий Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, вырма ĕçĕсене 30 кунта вĕçлеме тăрăшмалла.
Канашри элеватор директорĕ И.Гурин предприяти çĕнĕ тырра кĕтсе илме хатĕрри, пĕрчĕллĕ культурăсен пĕр тоннин хакĕ мĕн чухлĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ. Чылай хуçалăхра тырра типĕтме май çук. Çавăнпа та вăл, уйрăмах йĕтем çинче нумай выртнипе, хĕрсе кайса пахалăхне чакарать, пăсăлас хăрушлăх та сиксе тухать. Кăçал вара çак йывăрлăхран хăтăлма май пур: хиртен тиесе килнĕ тухăçа элеватортах тасатса типĕтме пулать. Кунтах темиçе уйăхлăха упрамашкăн илсе юлма та пултараççĕ.
Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров çăмăллăх кредитсем парасси малалла пыни çинчен пĕлтерчĕ. «Промнефть компанийĕ» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн реализаципе маркетинг пайĕн пуçлăхĕ В.Александрова çунтармалли тата сĕрмелли материалсен хакĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Туяннă бензина е дизель топливине хăйсен техникипех кÿрсе пама май пуррине пĕлтерчĕ, уйăхлăха кредит илмелли условисемпе паллаштарчĕ.
Семинар-канашлура çавăн пекех АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Семенова, «Россельхозцентр» федераллă патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен филиалĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Добров тата ытти специалистсем тухса калаçрĕç.
Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ.